Сувар

«Ху Сан Кай ята мӗншӗн пӗрлештернӗ-ха?..»

(Марина Тумаланова). Атнер Хусанкайпа Гажидма Цыбенован юрату романӗ Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен уявӗ умӗн пуçланнă. Ун чухне иккӗшӗ те Мускаври СССР Ăслăлăх академийӗн Тухăç пӗлӗвӗн институчӗн аспиранчӗсем пулнă. «Çав çамрăк кирек хăçан та вӗренни-тӗпчени питӗ тӗлӗнтеретчӗ мана. Тӗрӗссипе, пире иксӗмӗре те ташă каçӗ илӗртмен. Унта ăнсăртран тӗл пултăмăр унпа. Ыттисемпе пӗрле...

(Марина Тумаланова). Атнер Хусанкайпа Гажидма Цыбенован юрату романӗ Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен уявӗ умӗн пуçланнă. Ун чухне иккӗшӗ те Мускаври СССР Ăслăлăх академийӗн Тухăç пӗлӗвӗн институчӗн аспиранчӗсем пулнă.

«Çав çамрăк кирек хăçан та вӗренни-тӗпчени питӗ тӗлӗнтеретчӗ мана. Тӗрӗссипе, пире иксӗмӗре те ташă каçӗ илӗртмен. Унта ăнсăртран тӗл пултăмăр унпа. Ыттисемпе пӗрле ташлама пуçланăччӗ кăна - пăхатăп, манăн юлашки 5 тенкӗ таçта çухалнă. Укçана джинс шăлаварăн пиçиххийӗ айне чикнӗччӗ. Мӗншӗн ытти чухнехи пек кӗсьере тытман-ши çав нухрата - çакна хам та ăнланаймастăп. Укçана урайӗнче шырама пикентӗм. Унта тата тепӗр икӗ алă курăнать. Атнер Хусанкай мана 5 тенке тупма пулăшрӗ. Çакăн хыççăн унăн пӳлӗмне хăпартăмăр.

Вăл сӗтел çине хура вăлча, «Ассорти» канфет, сервелат кăларса хучӗ. Ун чухне ку çимӗçсене сутнине те асăрхаман. Тӗтӗмленӗ кăлпасси çинчен илтнӗ, анчах ăна куçпа курман. Студентăн ăçтан унашкал апат пултăр? Амăшӗ КПСС XXV съездне депутат пулса килсен илсе панă-мӗн. Эпир ăна çав кунах çисе янă пулăттăмăр. Вăл нарăс уйăхӗнчен упранă. Çавăн чухне ирчченех калаçрăмăр. Унтанпа иксӗмӗр уйрăлман та», - аса илет Гажидма Дамбаевна.

Вăл, ют чӗлхе факультетӗнче пӗлӳ илнӗскер, Жамбало-Доржи Гомбоев Хамбо ламăн (Раççейри буддистсен чи пысăк пуçлăхӗ) пӗрремӗш куçаруçинче ӗçленӗ. Тӗнчипе çӳренӗ чухне шăпах бурятла тата акăлчанла пӗлекен пулăшуçă кирлӗ пулнă. Тӗслӗхрен, вӗсем Индире Индира Гандипе тӗл пулнă. Çак самант сăнӳкерчӗкре упранать. Ытти çӗршыва çул хывни те тӗн историйӗнче çырăнса юлнă.

Пӗлтӗр Хусанкайсен çемйи Бурятире, Монголире хăналаннă. Вӗсене унта яланах ăшшăн кӗтсе илеççӗ. Гажидма Дамбаевна хăй те Улан-Баторта çуралнă, ачалăхӗ унта иртнӗ.

Икӗ туй

- Эсир пулас мăшăрăрпа паллашиччен чăвашсем çинчен илтнӗ-и?

- Манăн атте Дамба Цыбенович çар журналистне вӗреннӗ. Вăрçă пуçлансан монгол чӗлхи куçаруçисен курсӗнче пӗлӗвне тарăнлатнă. Вăл тивӗçлӗ канăва тухичченех хӗсметре тăчӗ. Ун чухне Наушки поселокра пурăнаттăмăр. Пӗрре кăнтăрлахи апата килнӗ атте ытти чухнехинчен савăнăçлăраххине асăрхарăм. Вăл çар чаçне чăваш тата коми салтакӗсене илсе килни çинчен каласа кăтартать аннене. Мӗншӗн килӗшнӗ-ха çав çамрăксем ăна? Чи малтанах вӗсем мăсăльмансем пек апат тиркемеççӗ, апла-тăк салă та, сысна какайӗ те çитерме пулать. Унсăр пуçне çӗнӗ йыша йӗлтӗрпе ярăнма пӗлнишӗн ырларӗ вăл.

Андриян Николаев космоса вӗçнине атте (ун чухне «Бурятская правда» хаçатра ӗçлетчӗ) хăпартланса пӗлтерчӗ. Çавăн чухне Чăваш Республики çинчен пӗтӗм тӗнче калаçрӗ.

- Атнер Петрович мӗнпе тыткăнларӗ сире?

- Анне бухгалтерта ӗçленине шута илсе мана пӗрле вӗренекен аспирантсене стипенди пама шанчӗç. Ларатăп çапла уйрăм пӳлӗмре. Хăнăхнă йăлапа стипендие хăвăртах, пӗр сехетрех, илсе пӗтереççӗ. Списокра пӗртен-пӗр çын юлчӗ. «Бухгалтерсем хушамата тӗрӗс çырмаççӗ. Ху Сан Кай ята мӗншӗн пӗрлештернӗ-ха?» - кăмăлсăрланатăп хам. Эпӗ китай каччине кӗтетӗп-çке. Алăк уçăлать те кăтра çӳçлӗ типшӗм каччă кӗрсе тăрать. Вăл стипенди илме килнӗ иккен. Манăн çурăм тăрăх сивӗ тар чупса иртрӗ: унăн стипендине кама та пулсан тӗрӗс мар парса янă-ши? Хушаматне илтсен тин чун кӗчӗ. Вăл кăрлач уйăхӗнче тин вӗренме пуçланă иккен. Çухалса кайнăран урăх ним пирки те ыйтса тӗпчемерӗм.

Пӗрре юлташ, калмăк каччи Владимир Санчиров, манпа калаçу пуçарчӗ. «Эсӗ Хусанкай сăввисене вуланă-и?» - тет хайхискер. «Вăл сăвă та çырать-и?» - тӗлӗннине пытараймастăп. Вăл ӳпкелесе пăхрӗ ман еннелле. Атнерăн ашшӗ Петӗр Хусанкай Чăваш халăх поэчӗ, амăшӗ Вера Кузьмина СССР халăх артистки пулнине каларӗ. Ку хыпар мана анратсах ячӗ. Эпӗ вӗсене Турă вырăннех йышăнтăм. Атнер Хусанкайпа паллашнă чухне атте-анне ăçта ӗçленине, мӗнле пурăннине ыйтса тӗпчемен эпир...

Атнерпа тӗл пулни маншăн - иккӗмӗш университетра, академире вӗренсе пӗлӳ илнипе танах. Шăпах ун чухне Петӗр Хусанкайăн сăввисен кӗнеки пичетленнӗччӗ. Вăл ăна мана парнелерӗ. Кайран манăн шăпана витӗм кӳнӗ Геннадий Айхипе паллашма тӳр килчӗ.

Эпир икӗ туй - Шупашкарта, Улан-Удэре - кӗрлеттерсе пӗрлешнӗ.

Çӗнтерӳ парни

Сире Чăваш Ен мӗнле кӗтсе илчӗ? Çӗнӗ çӗрте хăвăра тӳрех хăтлă туйрăр-и?

- Малтанах эпӗ Атнерпе канашламасăрах Бурятире пурăнакан атте-аннепе çыхăннăччӗ. Çывăх çынсене мăшăр валли ӗç шырама ыйтнăччӗ. Атте ун чухнех мана çемьепе пӗрле Шупашкара куçмалли пирки каларӗ, мӗншӗн тесен Чăваш Республикинче упăшкан килӗ, апла-тăк урăхла пулма та пултараймасть.

Малтанах Шупашкарта урамра, транспортра чăвашла калаçни тыткăнланăччӗ. Эпӗ бурятла çапла ирӗклӗ хутшăннине илтмен. Хӗлле - юр çын çӳллӗш хӳсе лартни, çулла витри-витрипе панулми сутни тӗлӗнтернӗччӗ. Эпӗ пăхса ытарайми çимӗçе çуралнă тăрăха посылкăпа ярса панăччӗ.

Манăн шухăшпа, ют çӗре хăнăхасси çынран хăйӗнчен нумай килет. Эпӗ кукамайпа çитӗннӗ. Вăл килтисемшӗн пуриншӗн те анне вырăнӗнчеччӗ. Хутла пӗлмен пулин те пире культурăна, йăла-йӗркене, пурнăçа хаклама вӗрентнӗ.

Эпӗ сăнанă тăрăх, бурятсем тӗл пулсан ыталаççӗ-чуптăваççӗ, чăвашсем вара хăйсен туйăмӗсене ирӗке кăларасшăнах мар, ăшра тытаççӗ.

- Эсир Шупашкара килнӗренпех, 40 çул ытла, Вера Кузьминичнăпа пӗр хваттерте пурăнатăр. Хунямăшӗпе кинӗн хутшăнăвӗсем çинчен каласа кăтартсамăр.

- Вера Кузьминичнăпа Мускавра Атнерпе пӗр хваттерте пурăннă чухнех паллашнă. Вăл хăнана килнине пӗлсен общежитири хӗрсем пит-куçа сăрларӗç. Манăн капăртарах курăнас килнӗ ахăр. Çапах унпа тӗл пуличчен пите çуса тасатрăм. Хваттере кӗрсен çитсă сарафан тăхăннă, пуçне тутăр çыхнă хӗрарăма куртăм. Телефонпа калаçать хăй. Вăл шăпах Вера Кузьминична иккен. Мана паллă артистка урăхла тумланса çӳренӗн туйăннă. Çакăн пирки сăмах хускатсан вăл çаплипех кулать.

Вера Кузьминична кăмпа илсе килнӗччӗ. Вăл ăна хăйех санаторире каннă вăхăтра пуçтарнă. Унччен эпӗ кăмпа çимен.

...Упăшка мана Шупашкарта хăварса Мускава малалла вӗренме тухса кайрӗ. Эпир хваттерте Вера Кузьминичнăпа иксӗмӗрех юлтăмăр. Эпӗ, çӗнӗ çын, бурятсен йăлипе асли сăмах хушасса кӗтетӗп. Вăл вара темшӗн чӗнмест. Унăн хăйӗн кун йӗрки çирӗпленнӗ. Эпӗ çывăрса тăриччен вăл йӗлтӗрпе ярăнса килме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Кайран роль вӗренет. Репетицирен таврăнсан кăштах канать. Каçхине каллех театра каймалла унăн. Çапла пӗр-икӗ кун иртрӗ.

Эпӗ хамах театр пурнăçӗ пирки ыйтрăм. Çакă, тен, кӗтмен çӗртен пулчӗ уншăн?

Унпа юнашар пулсан чунра лăпкă. Вăл хушша-хуппа кӗмест, яланах пулăшать. Ăна чунран юрататпăр, хисеплетпӗр.

- Сирӗн ывăлăр аслашшӗпе, Чăваш халăх поэчӗпе, пӗр ятлă. Эсир, килтисем, ят шыранă май пурте пӗр шухăшлă пулнă-и?

- Эпӗ çуратнă чухне Атнер Мускавраччӗ. «СССР халăх артистки тӗрлӗ тытăмри пуçлăхсемпе çыхăну йӗркеленӗ ӗнтӗ», - тет ахăр хăшӗ-пӗри. Çук. Малтан та, халӗ те çаплах.

Çу уйăхӗн 9-мӗшӗнче 2 сехетре аннепе Вера Кузьминичнăпа пӗрле ача çуратмалли 2-мӗш çурта çитрӗмӗр. Мана, вăтăр икӗ çулта анне пулма хатӗрленекенскере, палатăна мар, коридора хучӗç. Вăй пӗтсе пынăран тухтăрсене чӗнетӗп - вӗсем ятлаçса иртсе каяççӗ. Каçчен аран-аран чăтрăм. Тахăш самантра вилес патне çитнине ăнланса илтӗм. Ун чухне пӗччен юлас хăрушлăхри Атнере шеллесе выртаттăм. Унччен те пулмарӗ: «Хусанкай ăçта выртать? Вăл - Вера Кузьминан кинӗ», - тесе кăшкăрни хăлхана кӗчӗ. Тӗп тухтăр Андрей Титов килнӗ иккен. Унăн мăшăрӗпе пирӗн анне пӗр театрта ӗçлетчӗç. Кинӗ ниепле те çăмăлланайманни пирки сăмах пуçарнă ӗнтӗ Вера Кузьминична ӗçтешӗпе.

Ун чухне тӗп тухтăр ытти чухнехи пек 20 сехетре мар, 18 сехетрех ӗçе çитнӗ. Кайран тин уçăмланчӗ: юн пусăмӗ виçерен иртнине пула хама çав тери япăх туйнă. Çавна пулах варти пепкен сывлăшӗ пӳлӗннӗ. Икӗ алла капельница лартрӗç...

«Йăлтах йӗркеллӗ. Эсӗ хăвăн Петӗрне çуратрăн», - ывăлăм сас парсан йăл кулчӗ Андрей Алексеевич. Малтанхи çеккунтра çак ят пуçра мӗлтлетсе иртрӗ, иккӗмӗшӗнче унпа килӗшрӗм. Эпир кам - ывăл-и е хӗр-и - çуралассине малтанах пӗлмен. Пепкен ячӗ пирки те килте калаçман. Ун чухне аякри аттепе анне мăнук çуралнăшăн алăран тытăнсах ташланă. Вăл Аслă Çӗнтерӳ кунӗнче çут тӗнчене килни икӗ фронтовикшăн - аслашшӗпе кукашшӗшӗн - пысăк парне пулчӗ.

- Эсир килтисене, хăнасене наци апат-çимӗçӗпе сăйлатăр-и?

- Анне ултă тӗпренчӗке кун çути кăтартнă, вӗсенчен виççӗшӗ чире пула ачаллах çӗрӗ кӗнӗ. Мана, хытканскере, чир-чӗр çыпăçасран питӗ упратчӗç. Апат та пӗçерттермен. Кукамайпа пурăннăран темӗн те ăша хывнă, анчах çакăнпа пурнăçра усă курма тӳр килмен.

Мускавра общежитире виçсӗмӗре - бурят, туркмен, тутар хӗрӗсене - пӗр пӳлӗме вырнаçтарчӗç. Пурте наци апат-çимӗçӗ хатӗрлеттӗмӗр. Эпӗ буузы пӗçереттӗм. Вăл манты евӗрлӗ. Фаршӗ - виçӗ тӗрлӗ какайран. Бурятсем хăнасем валли чашки-чашкипе какай пӗçерсе сӗтел çине лартаççӗ. Кайран шӳрпине кăна ăшăтса яраççӗ. Пирӗн килте анне - Вера Кузьминична - кукăль тутлă пӗçерет, упăшкан салат патне алли пырать, эпӗ буузы хатӗрлетӗп. Килти салмана юратса çиетпӗр. Малтан пӗлӗм те çупнă.

Çемье хаклăрах

- Эсир чăвашсен историйӗпе, пурнăçӗпе кăсăклансах паллашнă-и?

- Шупашкара килсен Ашмарин словарӗнче чăвашла тата бурятла пӗрешкел илтӗнекен сăмахсене шырарăм. Унашкалли, чăн та, нумай. Тӗслӗхрен, Çӗнӗ çул, сенкер, хачă...

Чăваш çыравçисемпе сăвăçисен вырăсла кӗнекисене вуларăм. Петӗр Хусанкайăн пултарулăхӗпе маларах паллашнăччӗ. Çавăн пекех Илпек Микулайӗн «Хура çăкăр» романӗ чуна хускатрӗ. Хветӗр Уяра килӗштертӗм... Культура хыпарӗсемпе паллашаттăм. Композиторсене, писательсене, поэтсене, артистсене лайăх пӗлетӗп. Юлташсем те çав йышранах.

Чăвашла калаçнине ăнланатăп. Мăшăрăн тăван чӗлхине пӗлетӗп тесен те юрать. Çапах сăмахсене хуçкаласран шикленсе калаçма аванмарланатăп.

- Вера Кузьмина вылякан спектакльсене курнă-и?

- Епле-ха унсăр? Эпӗ чи малтан курнă «Кай, кай Ивана» ӗçри Кӗтерук сăнарӗ куç умӗнчех. «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» драмăри Амăшӗ, «Укçа чул кастарать» ӗçри Альтук... Борис Чиндыков ун валли ятарласа çырнă «Хура чӗкеç» спектакльпе сцена çине тухса тӗлӗнтерчӗ вăл.

Аннепе пӗрле çаплипех театра çӳретпӗр. Тата унпа пасара кайма килӗшет. «Вера Кузьминична-и ку?» - йӗри-тавра пăшăлтатма пуçлаççӗ. «Çапла, çапла!» - тетӗп вӗсем илтмелле. «Пирӗн пата килӗр!» - пуçлаççӗ вара сутуçăсем илӗртме.

- Эсир наука çулне суйламаншăн ӳкӗнместӗр-и? Пурнăçра хăвăра тупрăр-и?

- Маншăн çемье тӗп вырăнта пулнине ăнлантăм. Çавăнпах çие юлсан аспирантурăна пăрахса килнӗшӗн пӗрре те ӳкӗнместӗп. Наука ӗçӗ мана киленӳ кӳмӗччӗ. Эпӗ хама шкулта ют чӗлхе вӗрентекенӗн вырăнӗнче кураттăм. Петӗр пуçламăш шкултан вӗренсе тухиччен эпӗ яланах унпа юнашарччӗ. Кайран библиотекăна, шкула вырнаçрăм.

Петӗр Раççейри патшалăх гуманитари университетӗнче вӗреннӗ вăхăтра унпа пӗрле Мускавра 5 çул пурăнтăм. Унта турккăсен строительство фирминче куçаруçăра ӗçлерӗм.

Пурнăçра пирӗшти пулăшнине-хӳтӗленине туятăп. Ӗмӗте çитерме тăрăшмалла - вара вăл пурнăçланатех! Мăшăрăм мана аса илӳсем тăрăх кӗнеке çырма сӗнет... (Сăнӳкерчӗксем Г.Цыбенован харпăр архивӗнчен).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
  • 24 мая 2018 - 15:39
    Айтăр Сиктӗрмене Акатуя! Программăра: ӗçре мала тухнисене чысласси, концерт, вăйăсем, лашасен ăмăртăвӗ.
    9
    0
    0
  • 24 мая 2018 - 15:28
    Шкулсенче юлашки шăнкăрав Майăн 24-мӗшӗнче çӗршыври вун пӗрмӗш классемшӗн юлашки шăнкăрав янăрарӗ, пӗр вăхăтрах савăнăçлă та тунсăхлă уяв.
    13
    0
    0
  • 24 мая 2018 - 14:19
    «Ылтăн пиçиххи» кăçал камăн? Хӗвел тухăç кӗрешӗвӗнче çитӗнӳ туса республика имиджне çӗклекенсене майăн 26-мӗшӗнче «Ылтăн пиçиххи» наци премийӗпе чыслаççӗ.
    14
    0
    0
  • 24 мая 2018 - 12:08
    «Сувар» кубокӗшӗн турнир! Чи пултаруллă та правур команда «Сувар» хаçат кубокне тивӗçет. Турнир кăçал июнӗн 1-мӗшӗнче Пăвара пулать. Кӳршӗллӗ район командисем, ан юлăр!
    17
    0
    0
  • 24 мая 2018 - 10:27
    Урăлăх çулӗ вăл – пурнăç çулӗ Йăла тăрăх, православи чиркӗвӗсенче сентябрӗн 11-мӗшӗнче урăх эрех ӗçместӗп тесе тупа тăваççӗ. Православире урăлăх пирки тупа тумалли кун тата та пур – майăн 18-мӗшӗ. Çак кун «Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн «Неупиваемая Чаша» турăшне асăнаççӗ.
    20
    0
    0
  • 24 мая 2018 - 09:56
    Путин пособине республикăра пинмӗш çемье илнӗ Çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанра пӗрремӗш ачашăн парăнакан 8,5 пин тенкӗ пособие илмешкӗн 1000 çемье заявлени панă. Юбилейлă çемьене ӗнер хаваслă лару-тăрура чысларӗç.
    24
    0
    0
  • 23 мая 2018 - 16:25
    Альших, Тинкеш, Кипекасси – Рункăра хăнара Пăва чăвашӗсем те çуллахи Микуларан вăййа пуçлаççӗ. Кăçал йăлана районта чи малтан рункăсемпе кипеккассисем пуçларӗç
    44
    0
    0
  • 23 мая 2018 - 15:30
    Тимӗрçӗ пулса курас килет-и? Çитес канмалли кунсенче Хусанта пӗрремӗш хут тимӗрçӗ фестивалӗ иртет. Кăмăл пуррисем унта тимӗрçӗ пулса пăхма пултараççӗ.
    26
    0
    0
  • 23 мая 2018 - 14:06
    Çапăçать-тӗк, çулталăка поезд çинчен манать Поездра çапăçакансене «хура» списока кӗртесшӗн. Енчен те транспорт çинче хăйсене тивӗçлӗ тыма пӗлмеççӗ-тӗк, çулталăка поезд çинчен манма тивӗ.
    19
    0
    0
  • 23 мая 2018 - 13:17
    Ял масарӗ пысăк ресторана çаврăнать Масар çинчи хĕрессем хушшинче туса лартнă вăрăм сĕтелсем хушшинче: «Ĕç-ха, ма ĕçместĕн?» – тесе хистенине илтни те, тепрер çын ỹсĕрĕлсех кайнă пулин те ăна татах черкке тултарса пани лайăх япала мар.
    530
    0
    2
  • 18 мая 2018 - 13:03
    «Мунча шăрши»
  • 26 марта 2018 - 14:12
    Пирӗннисем «Кӗмӗл сасăра»
  • «Аталан» форум – 2018
  • 26 февраля 2018 - 08:41
    Салам хакӗ 600-1000 тенкӗ Мартăн 1-мӗшӗнчен саламлассинче кăшт улшăнусем пур: халӗ 600 тенкӗлӗх салама 600 паллă таранах (пробелсемпе) çырма юрать. 600-тен 1000 паллă таран салам унчченхи пекех 1000 тенкӗ. Редакци.
Ночной режим