Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

60 çул пӗрле

Пăва районӗнчи Элшелӗнче пурăнакан Михаил Михайловичпа Нина Николаевна Тарасовсем çак кунсенче пӗрлешнӗренпе 60 çул çитнине паллă тăваççӗ. Аттепе аннен ачалăхӗ вăрçă çулӗсене лекнӗ, вӗсен ир ӗçе кӳлӗнме тивнӗ. Пӗр-пӗрне тӗл пулса çемье çавăрсан пурнăçри мӗнпур йывăрлăха пӗрле çӗнтерсе пыма тытăннă вӗсем. Пурăна-киле кил-йышра виçӗ ывăлпа пӗр хӗр хушăннă, вӗсене ура...

Пăва районӗнчи Элшелӗнче пурăнакан Михаил Михайловичпа Нина Николаевна Тарасовсем çак кунсенче пӗрлешнӗренпе 60 çул çитнине паллă тăваççӗ. Аттепе аннен ачалăхӗ вăрçă çулӗсене лекнӗ, вӗсен ир ӗçе кӳлӗнме тивнӗ. Пӗр-пӗрне тӗл пулса çемье çавăрсан пурнăçри мӗнпур йывăрлăха пӗрле çӗнтерсе пыма тытăннă вӗсем. Пурăна-киле кил-йышра виçӗ ывăлпа пӗр хӗр хушăннă, вӗсене ура çине тăратас тесе аттепе анне ырми-канми тăрăшнă, ӗçе хăнăхтарнă, тӗслӗх пулса тăнă. Халӗ ӗнтӗ асаттепе асанне кăна мар, мăнукӗсен 10 ачишӗн мăн асаттепе мăн асанне те пулса тăчӗç вӗсем.

Уяв кӗрекинчи мӗн пур тăван-пӗлӗшпе пӗрле юратнă аттепе аннене çирӗп сывлăх, телей, канлӗ ватлăх, малашне те пӗр-пӗрне савса тата хисеплесе нумай çул пурăнма сунатпăр.

Ачисем, 9 мăнукӗ, мăнукӗсен ачисем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев