Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Общество

Виктор Симаков: «Чăваша кирлӗ пулмарăм...»

Чăвашсем пӗр-пӗрне еплерех кăшлани çинчен пичет ветеранӗ каласа парать

Мана чăваш хăйне хăй пӗтерсе пыни тарăхтарать. 1992 çулта тухма тытăнмалли «Самар ен» хаçат 1995 çулта пуçласа тухрӗ. Эпӗ тутарсене, ирçе-мăкшăсене кирлӗ пултăм. Чăвашсене – кирлӗ мар. 
«Саламсемпе ыр сунакансем» кӗнекене 90-мӗш çулсенче Тольяттири чăвашсен ертӳçи пулнă А.П.Глухов  «Сана никам та юп курмасть» тенӗрен кăлартăм. 
Пенсие тухсанах Самарти тутарсем хăйсен хаçатне ӗçлеме чӗнсе илчӗç, ятарлă корреспондент пулса. Ирçесене хаçат тума пулăшрăм. Шел, вӗсен хаçачӗ ир пӗтсе ларчӗ. 
1991 çулта Саранскра ирçе-мăкшăсен «Масторава» («Çӗр-анне») наципе культура пӗрлӗхӗ йӗркеленчӗ. Йӗркелнӳ пухăвне мана чӗнсе ячӗç. Вăл кун «Советская Мордовия» хаçатра манăн вӗсем çинчен «Судьба языка – судьба народа» ятлă пысăк статья тухрӗ. Хăйсенчен çыракан та пулмарӗ. 1993 çулта ирçе-мăкшăсем хăйсен ăслăлăхпа практика конференцине йыхравларӗç. Хутшăнтăм. Мана ирçе тесе йышăнчӗç. 

Салтакра Азербайджанра пултăм. Вӗсен чӗлхине хам тӗллӗн вӗрентӗм. Ун хыççăн Узбекистанра каракалпак ачисене вырăс чӗлхипе литературине вӗрентрӗм. Узбек, каракалпак, казах, туркмен, азербайджан чӗлхисене вӗрентӗм. Ун хыççăн «Тӗрӗк чӗлхисенчи пӗрпеклӗхсем» пысăэк калăплă алçырăва хатӗрлерӗм. Миçе çул ӗçлерӗм эпӗ унпа. Кӗнеке кăларас терӗм. 2014 кил-çурт çунса кайрӗ, алçырусем пӗтӗмпех пӗтрӗç...
Эпӗ 29 çул учительте, 19 çул хушши тӗрлӗ хаçатра литсотрудник, яваплă секретарь, редактор пулса та ӗçленӗ.  Ватăлтăм. Пухусене те хутшăнайми пултăм. 
«Самар ен» хаçата пуçарса яма çамрăк чăваш халăх поэчӗ нумай сиен турӗ мана. Вăл вăхăтра вăл час часах пыратчӗ Самара. Çамрăксене пăтраштарса мана хирӗç çавăрчӗ. Çамрăксенчен хăйсенчен пулмарӗ. Эпӗ Самартан кайсан ман пата çыракансем нумайăн пулчӗç. «Эсир кайсан хаçат пит чухăн тухма тытăнчӗ», – теççӗ. Халь мӗншӗэн кăлараймаççӗ-ха? Ман хыçран хаçат пӗтсе ларчӗ. Мӗншӗн халăх поэчӗ хӳаль тăрăшмасть? Мана вăл хаçатра ӗçлеттерес темерӗ. Эпӗ Самар облаçӗнчи чăваш яӗлсен энциклопедине кăлартăм, Аксу районӗнчи чăваш ялӗсен энциклопедине пухса хатӗрлерӗм. Ман ӗçе тивӗçлипе хаклакан пулмарӗ. 
2001 çул Давыдов предприниматель 4 лавка тытатчӗ. Лавккисене арендăна парса хаçатра ӗçлеме тытăнчӗ. Давыдов чăвашла çыра пӗлмест, редактор ятне илсе пурăнчӗ, хаçатне хам кăларса тăтăм. Тавах ăна хаçата çăхавсем пара-пара пӗтерсе лартнă хыççăн чӗртсе тăратнăшăн. 

Халӗ «Самар ен» хаçат тухмасть. Никама та кирлӗ мар ахăр. 
 (Ирина Степанова сăнӳкерчӗкӗ)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чуваши чăвашсем