Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

«Комсомольская правда» журналисчӗ Элшелӗнчен

( Елена Хлынова. Пăва). Тăхăрьял ӳстернӗ калем ăстисем Тутарстанпа Чăваш Енре кăна мар, Раççейӗпех палăраççӗ. РФ Писательсен союзӗн пайташӗ, РФ культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Н.М.Скоморохов ячӗллӗ преми лауреачӗ, пӗр вăхăт «Слово и дело» хаçатăн тӗп редакторӗ пулнă, «Комсомольская правда» тата «Сельская жизнь» хаçатсен корреспонденчӗ Михаил Григорьевич Ложников çак кунсенче тăван...

( Елена Хлынова. Пăва). Тăхăрьял ӳстернӗ калем ăстисем Тутарстанпа Чăваш Енре кăна мар, Раççейӗпех палăраççӗ. РФ Писательсен союзӗн пайташӗ, РФ культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Н.М.Скоморохов ячӗллӗ преми лауреачӗ, пӗр вăхăт «Слово и дело» хаçатăн тӗп редакторӗ пулнă, «Комсомольская правда» тата «Сельская жизнь» хаçатсен корреспонденчӗ Михаил Григорьевич Ложников çак кунсенче тăван ялӗнче пулчӗ.

Элшелӗнчи Тăхăрьял таврапӗлӳ музейӗнче хаклă хăна ентешӗсемпе тӗлпулу ирттерчӗ. Мускавра ӗçлесе пурăнакан поэт, çыравçă, журналист, 17 кӗнеке авторӗ хăйӗн çӗнӗ ӗçӗсемпе паллаштарчӗ, сăввисене вуларӗ, вырăнти çыравçăсен ӗçӗсемпе кăсăкланчӗ, музей ӗçӗпе тӗплӗн паллашрӗ, хăйӗн çӗнӗ кӗнекисене парнелерӗ.

Тӗлпулура вырăнти культура ӗçченӗсем, Пăвари ЧНКЦ хастарӗсем, Тăхăрьял сăвăçисем Н.Дворов, А.Никонорова, А.Малышев хутшăнчӗç. Мускав хăни чăвашла та, вырăсла та лайăх çырать. Паллă сăвăçпа тӗлпулу вырăнти çыравçăсене тухăçлă ӗçлеме хавхалантарчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев