Сувар

30-мӗшӗнче Пăва «Никрут юрри» юрлать

Пăва районӗнчи Альшихре май уйăхӗн 30-мӗшӗнче район чăвашӗсен «Никрут юрри» фестивалӗ пулать.

Мӗнпур континент Раççейре тӗнче шайӗнчи спорт уявӗ пуçланассине кӗтнӗ хушăра Раççейре, çав шутра Тутарстанра та,  çурхи призыв кампанийӗ малаллах тăсăлать. Чемпионат ун йӗрки çине витӗм параймасть. Çул çитнӗ качча повестка килчӗ-тӗк, салтака каймаллах. Пăва районӗнчи Альшихре май уйăхӗн 30-мӗшӗнче салтак юрри тата хытăрах янăрӗ. Мӗншӗн тесен Пăва районӗнчи ЧНКЦ кунта район чăвашӗсен «Никрут юрри» фестивальне ирттерет. Хальлӗхе Альших, Рункă, Тинкеш тата Мăкăр ялӗ фестивале хутшăнасси çинчен пӗлтернӗ. Мероприяти кăнтăрла 14 сехетре пуçланать.  ( К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: