Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пĕкĕлме (Бугульминский)

ТР Сывлăх сыхлав министрӗ Адель Вафин Пӗкӗлмере Диагностика центрӗ уçнă

ТР сывлăх сыхлав министрӗ Адель Вафин Пӗкӗлмере «Онкологи чирӗсене профилактикăласси» темăпа районти предприятисемпе организацисен ертӳçисем валли семинар ирттренӗ. Вăл палăртнă тăрăх, паянхи кун республикăра хăрушă шыçăллă 90 пин çын учетра тăрать. Тутарстанра пурăнакан кашни 42-мӗш çынра онкологи чирне тупаççӗ. Анчах та, Вафин сăмахӗпе, рака диагноз теме васкамалла мар. Кӗрешӗвӗн тӗп...

ТР сывлăх сыхлав министрӗ Адель Вафин Пӗкӗлмере «Онкологи чирӗсене профилактикăласси» темăпа районти предприятисемпе организацисен ертӳçисем валли семинар ирттренӗ. Вăл палăртнă тăрăх, паянхи кун республикăра хăрушă шыçăллă 90 пин çын учетра тăрать. Тутарстанра пурăнакан кашни 42-мӗш çынра онкологи чирне тупаççӗ. Анчах та, Вафин сăмахӗпе, рака диагноз теме васкамалла мар. Кӗрешӗвӗн тӗп инструменчӗсем - профилактика тӗрӗсленӗвӗсем тата диспансеризаци. Министр аса илтернӗ тăрăх, 2016 çула Тутарстанра Онкологи чирӗсемпе кӗрешмелли çулталăк тесе палăртнă.

«Пӗкӗлмесене чӗнсе калатăп! Туртма пăрахмалла (çакă ӳпке ракӗ патне илсе çитерме пултарать), эрех ӗçме чарăнмалла (пыршăлăх чирӗсем патне илсе çитерет), сиенлӗ производствора хăрушсăрлăх техникине пăхăнмалла. Сывă çын кунне 500 граммран кая мар пахча-çимӗç, улма-çырла çимелле... Онкологилле чире 1 е 2 стадире асăрханă хыççăн эпир эффективлă сиплев илсе пыраятпăр. Республикăра пурăнакан кашни çын çулталăкне пӗрре медосмотр тухмалла, тăватă çулта пӗрре тулли диспансеризаци ирртмелле», - тесе каланă Адель Вафин.
Канашлу хыççăн сывлăх сыхлав министрӗ диагностика центрӗ уçнă. Халӗ пӗкӗлмесен тӗрлӗрен кăткăс тӗрӗслевсене вырăнтах иртме май пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев