Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Поэзи уявне телей кайăкӗн палăкӗ умӗнче паллă тунă

Вырăс чӗлхин илемне тӗнче шайне çӗкленӗ поэт Александр Сергеевич Пушкин çуралнă кун, июнӗн 6-мӗшӗнче пирӗн çӗршывра поэзи кунӗсем иртеççӗ. Хусанти литературăна кăмăллакансем А.С.Пушкин палăкӗ умне пухăнчӗç çак кун. Ун умӗнче сăвăсем вуларӗç, поэзи пӗлтерӗшӗ çинчен калаçрӗç. Пăва районӗнчи Пӳркелӗнче те вырăнти ЧНКЦ-н тахçанах палăртса хунă мерпориятийӗ - сăвă кунӗ иртрӗ....

Вырăс чӗлхин илемне тӗнче шайне çӗкленӗ поэт Александр Сергеевич Пушкин çуралнă кун, июнӗн 6-мӗшӗнче пирӗн çӗршывра поэзи кунӗсем иртеççӗ. Хусанти литературăна кăмăллакансем А.С.Пушкин палăкӗ умне пухăнчӗç çак кун. Ун умӗнче сăвăсем вуларӗç, поэзи пӗлтерӗшӗ çинчен калаçрӗç. Пăва районӗнчи Пӳркелӗнче те вырăнти ЧНКЦ-н тахçанах палăртса хунă мерпориятийӗ - сăвă кунӗ иртрӗ.
Ăна йӗркелекенсенчен пӗри, вырăнти библиотека заведующийӗ Е.Хлынова пӗлетрнӗ тăрăх, уява виçӗ чӗлхепе ирттернӗ: вырăсла, чăвашла, тутарла. Сăвăçсен праçникне И.Юркин музейӗн картишӗнче уявланă. Унта Тăхăрьялăн чăваш поэчӗсем кăна мар, тутарсемпе вырăсла сăвă çыракансем те пухăннă. Çапла хисеплӗ хăнасен хушшинче А.Никаноровăна, Н.Зимина, А.Тимофеева, А.Малышева, Н.Дворова, Е.Афанасьева тата ыттисене курма пулнă. Президиумра ларакансен умӗнче А.Пушкин, Г.Тукай тата К.Иванов портречӗсене вырнаçтарни, хыçӗнче Пăва районӗнчи сăвăçсен сăнӗсем çакăнса тăни уява хăйне евӗрлӗ хавхаланулăх сӗмӗ кӗртнӗ. Каникулти ачасем телей кайăкӗн палăкӗ умӗнче сăвăсем вуланисӗр пуçне сӗрме купăс та каласа кăртартнă. Çак уявра алă вӗççӗн çырнă «Тăхăрьял» альманахăн черетлӗ номерне презентациленӗ. Унта «Ялав» хаçат страницисем çинчен кая пӗлмен паллă сăвăçсен хайлавӗсем кăна мар, таврари ялсенче пурăнакан ахаль çынсен, шкул ачисен сăввисем те кӗнӗ.
Альманаха пухса хатӗрлекен А.Малышев сăмахӗсем тăрăх, сăвă пуххи хатӗрлени çинчен сăмах тухсан унăн пачах кӗтмен çынсен алçырăвӗсемпе паллашма тӳр килнӗ. «Хăш чух вăл çын сăвă çырма пултарать тесе те шутламастăн. Çав вăхăтра вăл тарăн шухăшлă философилле произведенисем шăрçалать иккен, - тенӗ Анатолий Меркурьевич тӗлӗннине тата савăннине пытармасăр. - Тăхăрьялта сăвă çыракансем пӗтмен иккен-ха, апла пулсан Поэзи кунне уявлакансем малашне те пулӗç».

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев