Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Пăва пики тухтăр пуласшăн

Мăкăрта пурăнакан Екатерина Тюплина хальлӗхе Кушникри шкулта вӗренет-ха. Çапах та хӗрпӗрчин тӗллевӗсенче - пысăк çын пуласси. Кипеккасси ялӗнче иртнӗ илемпе пултарулăх конкурсӗнче Катя куракансне юрласа савăнтарчӗ. Чăваш тумӗсем те унăн ыттисенчен уйрăлса тăратчӗç. Апат-çимӗç конкурсне валли вăл хуплу пӗçерсе килнӗ тата сăра вӗретнӗ. 11-мӗш класра вӗренекен хуплăва мӗнле пӗçерни çинчен...

Мăкăрта пурăнакан Екатерина Тюплина хальлӗхе Кушникри шкулта вӗренет-ха. Çапах та хӗрпӗрчин тӗллевӗсенче - пысăк çын пуласси. Кипеккасси ялӗнче иртнӗ илемпе пултарулăх конкурсӗнче Катя куракансне юрласа савăнтарчӗ. Чăваш тумӗсем те унăн ыттисенчен уйрăлса тăратчӗç. Апат-çимӗç конкурсне валли вăл хуплу пӗçерсе килнӗ тата сăра вӗретнӗ. 11-мӗш класра вӗренекен хуплăва мӗнле пӗçерни çинчен каласа кăтартрӗ. Сăмах май, конкурса шăрттан пӗçерсе килнӗ хӗрсем те сахалăн марччӗ конкурсанткăсем хушшинче. Чăваш апатне хатӗрлеме кăмăлланисӗр пуçне Екатерина Тюплина тӗрлеме те юратать. Ӳссе çитсен вăл тухтăр пулма ӗмӗтленет.
Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗ çӗнтерӳçӗ-пикене дипломсăр пуçне тухья, чечек çыххи, ювелир салонӗн сертификатне, тата ытти парнесемпе чысларӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев