Сувар

Кипеккассинче чи вăйлă урама палăртнă

Корейăри Олимпиадăна телевизорпа кура-кура йăлăхать такам та. Эпир мӗнрен кая? Хӗллехи уяр кун мӗн ма çан-çурăма пиçӗхтерсе илес мар? Илес! Нарăс уйăхӗн 23-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Кипеккассинче Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсен кунне халалласа урамри уяв ирттернӗ. Программăн спонсорӗ Сегей Мулеев пулнă, ăна пулăшаканӗ Николай Иванов. Спорт уявне ирттериччен ялти паттăрсен палăкӗ умне...

Корейăри Олимпиадăна телевизорпа кура-кура йăлăхать такам та. Эпир мӗнрен кая? Хӗллехи уяр кун мӗн ма çан-çурăма пиçӗхтерсе илес мар? Илес!
Нарăс уйăхӗн 23-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Кипеккассинче Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсен кунне халалласа урамри уяв ирттернӗ. Программăн спонсорӗ Сегей Мулеев пулнă, ăна пулăшаканӗ Николай Иванов.
Спорт уявне ирттериччен ялти паттăрсен палăкӗ умне чечек çыххисем хурассинчен пуçланнă. Ăмăртусенче ял çыннисем чи вăйлă урам ятне илессишӗн тупăшнă. Кассенчи спортсменсен урамра 100 метра çуран чупса йӗлтӗр ăмăртăвӗнче вăй виçмелле тата кире-пукан йăтмалла пулнă. Культурăпа спорт комплексӗнче шашкăпа шахмăт турнирӗ, бадминтон тата сӗтел çи теннис вăййисем иртнӗ.
Çӗнтерекенсене клубра ӗçлекен хӗрарăмсем парнесем панă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: