Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Кипеккассинче чăваш Елки

(Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Пăва районӗнчи Кипеккасси паян, декабрӗн 28-мӗшӗнче, иртенпех вӗлле хурчӗ пек сӗрлерт. Кунта Хӗл Мучи çитнӗ иккен. Вăл районти 50 чăваш ачине, конкурссемпе олимпиада çӗнтерӳçисене, саламлама ятарласах килнӗ. Пăвари ЧНКЦ (ертӳçи В.Ильин) акă ӗнтӗ миçемӗш çул ачасене çакăн пек парнепе савăнтарать. Пӗлтӗр Шупашкартан ача-пăча театрӗ сектакльпе килнӗччӗ....

(Константин Малышев. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Пăва районӗнчи Кипеккасси паян, декабрӗн 28-мӗшӗнче, иртенпех вӗлле хурчӗ пек сӗрлерт. Кунта Хӗл Мучи çитнӗ иккен. Вăл районти 50 чăваш ачине, конкурссемпе олимпиада çӗнтерӳçисене, саламлама ятарласах килнӗ.

Пăвари ЧНКЦ (ертӳçи В.Ильин) акă ӗнтӗ миçемӗш çул ачасене çакăн пек парнепе савăнтарать. Пӗлтӗр Шупашкартан ача-пăча театрӗ сектакльпе килнӗччӗ. Кăçалхи уяв та питӗ хаваслă пулчӗ. Ачасене Хӗл Мучи пылак парнепе савăнтарчӗ пулсан, В.Ильин обществăлла ӗçре хастар пулнă пӗчӗк ентешӗсене Хисеп хучӗпе чысларӗ. Çакăн пек пысăк савăнăçпа, савăк кăмăлпа кӗтсе илеççӗ Пăва районӗнчи чăваш ачисем Сарă Йытă çулне.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев