Сувар

П.Корняков: «Вӗренме кая юлман-ха»

(Вера Александрова).Аслă çулти çынсенчен нумайăшӗ пенси çулне çитсе пынă май хăвăртрах тивӗçлӗ канăва тухма ӗмӗтленет пулсан, теприсем ку вăхăтра аслă шкула кăна вӗренме кӗреççӗ-ха. Шанмастăр-и? Эппин паллашар-ха ун пек çынпа: Петр Корняков, ак ӗнтӗ хӗрӗх çул ытла Шупашкарта пурăнать вăл. Çуралма вара Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Шăхаль ялӗнче çуралса ӳснӗ. Хамăр...

(Вера Александрова).Аслă çулти çынсенчен нумайăшӗ пенси çулне çитсе пынă май хăвăртрах тивӗçлӗ канăва тухма ӗмӗтленет пулсан, теприсем ку вăхăтра аслă шкула кăна вӗренме кӗреççӗ-ха. Шанмастăр-и? Эппин паллашар-ха ун пек çынпа: Петр Корняков, ак ӗнтӗ хӗрӗх çул ытла Шупашкарта пурăнать вăл. Çуралма вара Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Шăхаль ялӗнче çуралса ӳснӗ. Хамăр çын, Тутарстан чăвашӗсем тӗлӗнтерме пăрахмаççӗ. Петр Васильевич çитес уйăхра 59 çул тултарать. Вăл - И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн истори факультечӗн студенчӗ. Халӗ 3-мӗш курсра вӗренет ентешӗмӗр. Мӗн хистенӗ-ха 56 çулти Çӗнӗ Шăхаль чăвашне виçӗ çул каялла студентсен ретне тăма?

- Историпе эпӗ тахçанах интересленетӗп-ха. Архивсенче ларса хамăр йăхăн несӗл йывăççине тума пултартăм, вунă сыпăк таранах тупса палăртма мехел çитертӗм. Çав вăхăтрах хам çуралса ӳснӗ тăрăхăн историйӗпе те кăсăкланма тытăнтăм. Ытларах та ытларах пӗлес килчӗ. Каласа хăварас пулать, юлашки çулсенче ывăлăмăр Олег пулăшнипе тӗнчен тӗрлӗ кӗтесне çитсе куртăмăр. Черетлӗ çулçӳреве Стамбула кайсан Çветтуй София соборӗнче пулса курма май пулчӗ. Унта Владимир кнеçе 988 çулта шыва кӗртнӗ-мӗн. Шăпах çакăнта эп хам историе питӗ япăх пӗлнине ăнланса илтӗм. Хамăн шухăшсене сасăпах каларăм. Ывăл çакна илтрӗ те: «Атте, мӗн чăрмантарать вара сана вӗренме? Тыт та вӗренме кӗр», - терӗ. Ун сăмахӗсене илтсен хавхаланса кайрăм, эп нумай шухăшласа тăракан çын мар, çулçӳреврен таврăнсан тытрăм та документсене йышăну комиссине кайса патăм, - каласа парать Петр Васильевич.

Экзаменсем пуçланиччен пӗр уйăх юлнă пулнă. Паллах, студент пулма çирӗп тӗллев лартнă ентешӗмӗр пăшăрханман мар ӗнтӗ: ара, тем тесен те шкул пӗтернӗренпе 40 çул иртнӗ-çке, шкулта вӗренни нумайăшӗ манăçнă та. Çапах та библиотекăра кунсерен сехечӗ-сехечӗпе ларни, интернетра историпе çыхăннă статьясем вулани, тестсем иртни харама кайман: П.Корняков вырăс чӗлхипе, историпе тата обществознанипе экзаменсене ăнăçлă тытса 160 балл пухса истори факультечӗн куçăн мар уйрăмӗн студенчӗ пулса тăнă. Ак ӗнтӗ, студентсем калашле, вӗренӗвӗн «экваторӗ» те хыçра, урăхла каласан вӗренӗвӗн çур пайӗ урлă иртнӗ.

Университета вӗренме кӗнӗренпе Петр Корняковăн хăйӗн çак утăмӗ пирки тем те илтме тивнӗ иккен. Пӗрисем çав çула çитсен мӗн тума вӗренмелле тесе питленӗ, теприсем пачах тепӗр майлă, ырланă, хавхалантарнă.

- Мăшăрăм та малтан ман утăм çине шанмасăртарах пăхрӗ, анчах та хирӗçлемерӗ. Студентсен ретне тăма хавхалантараканни ывăл пулчӗ, халӗ те ун тӗревне кашни самантрах туйса тăратăп. Пӗрле вӗренекенсемпе преподавательсем малтанхи вăхăтра ман çине нумай тимлӗх уйăратчӗç. Ара, тем тесен те аслă шкула вӗренме кӗрекенсен хушшинче ман çулти çынсем сайра-çке. Кайран пурте хăнăхса çитрӗç, - аса илет виçӗ çул каяллахине ентешӗмӗр. - Вӗренӳ мана çамрăклатса ячӗ темелле: эпӗ ытларах çулçӳревсене кайма пуçларăм, нумай вулатăп, компьютера та çамрăксенчен кая мар алла илтӗм халь, рефератсемпе тӗрӗслев, курс ӗçӗсене те хăвăрт çырма вӗренсе çитрӗм. Вӗсенчен юлас килмест. «Пӗлместӗп, пултараймастăп» тесе лараймастăн-çке, преподавательсем эп ыттисенчен самай аслине кура çăмăллăх памаççӗ мана, «вӗренме кӗнӗ-тӗк, ыттисем пекех тăрăш, вӗрен» теççӗ.

Петр Васильевич ялти шкула пӗтерсен Çӗнӗ Шупашкарти 15-мӗш номерлӗ профессиллӗ училищӗре вӗренсе вентиляци системисен монтажникӗн специальноçне алла илнӗ. Ӗмӗр тăршшӗпех хăйӗн специальноçӗпе тăрăшнă вăл. Мăшăрӗпе Альбина Аркадьевнăпа пӗрле ывăл çуратса ӳстернӗ. Халӗ Олег хăй те тахçанах çемьеллӗ ӗнтӗ, виçӗ хӗрпӗрчи ашшӗ. Аслашшӗпе асламăшӗ мăнукӗсене пăхма нумай пулăшаççӗ çамрăк çемьене.

«Ӳркенмесен, тăрăшсан тем те тума пулать», - текен каларăш Петр Васильевичăн девизӗ теме те пулать. Вăл питӗ пултаруллă çын. Çуллансан вӗренме кӗнипе кăна та мар. Кулленхи пурнăçра та питӗ хастар. П.Корняков пурнăçăн кашни самантне усăллă ирттерме тăрăшать. Теприсем пек эрех-сăра ӗçсе çӳремест, йӳççин шăршине те чăтма пултараймасть вăл. Сывă пурнăç йӗрки тытса пырать. Пушă вăхăтра йогăпа, медитаципе аппаланать, бассейна çӳрет, сăвăсем те çырать. Çăва тухсан вара велосипед çинчен анмасть. Хăй каланă тăрăх, велосипедпа çӳренин километрӗ хăш-пӗр уйăхсенче 1 пине те çитет-мӗн. Пӗрре Шупашкартан тăван ялне - Çӗнӗ Шăхале - велосипедпа кайса килме те ӳркенмен П.Корняков. Çулӗ вара çывăх теме çук. Пӗр енне сахалтан 170 километр. 12 сехет хушши педаль çавăрттарма тӳр килнӗ, çапах та тӗрӗс-тӗкелех çитнӗ тăван тăрăха. Петр Васильевич пуçланă ӗçе çурма çулта пăрахма хăнăхман, умне тӗллев лартать-тӗк - пурнăçлатех.

Хальхи вăхăтра ентешӗмӗр Чăваш Енри чи аслă студент шутланать. 2016 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче «Пӗрремӗш каналпа» «Доброе утро» программăра Раççейри чи аслă студентсем пирки сюжет кăтартнă пулнă. Петр Васильевич пирки те каласа панă унта, вăл вӗсен хушшинче çул ӳсӗмӗпе тăваттăмӗш пулнă-мӗн.

Хальхи вăхăтра П.Корняков йăхри çынсем пирки тарăн тӗпчевсем туса ирттерет, Хусанти, Ульяновскри архивсенче час-час пулать. Хăйӗн несӗлӗсене тупнипе кăна мар, çынсене те пулăшать ку тӗлӗшпе.

- Чи кирли, хăв миçе çулта пирки шутламалла мар. Яланах хăюллă утăмсемпе малалла утмалла. Ваттисем калашле, ӗмӗр пурăн, ӗмӗр вӗрен. Ман шутпа, вӗренме миçе çула çитсен те кая юлман-ха, - тет И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗ.

(П.Корняков архивӗнчи сăнӳкерчӗк).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: