Сувар

Чăвашсене чӗнмен е...

Мартăн 12-23-мӗшӗсем Пăва хулишӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ кунсем пулчӗç. Республикăн кăнтăр-хӗвелтухăçӗнче вырнаçнă хулара пӗрремӗш хут «Идель-Буа-Урал» театр фестивалӗ иртрӗ. Çак тӗллевпе кунта 16 творчество ушкăнӗ килнӗччӗ. Икӗ эрне хушшинче куракансем Коми, Пушкăртстан, Марий Эл, Казахстан, Удмурти, Калмык, Тутарстан республикисен, Ульяновск облаçӗн наци, академи драма театрӗсен постановкисене курса савăнчӗç. Шел, чăваш кураканӗсем...

Мартăн 12-23-мӗшӗсем Пăва хулишӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ кунсем пулчӗç. Республикăн кăнтăр-хӗвелтухăçӗнче вырнаçнă хулара пӗрремӗш хут «Идель-Буа-Урал» театр фестивалӗ иртрӗ. Çак тӗллевпе кунта 16 творчество ушкăнӗ килнӗччӗ. Икӗ эрне хушшинче куракансем Коми, Пушкăртстан, Марий Эл, Казахстан, Удмурти, Калмык, Тутарстан республикисен, Ульяновск облаçӗн наци, академи драма театрӗсен постановкисене курса савăнчӗç. Шел, чăваш кураканӗсем кăна айккинче тăрса юлчӗç.

Реклама

Хăш-пӗр республикăпа облаçран икшер театр таранчченех чӗнсе илнӗ пулсан, Чăваш Енрен çук. Йӗркелӳçӗсем чă­ваш­сене Атăлçи тăрăхӗнчен кăларса ывăтнă-им? Фестиваль Атăлçи тăрăхӗнче иртет пулсан унта кашни регион пулмалли каламасăрах паллă. Йӗркелӳçӗсем субъективлă йышăну туни куçкӗрет. Пăвари патшалăх драма театрӗн илемлӗ пултарулăх ертӳçи Раиль Садриев «Idel Реалии» интернет-кăларăма панă интервьюра çак фес­тивале халăхсен хушшинчи шая кăларма тӗллевӗ пуррине пӗлтернӗ. 20 пин çын пурăнакан хулара Раççей шайӗнчи фес­тиваль ирттерме пултарнипе вăл питӗ кăмăллă. Çапла майпа Пăва театрӗн гастролӗсен географине те сарма ӗмӗтленет иккен. Анчах пӗрремӗш утăмах халăхсен прависене хӗсӗрлесе пуçлани пирки шухăшламан ахăр. Чăваш театрӗсене чӗнменни шăпах çакна çирӗплетет. Аван-и, начар-и - япалана хăй сăмахӗпе каламалла. Паллах, чăваш культуришӗн çунакансемшӗн ку кӗтменлӗх, вӗсем хăйсен шухăшӗсене интервью хыççăнхи комментарисенче уççăн пӗлтернӗ. Раиль Садриева хăйне кун пирки ыйту парсан вăл кӳршӗсене чӗннин усси çук, пурпӗрех ним лайăххине те кăтартаймаççӗ, унта Совет тапхăрӗнчен вара «застой» пырать тесе хуравланă. «Чăваш театрӗсенче ним интересли те палăрмасть. Çавăнпа эпир Нияз Игламовпа чăваш театрӗсене фестивале чӗнмерӗмӗр», - тенӗ вăл. Мӗнле застой пултăр?! Лару-тăру пач хирӗçле пулнине çирӗплетекен фактсем пур чухне епле çапла каламалла?! Мӗнпе кӳрентернӗ-ши вӗсене чăвашсем? Паллах, редакцие ку питӗ хумхантарчӗ. Çавăнпа Раиль Садриевпа хăйӗнпе çыхăнса калаçма шутларăмăр. Пӗр сăмаха та улăштармасăр каласан, ак çапларах калаçу пулчӗ унпа:
- Алло, ку Раиль Ильдарович-и?
- Итлетӗп...
- Сире «Сувар» хаçат корреспонденчӗ чăрмантарать. Пирӗн ыйту Пăвара иртекен театр фестивалӗпе çыхăннă. Тӗрӗсрех каласан, унта мӗнле сăлтава пула чăваш театрӗсене хутшăн­тарманнипе. Пӗлнӗ тăрăх, фестивале Атăлçи тăрăхӗнчи каш­ни республикăпа облаçран хут­шăннă, инçетри Казахстан та айккинче юлман. Апла мӗншӗн-ха чăвашсене чӗнме тумарăр? Çакна эсир унти застойпа сăлтавланă.
- Тӳрех калатăп, хам эпӗ ун пек шутламап. Фестивале хутшăнакан театр коллективӗсене йăлтах Нияз Игламов (Г.Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи театрӗн литературăпа драматурги пайӗн ертӳçи. - Авт.) хăй суйларӗ. Куншăн вăл явап­лă. Хам енчен, чăваш театрне юратнисӗр пуçне манăн урăх туйăм çук. Пăвана вӗсене тăтăшах гастрольпе килме чӗнетӗп. Пирӗн хутшăнусем çав тери аван, - хыпăнса калаçрӗ Раиль Ильдарович. Паллах, ун хуравӗ тивӗçтермерӗ. Ыттисене пӗр тӗрлӗ, чăваш хаçатне вара тепӗр тӗрлӗ хурав парать. Наци туйăмӗсене шутламасăр перӗнни хумхантарма пуçларӗ тен?
- Эп пӗлнӗ тăрăх, сирӗн хă­вăрăн та чăваш тымарӗсем пур...
- Пур-пур, - ирӗксӗртен тенӗ пек килӗшрӗ вăл.
- Апла пушшех те ăнланма çук сирӗн йышăнăва...
- Пӗлетӗр-и, тепӗр хут калатăп, манран килмерӗ ку. Нияз Рауфовичпа калаçăр. Урăх ман каламалли çук, - терӗ Раиль Садриев.
Садриевпа калаçнă хыççăн çийӗнчех Нияз Игламова шăн­кăравлама пуçларăм. Тӳрех пулмасан та, çавах та унпа ка­лаç­ма май пулчӗ.
- Чăваш театрӗсене юри чӗнмесӗр кӳрентерес шухăш пӗрре те пулман. Г.Камал ячӗллӗ театрта ӗçленӗ май, харпăр хутшăнусем вӗсемпе çав тери çирӗп. Чӗнмен тени тӗрӗс мар, - терӗ Нияз Рауфович. Сассинчен вăл йӗркеллӗ, лайăх воспитани илнӗ, интеллигентлă çын пулни сисӗнчӗ. - Чăвашсен Пукане театрне çав тери юрататăп, ман шутпа, вăл социаллă пӗлтерӗшлӗ, хăйне евӗр ачасемпе ӗçлес енне ăнтăлнă, кирлӗ миссиллӗ театр. Çӗнӗлле ӗçлеççӗ, режиссура лайăх. Анчах вӗсем чӗнсен те килеймерӗç. Чăваш патшалăх академи драма театрӗн режиссерӗпе Валерий Яковлевпа та эпир питӗ туслă. Хисеплетӗп ăна. 80-мӗш çулсенче унăн театрӗ Раççейӗпех кӗрлерӗ. Вӗсен постановкисене час-час куратăп, анчах паянхи пурнăçа тивӗçтермеççӗ вӗсем. Куракансен хушшинче çамрăксем çав тери сахал. Мӗне пӗлтерет ку? Театрăн çӗнӗлле самана таппипе ӗçлемеллине. Сăлтавӗ кунта авторсенче мар, режиссурăра. Хальхи авторсене Марина Карягинăна та, Арсений Тарасова та, ыттисене те пӗлетӗп, Владислав Николаев пирки те илтнӗ. Паха пьесăсем çыраççӗ, анчах лайăх режиссура çуккипе вӗсене кулленхи кун историйӗсене çавăраççӗ. Фестивале Чăваш филармонийӗнчи «Нарспи» мюзикла чӗнме кăмăл пурччӗ. Анчах Пăва театрӗн сцени çав тери пӗчӗк, «Нарспие» унта шăнăçтарма çук. Çавăнпа монопостановкăсене суйласа илтӗмӗр. Чăвашсене чӗнмен тенӗрен, Мордови театрӗ те пулмарӗ фестивальте. Суйлава политикăпа хутăштармалла мар. Сăмах май, «Навруза» кăçал Шупашкарти Пукане театрӗ хутшăнать. Иртнинче Валерий Яковлев «Мунча шăршипе» килсен хăйнех: «Малашне те кун пек ӗçлесен «Навруза» чӗнместӗп», - тесе каларăм. Ку чăвашсене «чышса» хурас тенипе мар. Хуть те мӗн калама пултаратăр: анчах чунпа чăваш театрӗшӗн пăшăрханатăп. Аталанмалла. Ман сăмахсем, тен, вырăнтан хускатӗç тесе çапла калатăп. Театра юрататăн пулсан, хăвăн ӗçне малалла тăсакан режиссер хатӗрлемеллех. Мӗн пулӗ чăваш театрӗпе Валерий Яковлев кайсан? Çавăнпа унăн чи малтан кун пирки шутламалла. Çамрăксен театрӗ пирки каласан, Карягинан пьеси кăмăла каять, шухăшӗ тарăн, анчах ăна уçса парайман. Ӗçтешсене пос­тановкăн записьне ярса пама ыйтрăм та, çук терӗç. Сăнӳкерчӗк ярса пачӗç. Анчах мӗн калама пулать спектакль пирки сăнӳкерчӗк тăрăх? Саманапа килӗшӳллӗн ӗçлемелле. Пӗр вырăнта тăрсан театр пуласлăхӗ пирки калама çук. Çавăнпа тепӗр хут калатăп, чăвашсене чӗннӗ, анчах пӗрисем килеймерӗç, теприсене анлăрах формат кирлӗ, - терӗ Нияз Игламов.
Ку ыйтупа эпир Тутарстан, Чăваш Ен культура министерствисене те тухрăмăр. Анчах миçе шăнкăравласан та кирлӗ çынсемпе калаçма май пулмарӗ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: