Сувар

В.БУШУЕВА: «Нуша мӗнне пӗлекенсем ытларах пулăшаççӗ»

(Ирина Трифонова). Этемлӗх йывăр саманара пурăнать, тӗнчере хаярлăх хуçаланать теме пăхатпăр эпир час-часах. Çапах та тӗнче ырри çинче тытăнса тăрать, урăхла пулнă-тăк, вăл тахçанах арканнă пулӗччӗ. Çакна нумай тӗслӗхпе çирӗплетме пулать. Чылайăшӗ çынна пулăшнине харпăр тивӗç пек йышăнать, ырă ӗçе темле пысăк паттăрлăх тесе те шутламасть. Тупсăмӗ ансат - вӗсем...

(Ирина Трифонова). Этемлӗх йывăр саманара пурăнать, тӗнчере хаярлăх хуçаланать теме пăхатпăр эпир час-часах. Çапах та тӗнче ырри çинче тытăнса тăрать, урăхла пулнă-тăк, вăл тахçанах арканнă пулӗччӗ. Çакна нумай тӗслӗхпе çирӗплетме пулать. Чылайăшӗ çынна пулăшнине харпăр тивӗç пек йышăнать, ырă ӗçе темле пысăк паттăрлăх тесе те шутламасть. Тупсăмӗ ансат - вӗсем урăхла пултараймаççӗ. Валентина Бушуева шăпах çавăн пеккисенчен пӗри. Вăл Ульяновск хулинче çуралса ӳснӗ, ашшӗ-амăшӗ Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминчен. Ульяновск хулинче Медицина институтне пӗтернӗ. Качча кайнă хыççăн мăшăрӗпе Хусана куçса килнӗ. Халӗ вăл виçӗ ача амăшӗ. Малтан Любовь çуралнă мăшăрăн, унтан - Вера, виççӗмӗшӗ - Надежда, çапла, шăпах паллă каларăшри пек, анчах кутăнла май. Валентина хăй вара вӗсен амăшӗ Софийăран пӗрре те кая мар - ӗçӗпе, çынлăхӗпе. Вăл волонтер пулса ӗçленине соцсетьре ăнсăртран асăрхасан пӗлтӗмӗр. Паллах, тӳрех курса калаçма шутларăмăр.

  • Волонтер ӗçне хутшăнни нумай мар-ха. Эпӗ «Арма щит» коммерцилле мар автономилле организаци ретӗнче тăратăп. Пулăшу центрӗ тӗпрен илсен, виçӗ юхăмпа ӗçлет. Пӗрремӗшӗ - медиаграммăпа интернет хăрушсăрлăхӗ, иккӗмӗшӗ - социаллă пулăшу, виççӗмӗшӗ - психологилле пулăшу. Пирӗн тӗллев Хусан хулипе пӗтӗм республика территорийӗнче халăха тăтăшах тӗрлӗрен социаллă пулăшупа тивӗçтересси.

  • Хăш категорие кӗрекен çынсене ытларах тимлӗх уйăратăр?

  • Паллах, инвалидсене, йывăр социаллă лару-тăрăва кӗрсе ӳкнӗ çемьесене, кăткăс лару-тăрăва çакланнă çул çитменнисене. Хамăр ӗçе республика тулашне кăларас енӗпе те нумай ӗçлетпӗр, хальхи вăхăтра Ульяновск облаçӗпе Чăваш Енре волонтерсем шыратпăр, Пермьра активлă çынсене тупрăмăр. Хам эпӗ, волонтер-координатор пулса ӗçленӗ май, кил-тӗрӗшпе çыхăннă социаллă услугăсемпе тивӗçтеретӗп. Кунта ӗнтӗ апат-çимӗç туянса кирлӗ çӗре çитересси, хваттере, е çурт таврашне тирпейлесси, коммуналлă услугăсемшӗн тӳлесси, юсав тăвасси, инвалид ачасемпе уçăлса çӳресси кӗрет. Социаллă медицина услугисене те илсе пыратăп. Тӗрлӗ специалистсем патне çырăнма, консультаци иртме пулăшатăп. Специализаципе тухтăр-эндоскопист пулнă май, çак енӗпе те ӗçлетӗп.

  • Социаллă сетьсенче асăрханă тăрăх, сирӗн организаци ачасемпе нумай ӗçлет?

  • Тӗрӗсех, социаллă педагогика услугисемпе те тивӗçтеретпӗр. Тӗрлӗрен мастер-классем ирттеретпӗр, культура мероприятийӗсене хутшăнатпăр, çӳретпӗр. Хальхи вăхăтра пулăшу центрӗ хӳттинче темиçе çемье шутланса тăрать. Çавсен шутне Хусанта, Ешӗлвар, Спас, Çӳлтӳ районӗсенче пурăнакан çемьесем кӗреççӗ, темиçе çемье Ульяновск облаçӗнче пур.

  • Валентина, ăнланнă тăрăх, организацире эсӗ пӗр пуссăр ӗçлетӗн, урăхла каласан, ӗç укçисӗр. Сан пек çынсенчен чăннипех тӗлӗнетӗп, çакăн пек чуна парса ӗçлекенсем, шел пулин те, пирӗн хушăра нумай мар.

  • Тӗрӗс калатăр, тӳлевсӗр. Хамăр тавра активлисене пуçтарма тăрăшатпăр вара, социаллă сетьсенче шыратпăр, ытларах пирӗн хушăра çамрăксем. Нумай пулмасть организацире «Кӗмӗл волонтер» юхăм йӗркеленсе кайрӗ. Унта ӗнтӗ 50 çулран каçнисем кӗреççӗ, çамрăксенчен активлăхӗпе пӗрре те юлмаççӗ. Пире инвалид ачасене пăхас енӗпе, вӗсене хула хӗррине уçăлма илсе тухассипе нумай пулăшаççӗ. Хăвăрах пӗлетӗр, укçасăр пӗр ӗç те тума çук. Çавăнпа та çав социаллă сетьсенчех гуманитари пулăшăвӗсӗр пуçне финанс енӗпе тӗрев пама пултаракансене те шыратпăр. Пӗтӗмлетсе каласан, пур ӗçе те халăх шутӗнчен туса пыратпăр. Ӗçе çӳллӗрех шая кăларас тӗллевпе «Единая Россия» партипе хутшăнусем килӗшӳ шайӗнче тăраççӗ, «БлагоДарение» фондпа та çыхăнса ӗçлеме хатӗрленетпӗр. Унăн ертӳçи Рузиля Шаймарданова пирӗнпе ӗçлеме хирӗç мар пек калаçрӗ. Социаллă патриотизм фончӗпе те контракт çирӗплетме хатӗрленетпӗр.

  • Мӗн параççӗ сире çак килӗшӳсем?

  • Ку пире хамăрăн хăш-пӗр уйрăм идейăсемпе проектсене пурнăçлама пулăшӗ.

  • Халӗ пурте тенӗ пек май килнӗ таран ытларах, нумай чух кирлинчен нумайрах та, ӗçлесе илме тăрăшнă вăхăтра, мӗнпе илӗртрӗ сана волонтер ӗçӗ? Мӗн тытса тăрать унта çынсене?

  • Пӗлетӗр-и, ман шутпа, этем çак туйăмпа çуралмалла, пулăшас туйăмпа. Çакна эп ачаран курса ӳснӗ, пирӗн çемьере аттен амăшӗ, асанне ӗнтӗ, ялан ырă туни ырăпах таврăнӗ, тесе калатчӗ. Çын ырă пулсан, ун патне те çавăн пек çынсемех туртăнаççӗ, йӗри-тавра пуçтарăнаççӗ. Хам ӗçрен лайăххине кăна илетӗп. Ачасемшӗн те амăшӗ киле телейлӗ таврăннинчен лайăхраххи тата мӗн пур-ши? Киле ыттисенчен таврăннă савăнăçа, йăл кулла, ырăлăх, ăшă туйăм илсе килетӗп. Маншăн ку чи вăйлă мотиваци.

  • Хальхи вăхăтра эсӗ виççӗмӗш ачупа декретра ларатăн. Нумай хӗрарăм çак лару-тăрура ним тума ӗлкӗрейменнипе, хăйне пăхма вăхăт çитменнипе тарăхать. Сан çине пăхатăп та, эсӗ питӗ те илемлӗ хӗрарăм, тирпейлӗ пуçтарăннă. Мӗнле ӗлкӗретӗн?

  • Чи малтан, упăшкана Дмитрие тав тăвас килет. Вăл мана нихăçан та, ним тума та чарман. Эпӗ епле те пулин проекта пуçӗпех кӗрсе кайнине, вăл мана килӗшнине курсан - хирӗçлемест. Эпир унпа пӗр енне утатпăр. Аслă хӗрӗм 12-ре ӗнтӗ. Вăл манăн пӗрремӗш пулăшакан, тӗп няня çемьере (кулать). Çапах манăн тӗп тӗрев - Дима. Вăл пулăшнипе хӗрарăм пек пур енлӗн аталанма пултаратăп. Маларах каларăм ӗнтӗ, волонтер ӗçӗ чуна тивӗçтерни çинчен. Уйрăмах Хусан тулашӗнче çакна туятăн. Нумай çемье питӗ те йывăр лару-тăрура пурăнать. Вӗсем ыйтусемпе вырăнти администрацие те кайӗччӗç, анчах опека органӗсем килсе çитесрен хăраççӗ. Вӗсем вӗт çывăрмаççӗ, теççӗ. Ачисене туртса илесрен хăраççӗ. Хăш-пӗр çемьере 6-7 ача таранах. Çак таранччен вӗсем йӗркеллех пурăннă темелле, инкек пӗлтерсе килмест çав вăл. Хăшӗсен тăрантараканӗ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă, теприсен ашшӗ пăрахса кайнă. Çакăн пек чухне вӗсене: «Мӗн тума çакăн чухлӗ ача çуратса тултармалла пулнă», - тесе калакансем те тупăнаççӗ. Çуратнă вӗт тахçанах, инкек вара халӗ çитнӗ. Нумай пулмасть Ешӗлварта пурăнакан пӗр çемьене хамăрăн хӳтте илтӗмӗр. Упăшки уйрăлса кайнă хыççăн хӗрарăм 4 ачапа юлнă, кӗçӗнни инвалид. Арçын тăватă çăвара тăрантарса нушаланас темен, пурнăç тӗрӗслевне иртеймен. Ачасен амăшӗ вара пире харпăр дисциплинăпа тӗлӗнтерчӗ, темле пулсан та пурнăçшăн кӗрешмеллине хăй тӗслӗхӗпе кăтартрӗ. Кӗçӗн ачи валли хаклă эмелсем туянма укçа нумай кирлӗ. Тавах пулăшакан хăвăрт тупăнчӗ, пӗрле вӗреннӗ пӗр хӗрарăм вӗсене пысăк укçа суммине куçарчӗ. «Юля, кун чухлех пама кирлӗ мар, майпен пуçтарса паратпăр», - тени çине вăл: «Пӗлетӗр-и, манăн инвалид ача çуралсан мана тăвансемпе юлташсем, пӗлӗшсем мар, пӗр пӗлмен çынсем пулăшрӗç, вӗсене хам пурнăçра маларах курман та. Ырă туни таврăнать», - терӗ вăл.

  • Кама та пулин пулăшма укçа пуçтарни, ыйтни çине çынсем мӗнлерех пăхаççӗ? Нумай пулмасть акă эсир пӗрисен коммуналлă тӳлевӗсене татмашкăн укçа пуçтарнă. Мӗн терӗç кун пирки?

  • Питӗ йывăр ыйту. Волонтер ӗçне пуçăннă хыççăнах тӗрлӗрен каланине илтеттӗм: лайăххине те, начаррине те. «Пăттине хăйсем пӗçернӗ-тӗк, проблемисене те хăйсемех татса паччăр», - текенсем таранах. Ку тӗрӗс мар, паллах. Çын пулăшу ыйтать-тӗк, вăл ăна чăнах та кирлӗ. Нушана кӗрсе ӳкнӗ-ӳкмен çын тӳрех пулăшу ыйтса чупмасть, малтанласа пӗчченех кӗрешет, хăш-пӗри темиçе çул та чăтать. Нумайăшне хăвна ху хисеплессин чикки урлă каçма çăмăл мар. Çавна çӗнтерейсен тин инкек пирки пӗлтерме хал çитерет. Теприсем волонтер ӗçне хавхаланса йышăнаççӗ. Практика кăтартнă тăрăх, пулăшакансем шутӗнче ытларах хăйсем хăçан-тăр нушара пулнисем. Ман пата вара сухан-кишӗртен пуçласа тумтир, кил-тӗрӗшри хими япалисем таранах илсе килсе параççӗ. Теприсем çула тухма бензинпа та тивӗçтереççӗ.

  • Организаци хӳттине илнӗ çемьене хăçанччен тимлӗхре тытатăр?

  • Пурнăçӗ майлашăнса кайиччен. Çемьере хăшӗ те пулин ӗçе вырнаçиччен, ăна тӗрӗслетпӗр, ачасен шкулти лару-тăрăвӗ таранчченех.

  • Волонтер йӗркеленӗвӗсем йышланса пыни аван, анчах та ман шутпа, ку ӗç патшалăх тимлӗхӗсӗр пурнăçланмалла мар. Шел пулин те, нумай çын общество пурнăçӗн айккинче юлать, калăн вӗсем пирӗн граждансем те мар. Эсир патшалăхран пулăшу илес тӗллевпе мӗнле те пулин утăм тăватăр-и?

  • Тав турра, 2018 çула РФ Президенчӗ Владимир Путин волонтер çулталăкӗ пек палăртрӗ. Ун указӗпе волонтер центрӗ йӗркеленсе каймалла. Унта пулас волонтерсене çынсемпе тӗрӗс ӗçлеме тӗрлӗ енлӗ вӗрентӳ парӗç. Патшалăх тинех мӗн-тӗр тума пуçлани савăнтарать, тинех поезд хускалчӗ пуль. Çитменлӗхсемӗр те мар, уйрăм пулăшу парассипе нимӗнле йышăну та çук. Нумай пулмасть пӗр çемьене ÇКХ тата ача сачӗшӗн тӳлеме укçа кирлӗ пулчӗ, ачасем валли ăшă тумтир тата апат-çимӗç туянма кăна пуçтарайрăмăр. «Арма щит» ертӳçи Александр Верин ку енӗпе халӗ «Единая Россия» партипе нумай ӗçлет.

  • Тăванусем санăн çӗнӗ ӗçне мӗнлерех йышăнчӗç?

  • Кам мӗнле... Эп пурнăç тăршшӗпех волонтер. Урамра çинçе йытта курсан, пурте пӗлеççӗ - Валентина ăна çитеретех. Пӗрле вӗренекенсем те манран «çип арлама» пултарнине пӗлетчӗç. Хамăн ачасем те çакна лайăх чухласа çитрӗç ӗнтӗ (кулать), юрать мăшăрăм çирӗп, вăл ытлашши иртӗнме памасть.

  • Декрет вӗçленсен хăвăн тӗп ӗçне таврăнма шутлатăн-и?

  • Унччен тата çулталăк çурă вăхăт пур-ха. Пӗр енчен таврăнас та килет, тепӗр енчен, пурнăçа урăх енчен пӗлнӗ, тухтăр та, пациент та пулса курнă хыççăн - шутлаттарать.

  • Сăмахран, мӗн?

  • Тӗслӗхрен, мӗнле майпа 4 сехетре 20-40 çынна йышăнма пулать? Тухтăрăн тӗп тивӗçӗ: «Малалла кам?» - тенин шайне анса ларать. Эп ун пек пултараймастăп. Хăш-пӗр асаннене хывăнса тăхăнма кăна 20 минут кирлӗ. Нумайăшӗ сиплевшӗн те мар, психолог пулăшăвне илме килет. Шел, поликлиника тытăмӗнче психолог çук. Хам ӗçре ытларах çынлăх енне кăтартас килет. Çавăнпа харпăр поликлиникăна ӗçе вырнаçасси пирки те шутлатăп.

  • Мӗнле шутлатăн, волонтер ӗçӗ ачусен воспитанине витӗм кӳрет-и?

  • Паллах! Хăв тӗслӗхӳпе ырă мӗн иккенне кăтартни, ман шутпа, çав тери лайăх. Ыркăмăллăх акцийӗсем валли тӗрлӗ япала çӗрӗпе ăсталанине, соцсетьсенче çырнине ачасем кураççӗ. Тӗнче тӗрлӗ енлӗ. Ачасем пуян та тулăх пурнăçа, хаклă япаласене, сан сăнусем айне лайксем лартнине кăна курса ӳсмелле мар, тӗнчере инкек пуррине, çын куççульне курма пӗлмелле. Вӗсене тӗнчене тухма хатӗрлесси те амăшӗн тивӗçӗ. Малалла ăна çăмăл пултăр тесен, адаптациленме пулăшмалла. Вӗсене юратăва, ырра шанма вӗрентмелле.

  • Упăшка пулăшать терӗн, хăй те волонтер ӗçне хутшăнас темест-и?

  • Интересленет, финанс енӗпе пулăшать, мана ку та çителӗклӗ. Унăн урăх тивӗçсем. Пӗрре мар вăл тӗрлӗ фондсене пулăшрӗ. Анжела Вавилова ячӗллӗ фонда хисеплет, вӗсене пӗрре мар пулăшрӗ. Ку ӗçе унăн тетӗшӗ, фирма директорӗ Игорь Александрович та, активлă хутшăннине пӗлетӗп.

  • Ӗçӳнте саншăн чи йывăрри мӗн пулчӗ?

  • Çав Ешӗлварти çемьепе çыхăннă вăл. Хӗрарăмăн пӗрремӗш ачи те сывах мар, упăшкипе уйрăлнă вăхăтра вăл йывăр çын пулнă. Вăхăтран маларах çуратнă ачине, ӳпки те аталанса çитеймен пулнă-ха. Телее, ача халӗ утма пуçланă. Амăшӗ маттур ӗнтӗ, хăй вăл экономика наукисен кандидачӗ. Ӗçе тухсан, шанатăп, вăл ура çине тăратех. Халӗ чи йывăр тапхăр, çавăнпа эпир ăна пăрахмăпăр.

  • Валентина, волонтерта ӗçлесе çынсем çинчен мӗн ăнлантăн? Мӗнле пӗтӗмлетӳсем тăватăн? Волонтер куçӗпе обществăра чăнахах деградаци пырать?

  • Малтанласа вăхăтран-вăхăта кӳренӳ те ярса илетчӗ. Çумри çынсемех малтан пулăшма сăмах парса, кайран цыгансемпех танлаштарма пăхрӗç. Кайран кун пеккисем пӗрре-иккӗ кăна пулнине çирӗплетсе вӗсене хам пурнăçран кăларса ывăтрăм, шеллеместӗп куншăн. Çавах таврара ырă çынсем нумайрах.

  • Вулакансенчен, тен, пулăшас текенсем пулӗç. Сăмахран, тумтир тесен, мӗнлерех пулмалла вăл?

  • Тăхăннине те пуçтаратпăр, таса пултăр та çурăксăр. Хальлӗхе пуçтарма склад çук-ха пирӗн, пулăма кура акцисем йӗркелетпӗр. Тин çуралнисем валли кипке-тавраш тата ытти кирлӗ япаласем пуçтарсан аван.

  • Укçа куçарас тесен?

  • Вăт, ку енӗпе йывăртарах. Пирӗн организаци хальлӗхе банк шутне уçма пултараймасть. Укçа куçарнăшăн банк процент тытса юлать, пирӗн вара кашни пус шутра. Пулăшăва ахаль çынсен шучӗпе пурнăçланăран çынсем умӗнче эпир кашни вак-тӗвекшӗн явап тытатпăр, чексен отчетне илсе пыратпăр.

  • Волонтер ӗçӗ - çăмăл ӗç мар, уйрăмах эмоцисем енчен, вăй-хала тавăрас тесен мӗн тăватăн?

  • Чăнах, тӗрли пулать. Психологпа çума-çуммăн ӗçленӗ май, вăл мана киле çынсен ыратăвне илсе килес мар тесе чикӗ лартма вӗрентрӗ. «Киле утнă май «хывăнса-тăхăнса» ӗлкӗрмелле, унта начар энерги илсе кӗмелле мар», - тет вăл мана. Килтен вара, тархасшăн, юрату та, савăнăç та илсе тухма юрать.

  • Тавтапуç сана, Валентина, ырă калаçушăн.

  • Хăвăра тав.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: