Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Пăвара «Юратупа шанчăклăхшăн» медале пӳркелсем тивӗçрӗç

Раççейре çак уява паллă тума тытăнни нумаях мар-ха. Çапах черчен ромашка чечекӗпе çыхăнтарса йӗркеленӗ Çемье кунӗ çынсен кăмăлӗсене каять. Çемье вăл кил, çемье вăл шанчăклăхпа юрату хуçаланакан тӗнче, пурнăç тыткăчи. Çемьере пуриншӗн те пӗр хуйхăпа савăнăç. Мăшăрсен юратăвне упракан Петрпа Феврони çветтуйсен сăнарӗсене тӗпе хуни те вырăнлă, вӗсен ячӗпе нумай...

Раççейре çак уява паллă тума тытăнни нумаях мар-ха. Çапах черчен ромашка чечекӗпе çыхăнтарса йӗркеленӗ Çемье кунӗ çынсен кăмăлӗсене каять. Çемье вăл кил, çемье вăл шанчăклăхпа юрату хуçаланакан тӗнче, пурнăç тыткăчи. Çемьере пуриншӗн те пӗр хуйхăпа савăнăç. Мăшăрсен юратăвне упракан Петрпа Феврони çветтуйсен сăнарӗсене тӗпе хуни те вырăнлă, вӗсен ячӗпе нумай çул пӗр-пӗрне юратса пурăнакансене медаль параççӗ.
Пăва районӗнче кăçал çак хисепе Пӳркел ялӗнче ӗмӗр ӗмӗрлекен Анатолий Меркурьевичпа Нина Андреевна Малышевсем тивӗçрӗç.

Вӗсем акă ӗнтӗ 47 çул пӗрле. 4 ывăлпа 1 хӗр çитӗнтернӗ, 11 мăнукшăн асаттепе асанне, кукаçейпе кукамай. Чăваш культурине упраса аталантарас ӗçре хастар тăрăшакансене районта пӗлеççӗ, хисеплеççӗ. Июлӗн 6-мӗшӗнче Пăва муниципаллă районӗн Ӗçтăвком пуçлăхӗ Марат Заббаров та хăйӗн саламлă сăмахӗнче çакна палăртрӗ. Вăл Малышевсене район ЗАГСӗнче «Юратупа шанчăклăхшăн» медаль парса чысларӗ.
Анатолий Малышев хăйӗн сăмахӗнче тӗреклӗ çемье кашни атте-аннен ӗмӗчӗ пулнине пӗлтерчӗ: «Çакăнта пурнăç йӗрки, çапла пире аслисем вӗрентсе-халалласа хăвараççӗ. Самана пăтраннă, обществăри шухăшсем улшăннă, укçа-тенкӗ йывăрлăхӗсем вăхăтӗнче çемье тӗрекӗ этемшӗн çăлăнăç утравӗ. Çакна тӗпе хурса пурăнасчӗ».
Туслă çемьене саламлама «Уяв» фольклор ушкăнӗ те, уйрăм юрăçсем те, ачисемпе кӗрӳшӗ-кинӗсем те килнӗччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев