Сувар

Элшелийӗн ытарайми ывăлӗ...

Хусанти Ар масарӗнче Чăваш университечӗсен студенчӗсене Николай Ильминский, Николай Лобачевский, Николай Катанов, Николай Никольский, Николай Ашмарин тăприсем умне илсе çӳренӗ чухне, кайран тата Петр Талиев, Виктор Вишневский, Карлпа Александра Фукс тӗпчевçӗсен вырăнӗсене вăрах шыранă вăхăтра эпир санпа пурнăçпа вилӗм пирки урлă та пирлӗ пайтах калаçаттăмăр. Вилӗмрен хăраса пăшăрханма пăрахнăччӗ ӗнтӗ......

Хусанти Ар масарӗнче Чăваш университечӗсен студенчӗсене Николай Ильминский, Николай Лобачевский, Николай Катанов, Николай Никольский, Николай Ашмарин тăприсем умне илсе çӳренӗ чухне, кайран тата Петр Талиев, Виктор Вишневский, Карлпа Александра Фукс тӗпчевçӗсен вырăнӗсене вăрах шыранă вăхăтра эпир санпа пурнăçпа вилӗм пирки урлă та пирлӗ пайтах калаçаттăмăр. Вилӗмрен хăраса пăшăрханма пăрахнăччӗ ӗнтӗ... Çапах та, çывăх пӗлнӗ çынран уйрăлма питех те йывăр иккен.

Чăваш культурин центрӗсене йӗркелеме тата «Сувар» хаçата пуçарнă вăхăтра, Чăваш наци конгресӗн тӗрлӗ вырăнти пӗрремӗш хастарӗсене шыранă чухне, Хусанта таврапӗлӳ ӗçне тата Ваттисен (старейшинăсен) канашне туса хунă кунсенче эсӗ салтак пек паттăр пултăн. Çавна аса илсе пуçа таятăп.

Шупашкара килсен Чăваш наци конгресӗн съезчӗсенче, Таврапӗлӳçӗсен пухăвӗсенче, университетри тӗлпулусенче, Ваттисен тӗп канашӗнче кирлӗ сăмах каламасăр, хавассăн юрласа кăтармасăр, сапаланнă чăвашсене тăванлăх туйăмне парнелемесӗр нихçан та уйрăлса каймастăнччӗ. Кăмăлу ирӗклӗчч, вăр-варлăху хăтлăччӗ. Çавна асра тытса пуçа таятăп.

Хусан чăвашӗсемпе тутарӗсене чунтан юрататтăн, вырăсне-еврейне, çармăсне-нимӗçне, казахне-кăркăсне, ӗçлӗ кирек хăш çынна пысăка хурса хисеплеттӗн. Хусан хулине алăри пилӗк пӳрне пек пӗлеттӗн пулсан та, чунунта - Тăхăръялччӗ. Ун çинчен калаçманни, палланă-пӗлнӗ çынсене асăнманни юлмастчӗ. Тӗлпулмассерен кӗнеке валли хатӗрлесе пыракан алçырусене, тем тӗрлӗ альбомсене кăтартаттăн, тăван ялунти çӗнӗ музее çитсе курма йыхравлаттăн...

Чаплă Элшелӗн сăваплă тăпри çăмăл пултăр тесе пуçа таятăп.

Реклама

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: