Сувар

Кӗçех 100 çул çитет

Пăвари 1№ ача-пăчасен искусство шкулӗ ӗçлеме пуçлани тепӗр çултан шăпах çӗр çул пулать. Унăн историйӗ Тутарстан культуринче тарăн йӗр хăварнă ятсемпе - паллă музыкантсемпе Файзи Беккининпа тата Салих Сайдашевпа çыхăннă. Вӗсем хулана Тутар драма театрӗн артисчӗсемпе пӗрле килнӗ пулнă. Артистсем вылянă, спектакльсем лартнă, вӗсем вара постановкăсене кӗвӗ каласа сасăлатнă. Çапла...

Пăвари 1№ ача-пăчасен искусство шкулӗ ӗçлеме пуçлани тепӗр çултан шăпах çӗр çул пулать. Унăн историйӗ Тутарстан культуринче тарăн йӗр хăварнă ятсемпе - паллă музыкантсемпе Файзи Беккининпа тата Салих Сайдашевпа çыхăннă.

Вӗсем хулана Тутар драма театрӗн артисчӗсемпе пӗрле килнӗ пулнă. Артистсем вылянă, спектакльсем лартнă, вӗсем вара постановкăсене кӗвӗ каласа сасăлатнă. Çапла музыкантсем тăрăшнипе Пăвара 1918 çулта музыка студийӗ ӗçлеме пуçланă. Салих Сайдашев кунта нумай ӗçлемен, 1919 çулта фронта кайнă, ыттисем вара Хусана таврăннă. Çапах та вӗсем пуçланă ӗç путланса ларман, паллă çынсен ӗçӗпе хавхаланнă активистсем студи никӗсӗнче музыка шкулне уçаççӗ. Вăрçă вăхăтӗнче те вăл ӗçлемен, 1947 çулта тин çӗнӗрен хута кайнă. Шкулăн историйӗ чăннипех те пуян. Çӗршыва вăл нумай талантлă музыка ӗçченӗсене ӳстерсе панă. Сăмах май, çакăнта ЧР тава тивӗçлӗ артистки Вероника Шуркина та вӗренсе тухнă. Тутарстан Республикин патшалăх юрăпа ташă ансамблӗн солисчӗ Чулпан Закирова та çакăнтан.
Искусствăсен шкулӗнчен вӗ­ренсе тухнисенчен чылайăшӗ çывăхри хуласене малалла вӗренме каяççӗ, уйрăмах Ульяновскри ташă училищине. Ăста педагогсемпе те шкул палăрса тăрать. Вӗсем хушшинче музыка искусствинче палăрнисем сахал мар. Паянхи кун искусствăсен шкулӗ пӗтӗмпе 6 енӗпе ӗçлет: халăх инструменчӗсен (купăспа баян, аккордеон), хӗлӗхпе сӗркӗч инструменчӗсен (сӗрме купăспа гитара, балалайка, тăмра), вӗрсе каламалли инструментсен (саксофон), фортепьяно класӗн, ташă тата сăнарлă искусствăсен уйрăмӗсем. Унсăр пуçне шкул хăйӗн пулас вӗренекенӗсене, вӗрентӳ учрежденийӗн директорӗн Сергей Арцыбашевăн сăмахӗсемпе, пулас контингента, хатӗрлессипе те ӗçлет, вӗсем 4-6 çулти ачасем. Хальхи вăхăтра искусствăсен шкулӗнче 311 ача вӗренет. Сергей Юрьевич сăмахӗсемпе, вӗрентӳ тӳ­левсӗр.
- Паллах, паянхи кун тӳлевсӗр майпа ӗçлени чылай йывăрлăхсем кăларса тăратать. Шутланине йăлтах пурнăçлаймастпăр. Тӳлевсӗр шкулсем рес­публикипе те пӗрре-иккӗ кăна. Ӗлӗкрех эпир хамăр вăйпах ташă, вокал ушкăнӗсем валли костюмсем туяннă пулсан, паян пултараймастпăр. Классика гитарипе класс уçсан аранах ултă инструмент илтӗмӗр, бюджет­ран уйăрнă укçапа ытла саркаланаймастăн. Пулас контингента хатӗрлесси кăна тӳлевлӗ. Анчах вăл педагогсене ӗç укçи тата налог тӳлеме кăна çитет, - терӗ Сергей Арцыбашев лару-тăрупа паллаштарса. Сăмах май, çак должноçра вăл икӗ çул кăна ӗçлет-ха. Вăтам шкул хыççăн Ульяновскри культура училищинче вӗренсе тухнă, ташă енӗпе аслă пӗлӳ те çак хуларах патшалăх университетӗнче илнӗ. Çитӗнӗвӗсем те пӗчӗк мар, Елена Барткайтисăн «Экситон» эстрада балетӗнче ташланă чухне пилӗк хутчен тӗнче чемпионӗ пулнă. Пирӗн тăрăха Сергей Арцыбашев 2001 çулта Украинăран килнӗ. Директор тивӗçӗсемсӗр пуçне ташă уйрăмне ертсе пырать.
Сергей Юрьевич каланă тăрăх, талантлă ачасем нумай. Сăмахран, аккордеонпа ăста калакан 5-мӗш класс хӗр ачи Юля Ершова Мускаври Президент Елкинех кайма тивӗçнӗ. Çӗнӗ çул умӗн вара живопись уйрăмӗнче вӗренекен тăватă ача Артекра канса килнӗ, тӳлевсӗр путевкăпа. Çак çитӗнӳсем кунта пысăк квалификациллӗ педагогсем ӗçленине çирӗплетеççӗ.
Уйрăммăн классика гитарин класӗ пирки асăнса хăварас килет. Ку енӗпе Алсу Валеева ӗçлет. Сăмах май, вăл тăмра класне те ертсе пырать. Алсу Рафиковна каланă тăрăх, гитарăпа классика майӗпе калама вӗрентесси шкул директорӗн шухăшӗ пулнă.
- Ку енӗпе çулталăк ӗçлетӗп ӗнтӗ. Малтанласа килӗшесшӗн пулмарăм. Эпӗ дипломпа тăмрапа калама вӗрентекенскер. Сергей Юрьевич хистенипе гитара енӗпе вӗренме кайрăм, çуркунне диплом илмелле. Çак инструмента çав тери юратса пăрахрăм. Талантлă ачасем те манăн нумай, - терӗ Алсу Валеева ӗçӗпе паллаштарса.
Искусство шкулӗн педагогӗсем чунне парса ӗçлени тӳрех курăнчӗ. Шкулти атмосфера кăмăллă, вăл тӳрех хăй ытамне илнӗ пек туйăнать. Классене темине кура йӗркеленӗ, анлă коридорсенче ачасен ал ӗçӗсемпе паллашма май пулать. Искусство шкулӗ ачасене илем урлă воспитани пани вара пуринчен те хаклăрах, пӗлтерӗшлӗрех.

Алсу Валееван классика гитарин класне ачасем йышлăн çӳреççӗ, тăмрапа вӗренекенни вара пӗртен-пӗрре. Тӗрӗссипе, малтанласа вӗсем пурте тăмрапа каланă, анчах гитара кӗртсен çак инструмент çине куçнă. Хăш-пӗрин шухăшӗсемпе вулакансене те паллаштарас килчӗ.
Вагиз Валиуллин: «Гитарăпа калама килӗшет, ытларах Моцарт кӗввисене. Музыка мана шухăшлаттарать, кăмăла улăштарать. Хам кам пуласси пирки шутламан-ха, тен, музыкантах пулăп».
Ильнур Ахметзянов: «Гитарăна алла илнӗренпе классика музыкине юратма пуçларăм. Вăл илемлӗ, ман шутпа, музыка çынна аталанма пулăшать».
Инсаф Динмухаметов: «Эпӗ вырăс халăх инструменчӗпе тăмрапа калатăп. Шкулта унпа вӗренекенӗ те хам кăна. Тăмрана тыткалама меллӗ, унăн виçӗ хӗлӗх кăна. Анчах çавна пăхмасăрах унпа кăткăс кӗвӗсем те калама пулать. Хăнăхнăскере пăрахас темерӗм».

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: