Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Евгений Афанасьев: "Общество ĕçченĕсем артиста çаврăнмалла мар"

Пăва районĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Ильдар Еремеев ĕнер Кипеккассинче иртнĕ ЧНКЦ пухăвĕнче каланă тăрăх, районра наци вĕрентĕвĕпе çыхăннă проектсене пурнăçлама палăртнă. Çак ĕçре вăл чăваш центрне район адмнистрацийĕ пулăшасса шантарчĕ. ЧНКЦ-н виçĕ çулти ĕçне пĕтĕмлетсе центр секретарĕ Анна Никанорова доклад турĕ. Пăва чăвашĕсем питĕ нумай ĕç туса ирттернĕ. Мероприятисене...

Пăва районĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Ильдар Еремеев ĕнер Кипеккассинче иртнĕ ЧНКЦ пухăвĕнче каланă тăрăх, районра наци вĕрентĕвĕпе çыхăннă проектсене пурнăçлама палăртнă. Çак ĕçре вăл чăваш центрне район адмнистрацийĕ пулăшасса шантарчĕ.
ЧНКЦ-н виçĕ çулти ĕçне пĕтĕмлетсе центр секретарĕ Анна Никанорова доклад турĕ. Пăва чăвашĕсем питĕ нумай ĕç туса ирттернĕ. Мероприятисене финанс тĕлĕшĕнчен спонсорсем: В.Ильин, Н.Курчаткин, Е.Савельев, А.Никифоров тата ыттисем пулăшнă.
М.Вериялов хăйĕн сăмахĕнче общество ĕçне çамрăксене явăçтармалли, спорт ăмăртăвĕсене ытларах ирттермелли çинчен калаçрĕ. Пăва енчи чăвашсене ТР ЧНКА планĕпе мероприятисем Кама леш енчи районсенче кăна иртни тивĕçтермест, Атăл ку енчисене те тимлĕх кирлĕ. Ку ыйтупа Теччĕ районĕнчи чăвашсен ертÿçи В.Тимофеев пĕрлехи мероприяти ирттерме сĕнчĕ.
ЧНК-ра музей ĕçĕсене тишкерекен Э.Бахмисов ял уявĕсене ирттермелли концепципе паллаштарчĕ. Экологи çулталăкĕнче тавралăха упрас проектсен пĕлтерĕшне итлекенсем тивĕçлипе хакларĕç.
В.Казаков сăмахĕ тăрăх, районтан пĕр-пĕр мероприятие пуçарас пулсан Хусан енчен тĕрев пулать.
Е.Афанастев сăмахĕпе, общество ĕçченĕсен артиста тухмалла мар. "Культура центрĕн ĕçĕнче чи малта "наци" сăмах пулмалла. Район ертÿçисен хушшинче чăваш ĕçлесен пире çăмăлрах пулĕччĕ", - терĕ вăл. Çамрăксем сÿрĕк мар. Элшел çамрăкĕсем хăйсен укçисемпе Акатуй ирттернĕ пĕлтĕр.
Йывăрлăхсем çинчен те каларĕ шурсухал. Ескÿлĕнче клуб хупă, Раккассинче фермăна хупнă. Элшелĕнче клуба юсамалла.
Е.Афанасьев Пăва районĕнчи ЧНКЦ ертÿçи пулма Владимир Ильина сĕнчĕ. Конференцие хутшăнакансем çак сĕнÿпе пурте килĕшрĕç, ăнах суйларĕç. Çавăн пекех чăваш центрĕн Канашне 31 çынран суйларĕç пухăннисем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев