Сувар

Çирӗп шанчăк, ăс нумай парнелерӗ Хусанкай

Кӗçех, районти вӗрентӳ управленийӗн планӗпе палăртнă Чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай 110 çул тултарнине халаланă вулавçăсен конкурсӗ тапранать. Пуçламăш классене вӗрентекен В.Н. Кожевниковапа З.Н. Иванова викторина йӗркелеççӗ. Çав вăхăтрах доска çине тӗнчипех палăрнă халăх çыравçин пысăк сăнӗ тата вăл çырнисем тăрăх ачасем тунă вун-вун тӗрлӗ ӳкерчӗксем тухса тăраççӗ. Пӗр вăхăтрах...

Кӗçех, районти вӗрентӳ управленийӗн планӗпе палăртнă Чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай 110 çул тултарнине халаланă вулавçăсен конкурсӗ тапранать. Пуçламăш классене вӗрентекен В.Н. Кожевниковапа З.Н. Иванова викторина йӗркелеççӗ. Çав вăхăтрах доска çине тӗнчипех палăрнă халăх çыравçин пысăк сăнӗ тата вăл çырнисем тăрăх ачасем тунă вун-вун тӗрлӗ ӳкерчӗксем тухса тăраççӗ. Пӗр вăхăтрах илемлӗ вулакансен конкурсӗ пуçланать.

Малтан пуçламăш классенче вӗренекенсем хăйсен ăсталăхне кăтартаççӗ. Галина Теренина «Рак хуранне» пусăмлăн, пурне те ăнланмалла, тыткăнламалла вуланă чух аллинче рак хуранӗ тытса, итлекенсене ăна тӗрлӗ майлă кăтартса парать. Илья Дубов «Сăпка юрри», Миша Андреев «Çарăк» пăхмасăр каласа пани те пурне те килӗшрӗ. Чăннипе илсен, çирӗме яхăн вулавçăран пурте сăвăсемпе поэмăсен сыпăкӗсенчи шухăша тӗлӗнмелле уççăн, тарăннăн палăртрӗ теме пулать. Вулавçăсенчен чылайăшӗ наци тумтирӗпе пулни, сăмахсенчи пусăмсемпе интонацисене чăн чăвашла тата тӗрӗс палăртни, пысăк хавхаланупа е хурланупа калани итлекенсен чӗрине хумхану кӳчӗ. Чи палăрăмли вара - кашни яшпа хӗр ахаль те тарăн содержаниллӗ хайлавсен темипе шухăшне, автор мӗн калас тенине пӗтӗмпех тата яр уççăн палăртма тăрăшрӗ. Çавна пулах ӗнтӗ хăш-пӗр вулавçă хăйӗн куçӗнчен те куççуль тумламӗсем палăрчӗç, итлекенсен те тарăн хумханăва пула куçӗсем шывланчӗçӗ Апла пулсан, Петӗр Хусанкай хăй те çав шухăшпа çивӗч йӗркесене хăйӗн чун-чӗри витӗр кăларни паллă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: