Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Пӗтӗм чăваш тӗнчи Хусанкай сăввисене вулать

Кун çинчен калама та аван мар та, анчах пӗррехинче Шупашкарта иксӗмӗр кăна чей ӗçсе калаçса ларнă вăхăтра, чăваш тӗнчинчи пӗр паллă çын мана çапла каласа татса хунăччӗ: «Хусанкая вулман, унăн сăввисене пӗлмен çын - чăвашла йӗркеллӗ калаçма вӗренсе çитеймест, вăл культура шаралăхӗн çӗнӗ ертӳçи пекрех калаçать». Унпа килӗшсе каясах та...


Кун çинчен калама та аван мар та, анчах пӗррехинче Шупашкарта иксӗмӗр кăна чей ӗçсе калаçса ларнă вăхăтра, чăваш тӗнчинчи пӗр паллă çын мана çапла каласа татса хунăччӗ: «Хусанкая вулман, унăн сăввисене пӗлмен çын - чăвашла йӗркеллӗ калаçма вӗренсе çитеймест, вăл культура шаралăхӗн çӗнӗ ертӳçи пекрех калаçать». Унпа килӗшсе каясах та килместчӗ те, хирӗç темшӗн чӗнмерӗм. Нумай шухăшласа çӳрерӗм ун хыççăн. Çынна тиркесе ларма эпир маçтăр, хамăр пӗлетпӗр-ши Хусанкай пултарулăхне? Тен, мана та пуçланă? «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» вăл вӗт ХУСАНКАЙ ятлă пултарулăх тăвӗн тăрринчи ялав кăна. Ун айӗнче ытарлă чăваш сăмахӗн калама çук пысăк тупри, вырсăла каласан - клад.
Çапла, аслă поэтăмăрăн 1-мӗш томӗ куç умне лексен, ăна уçса Хусанкай çамрăк чухне çырнă сăввисене çӗнӗрен вулама пикентӗм: 1920-30-мӗш çултисене, вăрçăра çырнисене, унтан «Тилли юррисем» патне çитрӗм. Сăмах çук - шедевр! Часах иккӗмӗш тома «тапăнатăп» тесе шутлатăп. Тата 4 юлать-ха, çулталăк тăршшӗпе вуламалăх пур. Пушă вăхăт тупăнсанах путатăн Петр Петровичăн сăмахлăхӗ ăшне, ăна хальхипе танлаштаратăн. Нумай сăмаха çухатса пыратпăр иккен эпир пуплеврен. Кулленхи калаçура та усă курман сăмахсем (çамрăксем ăнланманисем) çителӗклӗ пухăнчӗç вӗт. Ульяновск облаçӗчи Чăваш наципе кльутура автономийӗн председателӗ Олег Мустаев каларӗшле: «Нацине хăтармалла!» Вилме памалла мар чӗлхене. Мӗн-тӗр тумалла пирӗн, юлташсем. Чӗлхен паянхи пек лару-тăрăвӗ тата 10 çул тытăнса тырсан, унăн илемӗпе çепӗçлӗхне тавăрайми пулса çитетпӗр вӗт. Çăлăнăç çул-йӗрне тупса палăртмалла.
Шăпах П.П.Хусанкайăн 110-çуллăхӗ пирӗншӗн, чăваш халăхне çӗнӗрен хамăрăн илемлӗ литература, чăваш поэзийӗ патне таврăнма сăлтав пулса тăчӗ. Вăл вӗрентекенсемпе вӗренекенсене, чӗлхе тасалăхӗшӗн кӗрешекенсен энтузиастсене пӗрлехи ăнтăлура пулăшасса питӗ шанас килет. Поэт ячӗпе конкурссем ирттернӗшӗн тайма пуç Пăва, Нурлат, Çарăмсан (ытти районсенче те ирттернӗ пулсан, пӗлтерӗр) районӗсенчи чăваш чӗлхи учителӗсене. Тутарстанри чăвашсем тӗнче шайӗнче мăнаçланма пултаракан çын вăл - Петр Петрович Хусанкай.
Хусанкай сăввисене вулакансен хушшинчи интернет-конкурсра хутшăнас текенсем ак çак ссылкăпа кӗрсе унăн условийӗсемпе паллашма пултараççӗ:
http://chuvash.org/news/14602.html
Ольга Бахтинова тунă видеора тата Марина Вериялова тунă сăнӳкерчӗкре - Пăва районӗнчи Тури Лащи шкулӗнчи мероприяти саманчӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев