Сувар

Чи хитре гол елчӗксен, чи лайăх футболист Пăваран...

«Сувар» хаçат кубокӗшӗн ăмăртура малти виçӗ вырăна йышăннă командăна кăна мар, турнирта палăрнă чи лайăх футболистсене те палăртасси йăлара.

Илемлӗ футбол вăййине курса савăнтăмăр паян Пăвара. Унта «Сувар» хаçат кубокӗшӗн черетлӗ турнир иртрӗ. Тăватă районтан çичӗ команда тӗп призшăн кӗрешрӗ. Тупăшрӗ тени кунта вырăнлă мар, ачасем чăнах та кӗрешрӗç. Курсанччӗ сирӗн вӗсен çӗнтерӳшӗн çунакан куçӗсене.  

«Сувар» хаçат кубокӗшӗн ăмăртура малти виçӗ вырăна йышăннă командăна кăна мар, турнирта палăрнă чи лайăх футболистсене те палăртасси йăлара. Çавăнпа судьясем темиçе сехете тăсăлнă ăмăртăва питӗ тимлӗ сăнарӗç. Ăмăрту пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, «Чи лайăх голкипер» тесе Аслă Аксу командин вратарӗ Николай Молгачев, «Чи хитре гол» Елчӗк командинчи Антон Ефстафьевăн, «Чи лайăх вылякан» вара, паллах, командăна çӗнтерӳ кӳнӗ Никита Ильин тесе йышăнчӗç.

Футбол Раççейре çулран çул аталанать, вăл яланхи пекех арçын ачасен юратнă вăййи. Ӗç-пуç малалла та çаплах пулсан, çамрăк спортсменсене тӗрев парсан, хамăрăн футбол çăлтăрӗсем те ӳссе çитӗнӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Теги: Спорт
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: