Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Çемье фермисен шучӗ Тутарстанра 1 пинрен иртнӗ

2015 çул пӗтӗмлетӗвӗсемпе Тутарстанри ял хуçалăх отраслӗ 214 млрд тенкӗлӗх продукци хатӗрленӗ. Çак кăтартупа республика Раççей Федерацийӗнче Краснодар крайӗ, Ростов тата Белгород облаçӗсем хыççăн пырать. Выльăх-чӗрлӗх продукцине хатӗрлессипе республика Раççейре иккӗмӗш вырăнта пырать. Ку кăтартусемпе пиртен Белгород облаçӗ кăна малта. Тутарстанра 1 миллион та 33 пин пуç мăйракаллă шултăра выльăх...

2015 çул пӗтӗмлетӗвӗсемпе Тутарстанри ял хуçалăх отраслӗ 214 млрд тенкӗлӗх продукци хатӗрленӗ. Çак кăтартупа республика Раççей Федерацийӗнче Краснодар крайӗ, Ростов тата Белгород облаçӗсем хыççăн пырать. Выльăх-чӗрлӗх продукцине хатӗрлессипе республика Раççейре иккӗмӗш вырăнта пырать. Ку кăтартусемпе пиртен Белгород облаçӗ кăна малта. Тутарстанра 1 миллион та 33 пин пуç мăйракаллă шултăра выльăх усраççӗ.

2015 çул кăтартăвӗсемпе Тутарстан:

- сӗт суса илессипе 2-мӗш вырăнта;

- çӗр улми ӳстересипе 2-мӗш вырăнта;

- аш-какай хатӗрлессипе 4-мӗш вырăнта.

Республикăра ӗçлекен патшалăх программисем агропромышленность комплексне техника тӗлӗшӗнчен пуянлатма, мелиораци тытăмне аталантарма, ялсенчи фермăсене тӗпрен юсама, силоспа сенаж траншеисене тума май параççӗ.

Технологи тӗлӗшӗнчен пысăк комплекссене тăвасси тата çӗнетесси малалла пырать, çакă 2018 çул тӗлне аш-какай производствине республикăра 160 пин тонна çитерме май парӗ. Çавăнпа пӗрлех аш-какая тирпейлекен хальхи предприятисене те хута яраççӗ.

2010 çултанпа республикăра çемье фермисем тăвăнаççӗ. Паянхи куна вӗсем 1182 çитнӗ, çав шутра 505-шӗ технологиллисем. Тутарстанра çакнашкал тата 141 ферма туса пӗтермелле. Çемье фермисем пурӗ 144 пин гектар çӗр çинче ӗçлеççӗ. Çак бизнеспа 3,5 пин çын аппаланать.

Ялти хуçалăхăн пӗчӗк формисене тӗрев парс тесе «Лизинг-грант» программа лайăх ӗçлет.

Çынсен уйрăм хуçалăхӗсене аталантарассине те Тутарстнра пысăк тимлӗх уйăраççӗ. Вӗсем республикăра 400 пин ытла. Çакна тума ятарлă закон йышăннă. Льготăллă кредитсем илме май пулни те пулăшу. Çак çăмăллăхпа ялта пурăнакан кашни 4-мӗш çемье усă курнă. 2006-2016 çулсенче Тутарстанри ял çыннисем пурӗ 36,8 миллиард тенкӗлӗх льготăллă кредит илнӗ.

Ӳстернӗ продукцие упрас, тирпейленс, сутма пулăшас ыйтусене республикăра хальхи логистика центрӗсемпе складсем татса памалла. 2013 çултанпа Хусанта Раççейри чи пысăк Агропромпарк ӗçлет. Вырăнти фермерсем кунта хăйсен продукцине хăйсем сутма пултараççӗ. Çывăх вăхăтра тата тепӗр пысăк логистика центрӗ тума тытăнӗç. Пестрецы муниципаллă районӗнчи предприяти «Агромир-Казань» ятлă пулать.

Çакнашкал проектсемпе Тутарстан Раççейӗн рынокне хамăр çӗршывра ӳстернӗ ял хуçалăх продукцийӗпе тивӗçтерекен хăватлă рессурс йӗркелеме май пулнине кăтартать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев