Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Пăва чăвашӗсем чăрăш уявне ирттерчӗç

Пăва районӗнче чăваш ачисем валли чăрăш уявӗсем ирттересси ырă йăлана кӗре пуçларӗ. Декабрӗн 28-мӗшӗнче те Кипеккассинчи Культура çуртӗнче тахçантанпа кӗтнӗ уяв пуçланчӗ. Ăна районти Чăваш наципе культура центрӗ йӗркелесе ирттерчӗ. Мероприятие чăваш ялӗсенчи вӗренӳ отличникӗсене, чăваш чӗлхипе тата ытти предметсемпе иртнӗ олимпиада призерӗсене чӗннӗччӗ. Чăрăш уявне чи лайăх чăваш йăлисемпе...

Пăва районӗнче чăваш ачисем валли чăрăш уявӗсем ирттересси ырă йăлана кӗре пуçларӗ. Декабрӗн 28-мӗшӗнче те Кипеккассинчи Культура çуртӗнче тахçантанпа кӗтнӗ уяв пуçланчӗ. Ăна районти Чăваш наципе культура центрӗ йӗркелесе ирттерчӗ. Мероприятие чăваш ялӗсенчи вӗренӳ отличникӗсене, чăваш чӗлхипе тата ытти предметсемпе иртнӗ олимпиада призерӗсене чӗннӗччӗ.
Чăрăш уявне чи лайăх чăваш йăлисемпе ирттерчӗç, юрă-ташăпа, чăрăш тавра карталанса тата, паллах, канфет-пӗремӗкпе. Хӗл Мучипе Юрпике уявăн чаплă хăнисем пулчӗç.
Пăва районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи Владимир Ильин саламлă сăмах каларӗ. Унтан, уйрăмах палăрнă ачасене Хисеп хучӗсем парса чысларӗ. Çӗнӗ çул уявне килнӗ мӗн пур ачана пылак парне пачӗç. Ачасем те, аслисем те Владимир Ильина тата ăна пулăшакансене уяв йӗркелесе панăшăн тав турӗç, вăл пурне те кăмăлне кайнă. Пухăннă чăвашсем пирӗн тăрăхра çапларах активлă общество ӗçӗ илсе пырăннăшăн питӗ хӗпӗртеççӗ. Хăйсем енчен ачасем те малашне тăван халăхăн йăлисемпе культура пуянлăхӗсене упрама тăрăшӗç тесе шутлас килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев