Сувар

Гелсине те «Пур, пулатпăр!» сăвва вуларӗ

Иртнӗ çулта, Хусанкайăн, 90 çултан каçсан та театрта вылякан мăшăрӗ, СССР халăх артистки Вера Кузьмина каланисем пӗтӗмпех тӗрӗс. «Петӗр сăвви-поэмисене çырнă чухне пӗр тарăхатчӗ, пӗр çиленетчӗ, пӗр куççулӗ кăларатчӗ» тесе асăннăччӗ вăл. Ывăлӗ Атнер та, паллă тӗпчевçӗ, çавнах çирӗплетрӗ. «Халӗ Аттем çинчен, унăн пурнăçӗпе творчествине тӗпчесе çиччӗмӗш кӗнеке хатӗрлетӗп,- пӗлтерчӗ...

Иртнӗ çулта, Хусанкайăн, 90 çултан каçсан та театрта вылякан мăшăрӗ, СССР халăх артистки Вера Кузьмина каланисем пӗтӗмпех тӗрӗс. «Петӗр сăвви-поэмисене çырнă чухне пӗр тарăхатчӗ, пӗр çиленетчӗ, пӗр куççулӗ кăларатчӗ» тесе асăннăччӗ вăл. Ывăлӗ Атнер та, паллă тӗпчевçӗ, çавнах çирӗплетрӗ. «Халӗ Аттем çинчен, унăн пурнăçӗпе творчествине тӗпчесе çиччӗмӗш кӗнеке хатӗрлетӗп,- пӗлтерчӗ вăл. _Анчах кашни хайлавне тепӗр хут, виççӗмӗш е вуннăмӗш хут вуламассеренех унăн творчествинчи халиччен асăрхаман çӗнӗлӗхсене тупатăп...».

Январӗн 27-мӗшӗнче Лащăпуçра иртнӗ вулав конкурсӗнче хутшăнакансемпе те çавăн пекех пулчӗ. Авторăн «Сăпка юрри», «Манăн çăлтăр тӳпере» е «Таня» (Зоя Космодемьянская çинчен) хайлавӗсене икшер е виçшер хут вулакан та пулчӗ. Апла пулсан та вӗсем кашни вулавçă сăмахӗсенче тӗрлӗ хăватпа тата пӗлтерӗшпе янăрарӗç. Çавна пула сумлă жюрие чи лайăх вулакансене палăртма та калама çук йывăр пулчӗ. Акă мӗнле вăл виçесӗр талант тата пултарулăх хăвачӗ! «Кашни çын хăй пӗр тӗнче» теççӗ те, анчах Петр Петрович пекки... вăл хăй пӗртен пӗрре кăна пулӗ. Тен, çавăнпах тутар ялӗнчи чăваш чӗлхи урокӗ те, вулавçăсен тата ӳкерме юратакансен конкурсӗ те нумай-нумай çамрăк талантсене пултарулăх çулӗ çине тăратас шанчăк çуратрӗ. Вӗсен хушшинчен жюри тӗрлӗ ӳсӗмрисенчен чылайăшне уйрăммăн палăртса Петӗр Хусанкай сăнне ӳкернӗ Хисеп хучӗсем пачӗ. Анчах иккӗшин ятне асăнасах килет. Лащăпуçӗнче вӗренекен Виолоета Кожевникова халăх поэтне асăнса хăй çырнă сăвва пуринчен те витӗмлӗ, ӗненмелле сăнарлăн, чунри хумханупа каласа савăнтарчӗ. Тепӗр уйрăмлăха конкурса хутшăнма Чăваш Енри Шăнкăртамран килнӗ Гельсине Айзатуллина кӳчӗ. Ăна -тутар хӗрне - Петр Петрович Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăввине чăн чăвашла, пуринчен те чаплă вуласа панăшăн тăвăллăн алă çупса саламларӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: