Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Тăхăрьялта çуралнă шурсухала асăнса сăвă

Хисеплӗ шурсхалăмăра, Чăваш тата Тутар республикисен культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченне, чăваш халăх академикӗ пулнă ентешӗмӗре, Василий Афанасьевич Дедушкина, вилнӗренпе пӗр çулталăк çитнӗ май чун-чӗререн хисеплесе те ырăпа асăнса Савăнăçра та хуйхăра, Сыв чух, ялан санпа пӗрлеччӗ. Микулапа Питравккара Сан сассупа тӗнче кӗрлетчӗ. Чӗр вилӗм илчӗ пурнăçна, Çавна сиссе те юлаймарăн....

Хисеплӗ шурсхалăмăра, Чăваш тата Тутар республикисен культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченне, чăваш халăх академикӗ пулнă ентешӗмӗре, Василий Афанасьевич Дедушкина, вилнӗренпе пӗр çулталăк çитнӗ май чун-чӗререн хисеплесе те ырăпа асăнса

Савăнăçра та хуйхăра,

Сыв чух, ялан санпа пӗрлеччӗ.

Микулапа Питравккара

Сан сассупа тӗнче кӗрлетчӗ.

Чӗр вилӗм илчӗ пурнăçна,

Çавна сиссе те юлаймарăн.

Унччен çухатрăн канăçна,

Калассине те калаймарăн.

Ӗçлерӗн халăх хушшинче

Ырми, кунпа çӗрне пӗлмесӗр.

Хӗл сиввинче, çу ăшшинче

Вăйна хурса, пӗр \ркенмесӗр.

Чăваш культурине сарма

Çӗршывăмра пултартăн мар-и?

Сан тăрăшни те харама,

Тӗрӗссипе, пӗртте каймарӗ.

«Сувар» шăпи сан ятупа

Çыхăннине аван пӗлетпӗр.

Пит çывăх тусчӗ эс унпа,

Çавна кашни çирӗплететпӗр.

Хальччен илтмен хыпарсене

Эс вулакан патне çитертӗн.

Кайса-килсе Чăваш Ене

Талантупа йăлт тӗлӗнтертӗн.

Ват Хусанти ЧОКЦ ра

Май пур таран вăйна хурсаттăн.

- Пуянлăхăм - аваллăхра,-

Тесе ялан пусса калаттăн.

Еткерлӗхе тишкернӗ май

Ăна яшсем патне çитертӗн.

Ыр тунисем тата нумай -

Историшӗн тăраççӗ ретӗн.

Чăваш Енпе, Тутарстара

Тӗп элчӗ те пулсаттăн мар-и?

Паян та-ха, çак самантра

Пулмасть çавна аса илмесӗр.

Тавах сана, ху сывă чух

Чăвашлăхшăн хыпса çунаттăн.

Çак пулчӗ халăхшăн пит чух, -

Эпир халь сан ӗçне тăсатпăр.

Нумай та мар пиртен кайни,

Анчах та çитрӗ пӗр çулталăк.

Тек саншăн çук телей ани,-

Çут тӗнчене халь хупă алăк.

Анчах эпир санпа пӗрлех

Савăнăçра та хуйхăра та.

Тăр кăнтăрла та сӗм çӗрле

Пӗрне-пӗри курсах тăратпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев