Сувар

Çӗнӗ Мертлӗре Александр Кăлканăн 2-мӗш асăну хăмине уçрӗç

Тутарстан районӗсенчи ытти ЧНКЦ-сем Çӗнӗ çул хыççăн «вăранкаланă» вăхăтра 2017 çул пуçланнăранпа Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗ ӗнтӗ иккӗмӗш мероприяти ирттерет. Паллă чăваш юптаруçи, драматург, СССР писателӗсен союзӗн членӗ Александр Дмитриевич Кăлкан çуралнăранпа 105 çул çитнине паллă тума Çӗнӗ Мертлӗн çӗнӗ клубне нумай çын пуçтарăннăччӗ. Çӗнӗ Культура çуртне ялти...

Реклама

Тутарстан районӗсенчи ытти ЧНКЦ-сем Çӗнӗ çул хыççăн «вăранкаланă» вăхăтра 2017 çул пуçланнăранпа Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗ ӗнтӗ иккӗмӗш мероприяти ирттерет. Паллă чăваш юптаруçи, драматург, СССР писателӗсен союзӗн членӗ Александр Дмитриевич Кăлкан çуралнăранпа 105 çул çитнине паллă тума Çӗнӗ Мертлӗн çӗнӗ клубне нумай çын пуçтарăннăччӗ. Çӗнӗ Культура çуртне ялти пуçламăш шкула та, медпункта та кӗртнӗ. Халӗ ялти чи пысăк çуртăн фасадне писатель сăнӗллӗ мрамор плити илемлетсе тăрать. Пысăках мар яла килсе кӗрсен унăн мăнаçлăхӗ кам пулнине чăннипех аса илетӗн. «Сувара» хальхи вăхăтра калавсемпе заметкăсем çыркалакан Михаил Якушковсăр пуçне пурнăçне литературăпа çыхăнтарнă çынсем ялтан урăх тухман курăнать. Çавăнпа та асăну хăмисем халӗ Кăлканăн тăван килӗ çинче те, культура учрежденийӗ çинче те çакăнса тăнине ырламалла кăна-тăр.
Ыран пăвасен делегацийӗ П.П.Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине паллă тума Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялне тухса каймалла.
РЕПЛИКА:
Чăваш Республикинчи çыравçăсен 3 союзӗнчен пӗри те делегаци ярас темен ахăр пăвасен мероприятине. Е Александр Кăлкан пултарулăхне хисеплемеççӗ, е «вăранман-ха?..

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: