Сувар

Чăваш Киштекӗ концерт ирттернӗ

Апрель уйăхĕн 22-мĕшĕнче ял клубĕнче пултарулăхпа отчет концертчӗ иртрĕ. Çав кун Пĕтĕм тĕнчери Çĕр кунĕ те пулнине палăртса сăвăсем каларĕç. Концерта кĕçĕн класран пуçласа вĕрентекенсем таранах хутшăнчĕç. Таккавар ялĕнчи фольклор ушкăнне çӳрекенсем илемлĕ чăваш тумĕ, хушпу-тухья тăхăнса карталанса вăйă каларĕç. Пĕрремĕш класра вĕренекен Милана Тапоркина вара анне çинчен хывнă юрра...

Апрель уйăхĕн 22-мĕшĕнче ял клубĕнче пултарулăхпа отчет концертчӗ иртрĕ. Çав кун Пĕтĕм тĕнчери Çĕр кунĕ те пулнине палăртса сăвăсем каларĕç.

Концерта кĕçĕн класран пуçласа вĕрентекенсем таранах хутшăнчĕç. Таккавар ялĕнчи фольклор ушкăнне çӳрекенсем илемлĕ чăваш тумĕ, хушпу-тухья тăхăнса карталанса вăйă каларĕç. Пĕрремĕш класра вĕренекен Милана Тапоркина вара анне çинчен хывнă юрра юрласа халăх кăмăлне çӗклерӗ. Тĕрлĕ çулсенчи ушкăнсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Виçĕ чĕлхепе çырнă «Тăван ял» юрра Карина Воронова, Дина Бахтинова, Дарья Емельянова юрларĕç. Тĕрлĕ класра вĕренекенсем тĕрлĕ сăвăсем каларĕç. Вăтам класри ачасем моряксен "Яблочко" ташшине те питӗ килӗшӳллӗ ташларӗç. Асатте çинчен вырăсла çырнă юрра 1-6 класс ачисем пӗрле юрларĕç.

Таккавар клубĕ çумĕнче йӗркеленнĕ кружокне çÿрекен Ангелина Петрова, Настя Никитина, Ксения Малышева «Çухалнă телефон» кулăшла сценка кăтартса пачĕç. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Иван Павлов гитара каласа юрлама тытăнсан унпа пĕрле залра ларакансем те юрларĕç. Чĕмпĕр хулинчен килнĕ Нина Яковлева, Чăваш Киштек ял клубӗ çумӗнче йӗркеленнӗ 18 çамрăкран музыкăпа инструмент оркестрӗ , Шупашкар хулинче иртнӗ «Кĕмĕл сасă» Пӗтӗм Раççей чăваш юррин конкурсĕн «Çепĕç сасă» номинацин çĕнтерӳçи Светлана Бахтинова, Хусанти культура институтĕнче тата УлГУРА вĕренекен Валя Васильева, Данил Зайцев, Настя Павлова концерта илем кӗртекенсем пулчĕç. Валя Васильева тата Настя Павлова концерта питӗ ăста ертсе пычĕç. Районти культура пайĕнчен килнĕ представительсем концерта «5» паллă лартса хакларӗç, унта хутшăннисене пурне те тав сăмахĕсем каласа ăнăçусем сунчĕç.

Чăвашкиштексем ял халăхĕн тӗрлӗ пултарулăхне кăтартас тӗллевпе курав та йӗркеленӗччӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: