Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пĕкĕлме (Бугульминский)

Наратлăра юр нумай-ха

Сергей Колесников тата Нина Свежинкина призӗсемшӗн мартăн 23-мӗшӗнче Наратлă ялӗнче йӗлтӗр тата биатлон ăмăртăвӗсем иртнӗ. Çак ăмăртăва ирттерсе наратлăсем йӗлтӗр сезонне хупнă. Çуркунне вăхăчӗ пулсассăн та çанталăк уява кура тенӗ пекех сивӗ пулнă. Ăмăрту кунӗ стадиона шкул ачисемпе вӗрентекенсем пынă. Çӗнтерекенсене ялăн пуçлăхӗ Сергей Дмитриев тата ГУП РАЦИН директорӗ Асхат...

Сергей Колесников тата Нина Свежинкина призӗсемшӗн мартăн 23-мӗшӗнче Наратлă ялӗнче йӗлтӗр тата биатлон ăмăртăвӗсем иртнӗ. Çак ăмăртăва ирттерсе наратлăсем йӗлтӗр сезонне хупнă. Çуркунне вăхăчӗ пулсассăн та çанталăк уява кура тенӗ пекех сивӗ пулнă. Ăмăрту кунӗ стадиона шкул ачисемпе вӗрентекенсем пынă. Çӗнтерекенсене ялăн пуçлăхӗ Сергей Дмитриев тата ГУП РАЦИН директорӗ Асхат Шарапов хатӗрленӗ грамотасем, медальсем тата паха парнесем кетнӗ.
Пӗлтӗрхи пекех спортсменсене ушкăнсене пайласа тухнă. Пурӗ 6 группа: 1-4-мӗш класри хӗр ачасем, 5-7-мӗш тата 8-9-мӗш класри хӗрсем, 1-4-мӗш класри арçын ачасем, 5-7-мӗш класри ачасем тата 8-9-мӗш класрисем.
Ăмăртусем хыççăн çӗнтерекенсене наградасемпе Александр Свежинкин чысланă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев