Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пĕкĕлме (Бугульминский)

Черетлӗ çӗнтерӳ

Наратлăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул команди районти ăмăртусенчен черетлӗ çӗнтерӳпе таврăнчӗ. Ноябрӗн 18-мӗшӗнче Пӗкӗлмери кадетсен шкул-интернатӗнче «Зарница» çарпа спорт вăййин 1-мӗш тапхăрӗ иртрӗ. Ăмăртăва районти ял шкулӗсен 10 команди хутшăнчӗ. Ачасем çар званийӗсене уйăрса илнине, сăнӳкерчӗксем тăрăх маршалсене палланине, медальсемпе орденсен ячӗсене пӗлнине кăтартмаллаччӗ. Çавăн пекех пневматика пăшалӗнчен пересси,...

Наратлăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул команди районти ăмăртусенчен черетлӗ çӗнтерӳпе таврăнчӗ. Ноябрӗн 18-мӗшӗнче Пӗкӗлмери кадетсен шкул-интернатӗнче «Зарница» çарпа спорт вăййин 1-мӗш тапхăрӗ иртрӗ. Ăмăртăва районти ял шкулӗсен 10 команди хутшăнчӗ.

Ачасем çар званийӗсене уйăрса илнине, сăнӳкерчӗксем тăрăх маршалсене палланине, медальсемпе орденсен ячӗсене пӗлнине кăтартмаллаччӗ. Çавăн пекех пневматика пăшалӗнчен пересси, Калашников автоматне сӳтсе пуçтарасси те ăмăртăвăн тапхăрӗсен шутне кӗнӗччӗ. Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă ыйтусем çине те хуравларӗç «Зарницăна» хутшăнакансем. Çакнашкал хӗрӳ тупăшура кашни очкошăн кӗрешме тивет.
Пирӗн командăна Артур Азизов, Андрей Григорьев, Дмитрий Егоров, Дмитрий Тарасов, Елена Степанова, Яна Зарипова, Анастасия Ямасова, Анна Васильева кӗчӗç. Автомата сӳтсе пуçтарассипе Артур Азизов ăмăртура иккӗмӗш вырăн çӗнсе илчӗ.
Çак çӗнтерӳ патне ачасене физкультура преподавателӗ Павел Валентинович Желованов илсе çитерчӗ. Тавтапуç ăна.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев