Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Пăвари чăваш пикисене ылтăн ăшне путарчӗç

(Алексей Наумов сăнӳкерчӗкӗ) Чи илемлине, чи сăпайлине, чи çепӗççине, чи черченнине, чи хӳхӗмскерне, кӗскен каласан, кăмăла каяканнине суйласа илме питӗ те йывăр, çавăнпа та çакнашкал конкурссенче жюрире ларма юратмастăп). Çакăн пек кăткăс конкурса хутшăнма кăмăл тунăшăн пурне те мала кăларас килет манăн. Ноябрӗн 11-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Кипеккассинче иртнӗ илемпе пултарулăх...

(Алексей Наумов сăнӳкерчӗкӗ)
Чи илемлине, чи сăпайлине, чи çепӗççине, чи черченнине, чи хӳхӗмскерне, кӗскен каласан, кăмăла каяканнине суйласа илме питӗ те йывăр, çавăнпа та çакнашкал конкурссенче жюрире ларма юратмастăп). Çакăн пек кăткăс конкурса хутшăнма кăмăл тунăшăн пурне те мала кăларас килет манăн.

Ноябрӗн 11-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Кипеккассинче иртнӗ илемпе пултарулăх конкурсӗнче вара хӗрсен таланчӗсене хаклас текенсем самайăнччӗ. Ялсенчен тӗрев ушкăнӗсем килсе çитнисӗр пуçне хусах каччăсем те сахал марччӗ залра. Çавăнпа та «Пăва районӗнчи чăваш пики - 2017» титулшăн вăйлă кӗрешӳ пулса иртрӗ.

Жюрире районти культура управленийӗн ертӳçисемсӗр пуçне Пăва тăрăхӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председательне Владимир Ильина, Рункă ял хутлăхӗн пуçлăхне Роберт Гордеева, 2017 çулхи «Уяв пикине» Анастасия Павловăна, 2016 çулхи «Раççей чăваш пикине» Ксения Романовăна курма пулчӗ.
Сцена çинчи ултă хӗр те çак каç тăршшӗпе пултарулăхӗсемпе тӗлӗнтерме пăрахмарӗç. Юрă юрлассинче те, ташă ташлассинче те, апат-çимӗç пӗçерессинче те Кипеккассинчи Культура çурчӗн ӗçченӗсене те уйрăммăн палăртса хăварас килет, вӗсем çак конкурса чăн-чăн уява çавăрчӗç.
Спонсорсем те кăçал вăйлă тăрăшнă. Чӳречепе алăк кăларакансем те, ылтăн сутакансем те, усламçăсем те пур вӗсен хушшинче. Çавăнпа та конкурс вӗçленеспе тӗрлӗрен номинацире мала тухнă пикесене чечек çыххисем ăшне путарчӗç. Уйрăм парнесемсӗр пуçне кашнине Ювелир салонӗнчен 5 пин тенкӗлӗх сертификат пачӗç. Вăт çапла пӳркелсемпе элшелсем, раккассисемпе киштексем: эсир, шел пулин те, çак уявăн айккинче юлтăр...
Çӗнтерӳçӗ пулма жюри Мăкăр шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекен Екатерина Тюплинана суйларӗ. Çак шухăшпа залра ларакансем те килӗшрӗç пулмалла, хытă алă çупрӗç. Екатерина кăçал «Тăхăрьял шăпчăкӗнче» те палăрнăччӗ, çитес çул çуркунне Хусанта иртекен «Тутарстанри чăваш пики» конкурсра та Пăва районӗн чысне хӳтӗлӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, конкурс иртнӗ çултисемпе танлаштарсан, питӗ те лайăх иртрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев