Сувар

Чăвашла вӗрентмесен çыравçăсем кирлӗ пулӗç-и?

(Алена Селиванова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Иртнӗ эрнекун, мартăн 24-мӗшӗнче, Шупашкарти Наци библиотекинче Чăваш Республикинчи профессилле çыравçăсен черетлӗ пухăвӗ иртрӗ. Наци литературин пайне 200 яхăн çын пуçтарăннăччӗ. Тӳресемпе куçа-куçăн Çивӗч ыйтусем нумай пухăннăран тӗлпулăва çырав ӗçне илсе пыракан икӗ тӳрене йыхăрнă писательсем. Вăхăтлăха кăларма чарăннă «Капкăн» тата «ЛИК (литература, искусство, культура)» журналсен...

(Алена Селиванова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Иртнӗ эрнекун, мартăн 24-мӗшӗнче, Шупашкарти Наци библиотекинче Чăваш Республикинчи профессилле çыравçăсен черетлӗ пухăвӗ иртрӗ. Наци литературин пайне 200 яхăн çын пуçтарăннăччӗ.

Тӳресемпе куçа-куçăн

Çивӗч ыйтусем нумай пухăннăран тӗлпулăва çырав ӗçне илсе пыракан икӗ тӳрене йыхăрнă писательсем. Вăхăтлăха кăларма чарăннă «Капкăн» тата «ЛИК (литература, искусство, культура)» журналсен шăпине татса парас шухăшпа сăмах чи малтан Чăваш Ен информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрне Александр Иванова пачӗç.

- Хаçат-журнал кăларса тăрасси тупăшлă ӗç тесе калаймăн. «Капкăн» журнала калăпласа вулакансем патне çитерме 2016 çулта кайнă мӗнпур тăкака шута илсен эсир те тӗлӗнӗр: пӗр журнал 840 тенке кайса ларнă. Сутăнманнине, çырăнса илменнине, журналта Интернетран вырăс кулăшӗсене куçарса лартнине шута илсен малашне кирлех-ши «Капкăн» тесе ыйту лартасшăн эп сирӗн умăра, - терӗ Александр Степанович. - «ЛИК» кăларăмпа та ӗçсем пӗр евӗрлӗрех пыраççӗ. 2016 çулта унăн тиражӗ 100 экземплярччӗ. 124 страницăллă 1 журналăн хакӗ 1 пин те 628 тенке кайса ларчӗ! Çак кăтарту пӗртте йӗркеллӗ пек туйăнмасть маншăн. Вулакан пулмасан кăлармаллах-ши вӗсене?

ЧР Профессилле çыравçăсен союзне ертсе пыракан Геннадий Максимов ку журналсен ыйтăвӗсемпе министрсем патӗнче 7-8 хутчен те пулнине пӗлтерчӗ. Тӳресем эртелпе çырнă çыру-тархаслăва еплерех хурав панине вуласа пачӗ. «Сыхласа хăвармалла»,- тесе хурав панă пичет министрӗ. Анчах та ун чухнех тепӗр ыйту çуралнă çӳлте - тен, журналсене Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерстви аллине памалла? Журналсенче пичетленекен хайлавсем ытларах культурăпа таччăн çыхăннине кура йышăну тӗрӗс пулнă пулӗччӗ. Паян çыравçăсене пăшăрхантаракан чылай çивӗч ыйтăва татса пама пулăшӗччӗ.

Г.А.Максимов сăмахӗпе, Чăваш Ен пуçлăхӗсен танлаштарса шухăшласа пăхмалли пурах - Пушкăрт Республикинче 11 литература журналӗ тухать, Тутарстан Республикинче - 5. Редакцисенче 12-14-шар çын вăй хурать.

Сăмах Борис Чиндыков илчӗ. «Енчен те журнал хăйне хăй тытса тăраять пулсан вара хамăр шаннă тӳресене йăлăнмалла та мар, тулли мар яваплăхлă общество (ООО) йӗркелемелле! Чăваш культурин аталанăвӗн вунă çул валли палăртса хунă стратегине илес пулсан вара? Ăçта вара чăваш халăхӗн мăнаçлăхӗ, наци çирӗплӗхӗ? Çын шучӗпе Раççейре тăваттăмӗш вырăнта пыракан халăх валли виçӗ литература журналӗ те кăларма вăй-хал çитереймесен - намăс мар-и пире?» - терӗ «ЛИК» тӗп редакторӗ.

ЧР культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министрӗ Константин Яковлев калаçăвне пурне те Культура ӗçченӗсен кунӗ (мартăн 25-мӗшӗ) ячӗпе саламланинчен пуçларӗ.

- Ку журналсене хăй вăхăтӗнче хупни - виçесӗр йăнăш утăм. Вӗсене малашне еплерех шăпа кӗтет тенине хирӗç ман пӗр сăмах : хупма памалла мар! Редакцисенче ӗçлекенсен шутне ӳстермелле, тивӗçлӗ ӗç укçи тӳлемелле. Культура министерствинче вăй хуракан 34 çынран, шел, паян пӗрин те литература ыйтăвӗсене тимлеме вăхăчӗ çук. Пысăк тавракурăмлă, культура ыйтăвӗсене тӗшмӗртекен çынсем кирлӗ пире. Малашне 4-5 çыравçă, художник илме палăртатпăр. Çыравçăсен хушшинче çивӗч ăслисем нумай. Хальлӗхе ваканси çук. Икӗ журнал ыйтăвне те татса парăпăр. Ку кăткăслăх мар вăл, ăнлану тупманни çеç. Сăмахран, республикăра 700 ытла библиотека. Кашни пӗр номер çырăнсан та - миçе ав! Журналсене çӗнетмелле, илемлетмелле. Сирӗн, çыравçăсен, тивӗçӗр виçесӗр пысăк , хутлăхшăн, чăваш тӗнчишӗн пӗлтерӗшлӗ. Чылайăшӗ, шел, ватăлать. Çыравçă-сăвăçсем çинчен кинофильмсем ӳкермелле. Çӳçне кӗмӗл сапнă сăмах ăстисене Наци телекуравӗпе кăтартмалла. Çак кунсенче 53 вырăнлă чаплă автобус туянас ӗçсене татса паратпăр, - вӗçлерӗ сăмахне Константин Геннадиевич.

Çыравçăсен умне темиçе ыйту та тухса тăчӗ министрсен калаçăвӗ хыççăн. Чăваш Ен Пуçлăхӗ Михаил Игнатьев литература журналӗсене çӗнӗрен чӗртсе ярасси çинчен калакан Килӗшӗве алă пустăр тесен мӗн тумалла? Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерствине чăваш çыравçисене хӳтӗлекен специалистсене ӗçлеме илесси (никама та мар, маттур çыравçăсенех, çак вырăна тивӗçлисене, çирӗплетмелле). Республика шкулӗсенче чăваш чӗлхине хăйсем суйласа илнипе мар, çине тăрсах вӗрентме пуçласси. Тираж чакни çакăнтан нумай килет. Патшалăх чӗлхине вӗрентмеллех!

Иртнӗ çул çитӗнӳсемпе пуян

ЧР Профессилле çыравçăсен союзне ертсе пыракан Геннадий Максимов пӗтӗмлетӳллӗ докладне хăй вăхăтӗнче тӳрлетме май çук йăнăшсем туса хунă ӗлӗкхи инфомаци политикипе массăллă коммуникацисен министрне В.В.Андреевăна асăннинчен пуçларӗ. Союз ертӳçи сăмахӗпе, çав тӳрен çăмăлттайла йышăнăвне пулах чăваш хаçачӗ-журналне пӗрлештерсе пӗтернӗ те.

Иртнӗ çул вӗçӗнче Раççейре ача-пăча валли çыракан авторсен антологийӗ тухнă. Кăçал Мускавра проза антологине хатӗрлеççӗ. Унта чăвашсен паллă çыравçисен хайлавӗсем кӗрӗç. Чăваш Республикин Патшалăх премине илнисен хушшинче чăваш çыравçисем пур.

Кăçал ача-пăчапа кӗçӗн тата вăтам çул-ӳсӗмрисем валли кӗнекесем кăлармалли гранта виçӗ автор тивӗçнӗ - Николай Ларионов (Чӗмпӗр), Марина Карягинăпа Римма Прокопьева (Шупашкар).

Канаш районӗнче Поэзи паркӗ уçăлнă. Унта кăçал 25 йывăç лартса хăварнă. Çыравçăсем хăйсен юбилейӗсене анлă курав е хăтлав евӗр ирттерни те хăйне евӗр пулăм. Çамрăк çыравçăсен пӗрлӗхне йӗркелесси çивӗч тăрать.

Сăмах парăр!

Малалла союз çумӗнче ӗçлекен секцисен пуçлăхӗсем, чунри капланăвне ӗçтешӗсене çитерме васкакан çыравçăсем, аякран килнисем калаçрӗç. Вӗсенчен кашнинех журналсен шăпи канăçсăрлантарчӗ.

- Ӗçе çӗнӗрен чӗртсе ямалла.Чăвашлăха аталантарасси тухьяллă, тӗрӗллӗ çи-пуçлă хӗрсемпе каччăсем тухса ташласа-юрласа пани çеç мар вăл. Пултаруллисене хисеплеме вӗренмелле. Ӗçлемелле, тивӗçе туйса ӗçлемелле, - терӗ чăваш литературин тӗпчевçи Юрий Артемьев.

«Чăваш чӗлхине ача сачӗсемпе шкулсенче вӗрентмесен малашне çыравçăсем кирлӗ пулӗç-ши?» - ыйту тавра та хӗрӳ калаçрӗç сăмах ăстисем. «Чӗлхесӗр халăх çыравçисем пулса юлас марччӗ!» - тесе пăшăрханăвне пытармарӗç. Шупашкарта ӗлӗкхилле наци лицейӗнче вӗрентнӗ евӗр пултаруллă ачасене илсе килсе пӗр çӗрте вӗрентме май çукки те кулянтарать чăваш çыравçисене. Мӗнпур чăваш кăларăмӗсене «Хыпар» тавра пухса хуни те, паян илемлӗ очерксем çыракансем çукки те. «Тăван Атăла» чăваш чӗлхине манса каяс мар тесе çырăнмалла тесе çирӗплетрӗç.

«Тăван Атăл» журналăн редакторӗ Лидия Филиппова конкурс çӗнтерӳçисене тата К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш академи драма театрӗ 100 çул тултарнине халалласа ирттернӗ викторинăра мала тухнисене Тав хучӗ тата парне парса чысларӗ.

- Юратнă литература кăларăмӗн тиражӗ ӳсни савăнтарать. Пире паян регионсенче çыракансем те питӗ кирлӗ. Çак ыйтăва тимлес тӗллевпех журналăн редколлеги членӗсен шутне Евгений Турхана (Тутарстан), Николай Ларионова (Чӗмпӗр) тата Микул Ишимбая (Пушкăртстан) кӗртрӗмӗр. Журнала паян çӗршыври 43 регионта çырăнса илеççӗ. Унсăр пуçне тата Эстонипе Беларуçра, Италире вулаççӗ. Раççейре 100 ытла наципе культура автономийӗ. Кашнинех пирӗн кăларăм пытăр, - терӗ Лидия Ивановна.

Малашне Раççей Правительствин пайташӗсем çыравçă профессине каялла тавăрас ыйтупа ӗçлеме пуçланă текен хыпар чăннипех савăнтарчӗ. Пуласлăхри çак ăслă йышăну сăмах ăстисене шанăç, çăкăрлăх та пулин укçа ӗçлесе илме май парӗччӗ. Чылай ыйтăва татса пама пулăшакан çул-йӗр çине илсе тухӗччӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
  • 18 мая 2018 - 16:22
    Эх, Аксу каччине кăшт кăна ăнăçу çитеймерӗ Хусанта Тутарстанри халăхсен çамрăкӗсен хушшинче шахматпа республика турнирӗнче Аксу районӗнчи Савгачево ялӗн каччи Федор Васильев тăваттăмӗш вырăн йышăнчӗ.
    42
    0
    0
  • 18 мая 2018 - 14:13
    Уяв кăçал июлӗн 7-мӗшӗнче Нурлатра июлӗн 7-мӗшӗнче иртекен Чăваш культурин Пӗтӗм Раççей Уявӗн картине кăçал Тутарстан Президенчӗ тата чемпионат хăнисем тăраççӗ.
    112
    0
    1
  • 18 мая 2018 - 13:46
    Районсене нематода аптратать Çак чир Калининград, Самар, Саратов, Тамбов, Воронеж, Липецк, Белгород облаçӗсенче, Карачай- Черкес Республикинче анлă сарăлнă. Çавăнпа ку тăрăхсенчен илсе килекен çырла тӗмӗсене, йывăç тӗпӗсене туянма асăрханмалла.
    33
    0
    0
  • 18 мая 2018 - 11:25
    Йăхташсене пӗрлештерекен вăйă Майăн 13-19-мӗшӗсенче иртнӗ вăйăсене кăçал пурӗ 60 патшалăхран, 650 çын хутшăнчӗ. Килес V вăйă ăçта иртесси хальлӗхе паллă мар, анчах Тутарстан ăна хăйӗнчен ярас теменни куçкӗрет.
    70
    0
    1
  • 18 мая 2018 - 11:06
    Раççей сборнăйӗн çӗнтерӳçӗ пулма шанăç пур-и? Футбол пирки пӗлмен çын çук, пуçтарăнса чей ӗçнӗ хушăра сахал кам çак темăна хускатмасть пулӗ, уйрăмах арçынсем. Пурте йăлт пӗлеççӗ, вăйă техникинче тӗшмӗртеççӗ...
    24
    0
    0
  • 17 мая 2018 - 17:26
    Элкел каратисчӗсем 13 медальпе таврăнчӗç «Çӗнтерӳ Кубокӗ – 2018» республика турнирӗнче Элкел каратисчӗсем республика командин пухмачне çичӗ 1-мӗш, тăватă 2-мӗш, икӗ 3-мӗш вырăн йышăнса самай пуянлатрӗç.
    29
    0
    0
  • 17 мая 2018 - 17:05
    Пирӗн Оля «Мини-мисра»! Майăн 16-мӗшӗнче Хусанти филармонире иртнӗ XVII «Мини-мисс Татарстан – 2018» республика конкурсне пуçласа чăваш хӗрачи те хутшăнса «Туслăх» номинацин çӗнтерӳçи пулчӗ.
    16
    0
    0
  • 17 мая 2018 - 16:52
    Кам мӗнле пуль, эпӗ тепӗр форума чăтăмсăр кӗтетӗп Çитес çул «Аталан» форума тата та урăхларах туса пăхасшăн. Халӗ вăл пӗр кун иртет пулсан, малашне, тен, виçӗ кун таранччен тăсма май пулӗ.
    75
    0
    0
  • 17 мая 2018 - 16:44
    Вӗçне çити вылямалла Мӗнле-ха капла? «Чупма чарăннипе», – терӗ кӗскен пиртен инçе мар тăракан фланг арбитрӗ. Чăнах та, «ЧНКА» тимлӗхе çухатнипе хăйне гол кӗрттерчӗ. Ывăнса çитни те витӗм кӳчӗ пулӗ кунта, самантсене вӗçне çити выляса пӗтерменни те, кӳрше шанни те, çитес матчсем çинчен шутлани те...
    14
    0
    0
  • 17 мая 2018 - 16:24
    14.05 – 20.05. Йӗкӗрешсем, вăхăта ан васкатăр Ку эрнере çăлтăрсем мӗн калаççӗ?
    14
    0
    0
  • 18 мая 2018 - 13:03
    «Мунча шăрши»
  • «Аталан» форум – 2018
  • 16 мая 2018 - 11:39
    С.Безруков Пăвана килет
    Пăвари театр фестивалӗнче Сергей Безруков «Маленький принц» спектакльне кăтартать.
    58
    0
    0
  • 26 февраля 2018 - 08:41
    Салам хакӗ 600-1000 тенкӗ Мартăн 1-мӗшӗнчен саламлассинче кăшт улшăнусем пур: халӗ 600 тенкӗлӗх салама 600 паллă таранах (пробелсемпе) çырма юрать. 600-тен 1000 паллă таран салам унчченхи пекех 1000 тенкӗ. Редакци.
  • 17 мая 2018 - 10:43
    «Евровиденире» – чăвашсем «Евровидение» хутшăннă Элина Нечаевăра чăваш юнӗ чупать.
    191
    0
    0
  • 17 мая 2018 - 09:58
    Вăрçа окопран курнисем «Вăрçă тăршшӗпе нимӗçсемпе çапăçса паттăрлăх кăтартнă, Гитлера çӗмӗрсе аркатнипе мухтанакан, çав вăхăтра пӗр суран та илмен çынна ан шанăр, вăл передовойра пулман...»
    56
    0
    1
  • 17 мая 2018 - 13:13
    Хусан çийӗн хура тӗтӗм Майăн 14-мӗшӗнче Хусанти ЖБИ-3 завод территорийӗнче пулнă пушарта 32-ри арçын сиенленнӗ.
    15
    0
    0
  • 17 мая 2018 - 16:24
    14.05 – 20.05. Йӗкӗрешсем, вăхăта ан васкатăр Ку эрнере çăлтăрсем мӗн калаççӗ?
    14
    0
    0
  • 17 мая 2018 - 16:44
    Вӗçне çити вылямалла Мӗнле-ха капла? «Чупма чарăннипе», – терӗ кӗскен пиртен инçе мар тăракан фланг арбитрӗ. Чăнах та, «ЧНКА» тимлӗхе çухатнипе хăйне гол кӗрттерчӗ. Ывăнса çитни те витӗм кӳчӗ пулӗ кунта, самантсене вӗçне çити выляса пӗтерменни те, кӳрше шанни те, çитес матчсем çинчен шутлани те...
    14
    0
    0
  • 17 мая 2018 - 13:07
    «ЧНКА» кăçал «С» ушкăнра! 2018 çулхи сезона «ЧНКА» команди Хусанти футбол лигинче «С» ушкăнра пуçларӗ. Пӗрремӗш вăйă «Казань-2» командăпа апрелӗн 22-мӗшӗнче «Ракета» стадионра иртрӗ. Кăçал «ЧНКА» тытăмӗнче улшăнусем пур. Çӗнӗ вылякансем Аксу, Чистай районӗнчен хушăннă. Сунейкин нападающие курмарăмăр...
    13
    0
    0
Ночной режим