Сувар

Гульсина аппа пусси... ӗмӗр асăнма парне

Пăва районӗнчи Бик-Утеево ялӗнчи Колхозная урамра пурăнакан 85-ри Гульсина Низамова ял-йыша çав тери пысăк парнепе савăнтарнине хыпарлать район сайчӗ. Вăл хăй укçипе пусă чавтарнă кăна мар, илемлетнӗ те иккен.Тимӗртен тăрă тутарнă, йӗри таврашне карта тыттарнă. Карта çине вара «Гульсина аппа пусси» тесе çыртарнă хăма та вырнаçтарнă. -Аттепе икӗ тете вăрçăран...

Пăва районӗнчи Бик-Утеево ялӗнчи Колхозная урамра пурăнакан 85-ри Гульсина Низамова ял-йыша çав тери пысăк парнепе савăнтарнине хыпарлать район сайчӗ. Вăл хăй укçипе пусă чавтарнă кăна мар, илемлетнӗ те иккен.Тимӗртен тăрă тутарнă, йӗри таврашне карта тыттарнă. Карта çине вара «Гульсина аппа пусси» тесе çыртарнă хăма та вырнаçтарнă.

-Аттепе икӗ тете вăрçăран таврăнаймарӗç. Эпир аннепе выçлăха та, сивве те чăтрăмăр. Халӗ лайăх пурăнатăп. Савăнатăп куншăн. Çавăнпа хам çинчен асаилӳ хăварма пусă чавтарма шутларăм, - тет вăл хăй кун пирки.

Гульсина аппа икӗ эрне каялла вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ патне пырса хăйӗн 40 пин тенкӗ пухăннă пенси укçипе пусă чавтарма шутланине пӗлтернӗ. Ял пуçлăхӗ ку ырă пуçарăва ырланă кăна. Чи интересли кунта Гульсина аппа пусса хăй хапхи умне мар, ӗлӗк халăх шыва çӳрекенни вырăнне суйлани. Чăн та, вăл пусăран йӗрӗ те юлман пулнă ӗнтӗ. Ӗлӗк ял халăхӗ унтан шыв ӗçнӗ иккен. Гульсина аппа хăй те çамрăк чух унтах шыва çӳренӗ.

Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ карчăка пусса чавма, Чăваш Енри Елчӗкрен 11 бетон ункă кӳме пулăшнă. Ыттине вара Гульсина аппан тăванӗ Фарих Низамов пурнăçланă. Вăл хăйех пусă пурине янă, тăррине тимӗрпе чечеклесе тунă. Пӗр сăмахпа, ырă ӗçшӗн вăйне те, вăхăтне те шеллемен.

Халӗ Гульсина аппан пусси касă, ял илемӗ. Тăватă çул каялла кăна-ха «Таса шыв» программăпа яла шыв кӗнӗ пулсан та, ял-йыш шыва ку пуссах çӳреме шутлать. Ӗмӗрхи пусă шывӗн техӗмне манман-ха вӗсем. Кашни витрене таса шыв тултармассерен Гульсина аппана тав тăвасси те паллă. Ват çын чӗрине ку сар çу сӗрнӗ пекех, эппин, тăрăшни ахаль мар, эппин, нушаллă пурнăçпа пулсан та, пурăнни те ахаль мар.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: