Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Сысна мурӗ ытла çывăх

Сысна чирӗ - Африка чуми Тутарстана кунран кун çывхарать тесен те юрать. Июнь уйăхӗнче çак чире Чулхула облаçӗнчи Дивеево районӗнче тупнине хыпарларӗç. Уни чух региона вирус Тамбов е Рязань облаçӗсенчен килме пултарнине пӗлтернӗччӗ. Халӗ акă татах сисчевлӗ хыпар çитрӗ. Августăн 14-мӗшӗнче Чăваш Енри Пăрачкав районӗнчи Напольное ялӗнчи пӗр харпăр хуçалăхра...

Сысна чирӗ - Африка чуми Тутарстана кунран кун çывхарать тесен те юрать. Июнь уйăхӗнче çак чире Чулхула облаçӗнчи Дивеево районӗнче тупнине хыпарларӗç. Уни чух региона вирус Тамбов е Рязань облаçӗсенчен килме пултарнине пӗлтернӗччӗ. Халӗ акă татах сисчевлӗ хыпар çитрӗ. Августăн 14-мӗшӗнче Чăваш Енри Пăрачкав районӗнчи Напольное ялӗнчи пӗр харпăр хуçалăхра вилнӗ сысна çурине тӗрӗсленӗ те вăл Африка чумипе чирлӗ пулни палăрнă.

Чăваш Ен Правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, хальлӗхе чире хир сыснисем ертме пултарнă тесе шутлаççӗ. Апла-и, капла-и экономикăшăн, уйрăм çынсемшӗн ку пысăк тăкак. Тӗслӗхрен, Напольное ялӗнче кăна 500 пуç, Пăрачкав районӗнче пурӗ 4 пин пуç ытла пусма тивет. Çак ӗçе республика май пур таран хăвăртрах пурнăçлама тăрăшать. Унсăрăн май çук. Çапла вара пӗрремӗш хăрушлăха чир палăрнă вырăнтан 15 километр радиусри ялсем кӗреççӗ. Иккӗмӗш хăрушлăхра 100 километр радиусри 20 район таранах.

Августăн 25-мӗшӗнче Африка чуми тата Улатăр районӗнчи Сурский Майдан ялӗнче те палăрнă. Республика Пуçлăхӗн хушăвӗпе яла карантина хупнă. Республикăри чир палăрнă вырăнтан пӗрремӗш хăрушлăхри ялсенчи харпăр хуçалăхсенчи мӗнпур сыснана вара август уйăхӗн 31-мӗшӗччен ятарлă службăсем вӗлерсе çунтарнă. Çапларах пӗлтереççӗ официаллă хыпар хатӗрӗсем.

- Хальхи вăхăтра çак хăрушлăха кӗрекен районсенчи ялсенчи харпăр хуçалăхра миçе сысна пулнине шута илетпӗр, - тесе пӗлтерет пресс-служба.

Сыснисене пусма тивнӗ хуçалăхсене республика бюджетӗнчен компенсаци параççӗ-ха, вăл сахалтан та пӗр пуçшăн 4-6 пин тенкӗ пулать. Паллах, ку вăл ним çукки мар, çапах та ачасене шкула хатӗрлес умӗн вăл питӗ те сахал. Вӗсенчен чылайăшӗ аш-какай сутса ачисене шкул валли сумка тавраш, тумир туянма шутланă-тăр.

Çапах та ку хыпар пире, тутарстансене, уйрăмах, Чăваш Енпе чикӗллӗ районсенче пурăнакансене сисчевлентерет. Харпăр хуçалăхсенче сысна тытакансем пирӗн те сахалах мар вӗт. Иккӗмӗш хăрушлăх зонине вара Вăрнар, Патăрьел, Канаш, Комсомольск, Шăмăршă, Елчӗк районӗсем те кӗреççӗ.

Африка чумипе сыснасем ан чирлеччӗр тесен чи малтан профилактика мерисене пăхăнмалла. Выльăхсене витерен кăлармалла мар, пӳлмине кӗнӗ çӗре дезинфекциленӗ кавирсем сармалла. Ют çынсене те, транспорт хатӗрӗсене те выльăхсем тытакан вырăна кӗртмелле мар. Енчен те выльăх тăрук вилсе кайрӗ-тӗк, кун çинчен çийӗнчех вырăнти ветеринар службине пӗлтермелле. Профилактикăпа çыхăннă ыйтусем пулсан Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийӗн патшалăх ветеринари надзорӗн уйрăмне (843)278-93-53 телефонпа шăнкăравламалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев