Сувар

О.Тимуца: «Пурнăç вăл хăçан та парне»

(Ирина Трифонова). Пурнăçра мӗн çинчен те пулин ăнсăртран илтсен малтанласа унăн анлăшӗ, пӗлтерӗшӗ пирки шутласах та каймастăн. Çав мӗн-тӗр кулленхи кунри ӗçсемпе хӗвӗшӳре пӗчӗк пăнчă кăна, ăна асăрхамастпăр та. Ыттисемшӗн вара вăл - чылай тӗнче, пурнăç. Çӗршер, пиншер çын пуçтарăннă ун тавра. Ольга Тимуцăпа тӗл пуличчен Ретта синдромӗ пирки илтмен...

(Ирина Трифонова). Пурнăçра мӗн çинчен те пулин ăнсăртран илтсен малтанласа унăн анлăшӗ, пӗлтерӗшӗ пирки шутласах та каймастăн. Çав мӗн-тӗр кулленхи кунри ӗçсемпе хӗвӗшӳре пӗчӗк пăнчă кăна, ăна асăрхамастпăр та. Ыттисемшӗн вара вăл - чылай тӗнче, пурнăç. Çӗршер, пиншер çын пуçтарăннă ун тавра. Ольга Тимуцăпа тӗл пуличчен Ретта синдромӗ пирки илтмен те, шухăшламан та. Анчах шăпа мана мӗншӗн-тӗр çавăн пек çынпа паллаштарчӗ. Ольга Вадимовнăпа пӗрремӗш хут Хусанти ача-пăча хосписӗнче тӗл пултăмăр. Унта вăл тăрăшнипе сайра тӗл пулакан чирсемпе çавра сӗтел ӗçӗ йӗркеленчӗ. Чирлӗ ачасен ашшӗ-амăшӗсемпе тӗлпулăва ТР Сывлăх сыхлав, Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствисен представителӗсем килнӗччӗ. Ольга Вадимовна çак мероприятие ирттерсе патшалăх органӗсем патне хăйсен проблемисене çитерме тӗллев лартнă. Çавра сӗтелӗн пӗтӗмлетӗвӗ - анлă резолюци пулчӗ. Ăна сайра тӗл пулакан чирсемпе ассоциацисем РФ Президент Аппаратне, РФ, ТР Сывлăх сыхлав министерствисене ярса пама йышăнчӗç. Резолюцири кашни пункт чирлӗ ачасемшӗн сывлăш пекех кирлӗ. Çавăнпа, паллах, унăн шăпи мана интереслентерчӗ. Ольга Тимуцăпа пăртакран тӗл пулма калаçса татăлтăмăр.

Кам-ха вăл Ольга Тимуца? Вăл социологи наукисен кандидачӗ, Хусанти патшалăх медицина университечӗн экономика теорийӗпе социаллă ӗç кафедрин доценчӗ, В.Г.Тимирясов ячӗллӗ Инноваци университечӗн доценчӗ, ТР Обществăлла палатин пайташӗ, «Ассоциация синдрома Ретта» коммерцилле мар автономилле организацин учредителӗ, «Окно в НАДЕЖДУ» ыркăмăллăх фончӗн учредителӗ, 2009 çултанпа фондăн Попечительсен Канашӗпе Правленийӗн пайташӗ.

Мӗншӗн-ха вăл хăй пурнăçне сайра тӗл пулакан чирсемпе аптракан ачасен пурнăçӗшӗн кӗрешессине халалланă? Хуравӗ ансат: Ольга Тимуцăн аслă хӗрӗ Ретта синдромӗпе аптăрать. Нумай ашшӗ-амăшӗ хăрушă чир диагнозне илтсен ал усать, малалла епле пурăнмаллине пӗлмест. Ольга Вадимовна вара хăй çемйишӗн кăна мар, ыттисене çак кӗрешӳре ертсе пыма та вăй çитернӗ. Тен, Турри ахальтен мар ăна чирлӗ ача панă? Кам пулӗччӗ паян ун вырăнне? Хăй калашле, ытти çӗрте çветтуй вырăн пушă пулмасть тени ку сферăра ӗçлемест. Раççейӗпе те Ретта синдромӗн ассоциацийӗ Хусанта кăна йӗркеленнӗ. Çак тата ытти йышлă ыйтусене татса парас тӗллевпе тӗл пултăмăр та Ольга Тимуцăпа.

  • Ольга Вадимовна, сирӗн аслă хӗрӗр Ретта синдромӗпе аптăрать. Диагноза мӗнлерех йышăнтăр? Ăçтан çак хуйха йышăнма вăй-хал тупрăр? Хăвăрăн харпăр историпе паллаштарсамăр пире.

  • Катя çуралсанах ытти ачасенчен нимпе те улшăнса тăмастчӗ. Чир йӗрӗ те курăнмастчӗ. Пӗрремӗш çул питӗ аван аталанса пычӗ, пӗрремӗш сăмахсене те вăхăтлă каларӗ, пуçне кăна пӗр 1-1,5 уйăх каярах тытма пуçларӗ. Ларма-утма та ыттисенчен кăшт каярах. Паллах, нумайăшӗ кун пек чухне аталану уйрăмлăхӗсемпе ăнлантарать. Сывă ачасен те кун пекки пулкалать. Пӗрремӗш проблемăсем 1,8 уйăхра курăнма тытăнчӗç. Пӗр уйăх хушшинчех Катя тӗк тăнă çӗртех калаçма пăрахрӗ, стереотиплă хусканусем тăтăшланчӗç. Чи хăрушши вара - çывăх çыннисене, пире, паллама пăрахса хутшăнма пăрахни. Çакăнтан тухтăрсем патне чупасси, анализсем пуçланчӗç. Кашни хăйӗн диагнозне лартрӗ. Вара эпир Мускаври Наукăпа тӗпчев институчӗн медицина центрне кайрăмăр. Телее, лайăх специалист тӗлне пултăмăр. Тухтăртан питӗ нумай килет. Шел, Краснопольская профессор халӗ пирӗнпе мар, темиçе çул каяллах вилсе кайрӗ. Паян кунччен ăна тав тăватăп. «Çапла, Хусантан «илсе килнӗ» виçӗ диагнозран пӗри сирӗн пур, анчах чи «çăмăлли». Ретта синдромӗпе тӗрӗс те вăхăтлă сипленсе, реабилитаци иртсе тăрсан пурăнма пулать. Регресс пуçлансан та каялла прогресс патне тавăнма пулать. Калаçма пăрахни калаçма тытăнать, утайманни - çӗнӗрен утма», - тенӗччӗ вăл лăплантарас шутпа. Кайран тин информацие вăл еплерех тӗрӗс çитернине ăнланса илтӗм. Ретта синдромӗ - сайра тӗл пулакан генетика чирӗ. Никам та вăл ăçтан пулса кайнине пӗлмест, сиплев меслечӗсем те йӗркеленсе çитмен.

  • Хăвăр каланă тăрăх, Катьăна диагноз лартичченех эсир ыркăмăллăх фондне йӗркелес ӗçе пуçăннă.

  • Тӗрӗсех, ачапа мӗн-тӗр пулса иртнине пӗлсенех малашне пире хаклă сиплев е операци кӗтме пултарасси çинчен шутлама пуçларăмăр. Çапах реквизитсем салатса укçа пуçтарасси пирки пӗрре те шутламан. Ыйткалакан пек çӳрес килмерӗ. Çавăнпа ыркăмăллăх фондне йӗркелесе яма шутларăмăр. «Окно в НАДЕЖДУ» ят патăмăр ăна. Ку ӗçре атте Вадим Викторович нумай пулăшрӗ. Ретта синдромӗнчен сиплев çуккине пӗлсен пӗтӗм вăйпа сайра тӗл пулакан чирсемпе аптракан ачасене пулăшма тытăнтăмăр. Пӗрре пулăшнинчен пуçласа ачасен пурнăç пространствине тăтăшах йӗркелесси таран. Ыркăмăллăх фончӗ ӗçлесе кайсанах пирӗн тавра хамăр пек инкеке лекнисем пуçтарăнма тытăнчӗç. Активлă ашшӗ-амăшӗсем пирӗн рете тăчӗç. Пӗрремӗш çемье Ульяновск хулинчен пулчӗ, вӗсемпе туслашса кайрăмăр. Никам та ку пурнăçра япăххине хатӗрленмест, уйрăмах ача кӗтнӗ чухне. Хăрушă диагноза илтсен нумай ашшӗ-амăшӗн шок пулать. Вӗсем йӗрсе, тарăхса хаярланма та пултараççӗ. Ку чухне вӗсене квалификациллӗ пулăшу, чир пирки тулли информаци кирлӗ. Çак тӗллевпе йӗркелерӗмӗр те фонда.

  • Ольга Вадимовна, эсир Ретта синдромӗн ассоциацийӗн учредителӗ те.

  • Тӗрӗссипе, малтанласа фонд чиккинчен тухса ӗçлеме шутламан. Анчах çак сферăна ытларах та ытларах кӗрсе пынă май пирӗн ӗç çителӗксӗр пулнине ăнлантăм. Ашшӗ-ăмăшӗсем мар, нумай тухтăр та Ретта синдромӗ çинчен илтмен. Хăш-пӗри хăйӗн практикинче унпа вуççех те тӗл пулмасть. Ретта синдромӗ çинчен вырăсла çырнă информаци те çукчӗ вăл вăхăтра. Эпир хамăр вăйпа акăлчан чӗлхинчен тӗпчев ӗçӗсене куçарма пуçларăмăр. Мӗншӗн тесен чирпе кӗрешме чи малтан ун пирки информаци кирлӗ. Тӗрӗссипе, ытти çӗршывсенчи ашшӗ-амăшӗсем те çак проблемăпа ытларах хăйсем тӗллӗн кӗрешеççӗ. 1999 çулта пӗрремӗш хут Берлинра пултăм. Унти пуçаруллă ашшӗ-амăшӗсем пӗрремӗш наукăпа практика конференцине пуçтарăннăччӗ. Ун чухне Европăри Ретта синдромӗн ассоциацийӗ йӗркеленменччӗ-ха. Çавăнта тӗрлӗ специалистсемпе, ашшӗ-амăшӗсемпе хутшăнса Хусана анлă информаципе таврăнтăм. Каярах хамăр патра ассоциаци йӗркелесен эпир вӗсен йышне кӗтӗмӗр, паян кунччен тачă çыхăну тытатпăр вӗсемпе. Ют çӗршывсенче иртекен кашни конференцие, конгресс ӗçӗсене хутшăнатпăр.

  • Тӗрӗс ăнлантăм-и, Раççейри Ретта синдромӗпе ассоциаци Хусанта тӗпленнӗ? Тутарстан каллех пилотлă регион?

  • Тӗрӗсех. Маларах каларăм ӗнтӗ, фонд ӗçӗпе кăна мала кайма çук. Пӗррехинче интернетра паллă теннисисткăн Вера Звонаревăн страницинче Ретта синдромӗ пирки хыпар лартнине куртăм. Унпа Ассоциаци йӗркелесси пирки калаçма шухăш çуралчӗ. Ун страницине уçă çыру ятăм. Вера тăкăс графикне пăхмасăрах хуравларӗ. Куншăн мӗн тумаллине, Раççейре чăнах та Ретта синдромӗпе ассоциаци çуккине ыйтса пӗлчӗ. Çапла Ассоциацие йӗркелесси пуçланчӗ. Вунă çул ытла кӗрешрӗмӗр организацие уçас тесе, чăрмавсем йышлă пулчӗç.

  • Шутлă утăма эсир 2010 çулта тунă. Тепри пулсан, тен, алă та сулӗччӗ, анчах эсир мар.

  • Çапла, 2010 çулта Ретта синдромӗпе Хусанта Çавра сӗтел иртрӗ. Унта эпир ашшӗ-амăшӗсемпе специалистсене, ведомство представителӗсене чӗнтӗмӗр. Мероприяти Петербуржская урамӗнчи «Гранд Отель Казань» хăна çуртӗнче иртрӗ. Унччен маларах кун йышши мероприятисем практикăра пулманнипе-ши ашшӗ-амăшӗсенчен 27 çын кăна пулчӗç. Вӗсем тухтăрсемпе иртекен конференцисене хутшăнма хăнăхман. Вера Звонарева та килчӗ çавра сӗтеле. 2010 çулхи Уимблдон турнирӗн финалӗ иртнӗ хыççăнах вăл Раççейре Ретта синдромӗпе информаци кампанине ирттерме шутланă. Унăн çывăх çыннисен çемйинче те çакăн пек хӗрача çитӗнет иккен. Çавăнпа вăл ытти çемьесене те тӗрев пама шутланă. Сентябрь уйăхӗнче Ассоциацие йӗркелеме вăхăт çитни пирки çирӗппӗн пӗлтертӗмӗр. Çапла 2011 çулта тин Ассоциацие йӗркелеме пултартăмăр. Пирӗн тӗллев - информаципе тивӗçтересси. Ку енӗпе тухтăрсене те пулăшатпăр.

  • Ассоциацие йӗркеленӗ хыççăн нумай та вăхăт иртмен эсир Хусанта Ретта синдромӗпе VIII Пӗтӗм тӗнчери конгреcс ирттернӗ.

  • Конгресс тăватă çулта пӗрре иртекен мероприяти, 2012 çулта вăл Америкăра, Çӗнӗ Орлеанта иртнӗччӗ. Хавхаланса таврăнтăм унтан. 2016 çулта Раççейре, Хусанта йӗркелеме çирӗп тӗллев лартрăм. Мероприяти ТР Президенчӗ Рустам Минниханов тӗрев панипе иртрӗ. Раççейпе Тутарстанăн Сывлăх сыхлав министерствисем, Обществăлла палатисем, медицина çӳллӗ технологийӗсен вӗрентӳ центрӗсем те пирӗн партнерсем пулчӗç. Ултă куна тăсăлчӗ конгресс ӗçӗ. Кашни кун семинарсемпе лекцисем, дискуссисем, куравсем иртрӗç, ашшӗ-амăшӗсем валли шкул йӗркелерӗмӗр. Ют çӗршывран килнӗ ӗçтешсемпе хăнасене Хусанти реабилитаци центрӗсене илсе çӳрерӗмӗр, хамăрăн кулленхи ӗçсемпе паллаштартăмăр. Пуринчен ытла вӗсем Ача-пăча хосписне ырларӗç.

  • Эсир тӗнчери Ретта синдромӗн нумай ассоциацийӗпе çыхăну тытатăр. Вӗсен ӗçӗ еплерех йӗркеленсе пырать, мӗнпе кунтинчен уйрăлса тăрать?

  • Америкăри ассоциаци пирки калас пулсан, вӗсен ӗçӗ самай калăпăшлăрах. Вӗсем наукăпа тӗпчев ӗçӗсене те укçа-тенкӗпе пулăшаççӗ, Ретта синдромӗнчен сипленме эмел шыраса тупассине тӗрев параççӗ. Кашни ашшӗ-амăшӗ хăй ирӗкӗпе взнос тӳлесе тăрать. Ку пире те шутлаттарма пуçларӗ: мӗн тумалла чи малтан? Çемьесене пулăшмалла е тӗпчевсем ирттерме тăкакланмалла?

  • Ольга Вадимовна, кăçал февраль уйăхӗнче эсир Хусанти хосписра сайра тӗл пулакан чирсемпе çавра сӗтел ирттертӗр. Унăн пӗтӗмлетӗвӗпе резолюци йышăнтăр. Ăна РФ Президенчӗн Аппаратне, Раççейӗн тата Тутарстанри Сывлăх сыхлав министерствисене, ытти ведомствăсене ярса паратпăр терӗр ун чухне. Хурав илтӗр-и камран та пулсан? Резолюцин шăпи мӗнле?

  • Кун пек ыйтусем тӳрех пурнăçланаканнисем мар. Анчах опыт тăрăх пӗлетӗп, Президент Аппарачӗ пек тимлӗ ӗçлекенни урăх çук. Çавăнпа резолюцие чи малтан вӗсене ярса патăмăр. Унта уйрăм çынсенчен килекен ыйтусене те çийӗнчех татса пама тăрăшаççӗ. Хальлӗхе хурав çук, кӗтетпӗр.

  • Сайра тӗл пулакан чирсемпе аптракан ачасен ашшӗ-амăшӗсем пурнăçра чылай тумхахпа тӗл пулаççӗ. Вӗсенчен чылайăшӗ вӗрентӳпе çыхăннă. Ун пек ачасене шкула илесшӗн мар, условисем çукки çине йăвантараççӗ. Ку çӗршывӗпех пысăк проблема. Мӗн шутлатăр кун пирки? Сывă ачасем валли тӗрлӗ проект пур çӗрте шăпа кӳрентернӗ ачасен мӗн тумалла?

  • Тӗлпулăва ТР Вӗрентӳ министерствин представителӗсене чӗнсе илменни пирӗн йăнăш, йӗркелӳ ӗçӗнчи çитменлӗх. Сывлăх сыхлавпа Социаллă хӳтлӗх министерствисенчен представительсем пурччӗ те, вӗсем çийӗнчех тӗрлӗ сӗнӳсемпе хирӗç тухрӗç, пулăшма шантарчӗç. Нумай пулмасть фенилкетонури синдромӗн ассоциацийӗ Вӗрентӳ министерстви патне çырупа тухнăччӗ. Вӗсем хăйсен ачисене шкула çӳретме майсем туса пама, вӗсене, аллергипе аптракансене тимленӗ пек, ятарлă апатпа тивӗçтерме ыйтса. Анчах Вӗрентӳ министерстви вӗсене сиввӗн килӗшменнине пӗлтернӗ. Сăмах май, фенилкетонуриллӗ диагнозпа пурăнма пулать, ятарлă смесьпе апатланса тăрсан, вӗсене сывă çынсенчен уйăрса илме çук. Çак лару-тăру, паллах, тарăхтарса ячӗ. Мӗншӗн пӗрисене майсем туса панă чух, теприсене айккинче хăвармалла? Вӗрентӳ теми пирӗншӗн çав тери çивӗч. Катьăна та пӗр шкула та илесшӗн пулмарӗç, эпир килте вӗрентӗмӗр. Паллах, чирлӗ ачасене условисем туса парас тесен вӗрентӳ системине чылай улшăну кӗртмелле. Ăна хăвăрт пурнăçлама çуккине те ăнланатпăр. Ыттисенчен уйрăлса тăракан ачасене тьюторсем кирлӗ.

  • Кунта эсир питӗ те çивӗч проблема çӗклетӗр, çӗршыв шайӗнче. Сăмах ятарлă специалистсене хатӗрлесси пирки пырать. Ман шутпа, ăна аслă шкулсен базинче никӗслемелле. Инвалид ача ӳссе пынă май социалă пулăшу та кирлӗ пулӗ-ха?

  • Медицина енӗпе вӗрентӳ центрӗсем çак задачăна çăмăллăнах татса пама пултараççӗ, кунта патшалăх пулăшăвӗпе тимлӗхӗ кăна кирлӗ. Хальлӗхе çак проблемăна вӗсем курмаççӗ, калакан та çук. Ашшӗ-амăшӗсем нумай чухне пӗччен кӗрешеççӗ. Çавăнпа çавра сӗтелсемпе конференцисем ирттеретпӗр те ӗнтӗ. Тӗрӗсех, ача ӳснӗçем социаллă пулăшу пире кирлӗ. Эпир те çынсемех, ывăнатпăр. Манăн Катя халӗ 22-ре. Ун йывăрăшӗ 24 килограмм кăна пулсан та пӗччен эпӗ ăна çăвăнтараймастăп. Социаллă ӗçчене чӗнсе илетӗп. Паллах, ăна хам шутран тӳлетӗп. Юрӗ, эпӗ хал çитереетӗп. Нумайăшӗ ӗç пăрахсах ачине пăхать. Вӗсен мӗн тумалла? Инвалид пенсийӗпе пурăнма çук. Вара психологилле проблемăсем пуçланаççӗ. Ашшӗ-амăшӗсем ывăнаççӗ, тарăхаççӗ, унтан тарăхнăшăн хăйсене çиме тытăнаççӗ. Ватăсене пăхма патшалăх социаллă ӗçченсемпе тивӗçтерет-çке. Вăт, пире те çавăн пек пулăшу парсан аван пулӗччӗ. Хусанта паян пире Анжела Вавилова ячӗллӗ фонд председателӗ Владимир Вавилов пулăшса пырать. Тав ăна. Ачасене хосписа вăхăтлăх вырнаçтарма пулать, кăштах сывлăш çавăрса яма. Анчах нумай йышăнаять-и вăл? Çук. Унта ачасем валли пурӗ те 17 вырăн кăна.

  • Ольга Вадимовна, нумайăшӗ чирлӗ ача çуралнă хыççăн урăх çуратма шутламасть. Хăраççӗ. Эсир вара тепӗр ача та çуратнă, унсăр пуçне хăвăршăн çеç мар, ыттисемшӗн те тăрăшатăр, ӗçре те ăнăçлă, лайăх карьера тунă. Ăçтан вăй-хал тупатăр, йăлт ӗлкӗретӗр?

  • Катя чирлине пӗлсен çухалса кайнине астумастăп, эпӗ тӳрех мӗн-тӗр тума пуçларăм. Пурнăç вăл - парне, унран пытанмалла мар. Çавăнпа май килнӗ таран хӗрарăмсене ӗçре тытăнса юлма сӗнетӗп. Этеме социаллă хутшăнусем кирлех, унсăрăн пӗтме пулать. Вăйлă пулсан, ачуна та, хăвна та пулăшаятăн. Иккӗмӗш ача çуратмалла марри пуçа та килмен. Манăн ывăл çитӗнет. Телее, вăл сывă çуралчӗ.

  • Аппăшӗпе шăллӗн хутшăнăвӗсем мӗнле йӗркеленчӗç?

  • Катя малтанласа кӗвӗçетчӗ, ача кравачӗ патне пырса пăхатчӗ те пăрăнса каятчӗ. Халӗ унсăрăн тăрасшăн та мар, питӗ юратать, шкултан килессе кӗтсе çеç тăрать... Каçарăр, куççульсем хăйсемпе хăйсем тухаççӗ (Ольга вӗсене хăвăрт шăлса типӗтрӗ). Ывăлăм пăртак ăнланма пуçласан шеллесе час-час йӗме пуçларӗ. Тата хăй те чирлесе каясран хăрама тытăнчӗ. Пӗчӗкскере чир пирки мăн çынпа калаçнă пек ăнлантартăм. Ретта синдромне сахал тӗпченӗ, вăл мӗн сăлтавпа пуçланса кайнине никам та татса калаймасть. Çапах та пӗр ача çак диагнозпа çуралсан тепри те çаплах пулӗ тесе калама çук.

  • Çавра сӗтел патне таврăнсан, эсир вăл вӗçленсенех хăш-пӗр ыйтăва тимлӗхе илчӗç тесе каларăр. Çавах та усси пулӗ-и çак тӗлпулуран?

  • Ашшӗ-амăшӗсен конкретлă ыйтăвӗсене ведомствăсен представителӗсем ӗçе илчӗç теме пулать. ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствин инвалидсен реабилитацийӗпе уйрăмӗн пуçлăхӗ мукополисахаридозпа аптракан ачасене реабилитацие час-час иртме майсем туса пама шантарчӗ. Çулталăкне пӗр хутчен иртни çителӗксӗр, тата черет кӗтсе хăшкăлатăн. Ача-пăчасен прависен уполномоченнăйӗн представителӗ шкул столовăйӗсенче ятарлă категорие кӗрекен ачасен апатлантарăвне йӗркеленин опычӗпе паллаштарса фенилкетонуриллӗ ачасем пирки шутласа пăхма сăмах пачӗ. Çавра сӗтелсен практики пирӗн пысăк. Пациентсемпе специалистсем хире хирӗç ларса диалог пуçарни кирлӗ.

  • Çак тӗнчене пурте çӳлтен панă миссие пурнăçлама килет текен шухăш пур. Вăт шутлатăп та, тен, Турри сире, вăй-халăра кура, çак инкекпе кӗрешме суйласа илнӗ? Сăмахран, Катя сывă çуралнă пулсан, эсир паянхи пурнăçа пӗлместӗрччӗ, сирӗн урăх ӗç, урăх хутшăнусем пулатчӗç. Паянхи лару-тăрăва пӗлсе тăрса, эсир унран пăрăннă пулăттăр-и? Каçарăр, енчен те ыйту кӳрентерчӗ пулсан...

  • Пурнăç вăл пӗр тикӗс мар, темле те шутлатăн хăш чухне. Катя нушаланнине куратăн та, çакна ӗмӗрне те курмăттăм, пӗлмӗттӗм тетӗн, тăшмана та çавна сунмастăн. Анчах хам тавра мӗн чухлӗ çемье çак инкекпе кӗрешнине, вӗсене манăн пулăшу, тӗрев пани кирлине аса илетӗн те хăвна хытаратăн. Мӗнле пулсан та, пурнăç вăл ялан парне, уншăн кӗрешмелле. «Кам эпӗ пулмасан?» - тетӗп те малалла утатăп. Тата студентсемпе ӗçлени те мана хавхалантарать. Вӗсем çунат хушаççӗ, япăххине мантараççӗ. Тăван ачамсем, Катьăпа Лев та савăнтараççӗ. Катя тесен, унпа çыхăннă 90 процент ӗç куççульпе йӗпенет пулсан, тепӗр 10 проценчӗ унăн йăл куллипе тулнă. Çавăншăн эпӗ тем те пама хатӗр, маншăн вăл 900 процентран та хаклăрах.

  • Тавтапуç, Ольга Вадимовна, калаçушăн, ырлăх-сывлăх, чăтăмлăх сире.

  • Хăвăра тав.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
  • 24 мая 2018 - 15:39
    Айтăр Сиктӗрмене Акатуя! Программăра: ӗçре мала тухнисене чысласси, концерт, вăйăсем, лашасен ăмăртăвӗ.
    9
    0
    0
  • 24 мая 2018 - 15:28
    Шкулсенче юлашки шăнкăрав Майăн 24-мӗшӗнче çӗршыври вун пӗрмӗш классемшӗн юлашки шăнкăрав янăрарӗ, пӗр вăхăтрах савăнăçлă та тунсăхлă уяв.
    13
    0
    0
  • 24 мая 2018 - 14:19
    «Ылтăн пиçиххи» кăçал камăн? Хӗвел тухăç кӗрешӗвӗнче çитӗнӳ туса республика имиджне çӗклекенсене майăн 26-мӗшӗнче «Ылтăн пиçиххи» наци премийӗпе чыслаççӗ.
    14
    0
    0
  • 24 мая 2018 - 12:08
    «Сувар» кубокӗшӗн турнир! Чи пултаруллă та правур команда «Сувар» хаçат кубокне тивӗçет. Турнир кăçал июнӗн 1-мӗшӗнче Пăвара пулать. Кӳршӗллӗ район командисем, ан юлăр!
    17
    0
    0
  • 24 мая 2018 - 10:27
    Урăлăх çулӗ вăл – пурнăç çулӗ Йăла тăрăх, православи чиркӗвӗсенче сентябрӗн 11-мӗшӗнче урăх эрех ӗçместӗп тесе тупа тăваççӗ. Православире урăлăх пирки тупа тумалли кун тата та пур – майăн 18-мӗшӗ. Çак кун «Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн «Неупиваемая Чаша» турăшне асăнаççӗ.
    20
    0
    0
  • 24 мая 2018 - 09:56
    Путин пособине республикăра пинмӗш çемье илнӗ Çулталăк пуçланнăранпа Тутарстанра пӗрремӗш ачашăн парăнакан 8,5 пин тенкӗ пособие илмешкӗн 1000 çемье заявлени панă. Юбилейлă çемьене ӗнер хаваслă лару-тăрура чысларӗç.
    24
    0
    0
  • 23 мая 2018 - 16:25
    Альших, Тинкеш, Кипекасси – Рункăра хăнара Пăва чăвашӗсем те çуллахи Микуларан вăййа пуçлаççӗ. Кăçал йăлана районта чи малтан рункăсемпе кипеккассисем пуçларӗç
    44
    0
    0
  • 23 мая 2018 - 15:30
    Тимӗрçӗ пулса курас килет-и? Çитес канмалли кунсенче Хусанта пӗрремӗш хут тимӗрçӗ фестивалӗ иртет. Кăмăл пуррисем унта тимӗрçӗ пулса пăхма пултараççӗ.
    26
    0
    0
  • 23 мая 2018 - 14:06
    Çапăçать-тӗк, çулталăка поезд çинчен манать Поездра çапăçакансене «хура» списока кӗртесшӗн. Енчен те транспорт çинче хăйсене тивӗçлӗ тыма пӗлмеççӗ-тӗк, çулталăка поезд çинчен манма тивӗ.
    19
    0
    0
  • 23 мая 2018 - 13:17
    Ял масарӗ пысăк ресторана çаврăнать Масар çинчи хĕрессем хушшинче туса лартнă вăрăм сĕтелсем хушшинче: «Ĕç-ха, ма ĕçместĕн?» – тесе хистенине илтни те, тепрер çын ỹсĕрĕлсех кайнă пулин те ăна татах черкке тултарса пани лайăх япала мар.
    530
    0
    2
  • 18 мая 2018 - 13:03
    «Мунча шăрши»
  • 26 марта 2018 - 14:12
    Пирӗннисем «Кӗмӗл сасăра»
  • «Аталан» форум – 2018
  • 26 февраля 2018 - 08:41
    Салам хакӗ 600-1000 тенкӗ Мартăн 1-мӗшӗнчен саламлассинче кăшт улшăнусем пур: халӗ 600 тенкӗлӗх салама 600 паллă таранах (пробелсемпе) çырма юрать. 600-тен 1000 паллă таран салам унчченхи пекех 1000 тенкӗ. Редакци.
Ночной режим