Сувар

Конференцие хутшăнакансем виççе пайланса ӗçлерӗç

Пăва районӗнчи Пӳркелӗнчи вăтам шкулта мартăн 15-мӗшӗнче районти чăваш шкулӗнчи ачасемсӗр пуçне Çӗпрел, Теччӗ районӗсенчи вӗренекенсем пухăнчӗç. Пӗрремӗш чăваш профессионал-çыравçи Юркка Иванӗ çуралнăранпа 155 çул çитнине халалласа кунта «Юркин вулавӗсем» наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ. Ăна ирттерме ТР ЧНКА Канашӗ, Пăва муниципаллă районӗн Вӗрентӳ уйрăмӗ, «Сувар» хаçат редакцийӗ хутшăнчӗç. Пухăннисене Пăва...

Пăва районӗнчи Пӳркелӗнчи вăтам шкулта мартăн 15-мӗшӗнче районти чăваш шкулӗнчи ачасемсӗр пуçне Çӗпрел, Теччӗ районӗсенчи вӗренекенсем пухăнчӗç. Пӗрремӗш чăваш профессионал-çыравçи Юркка Иванӗ çуралнăранпа 155 çул çитнине халалласа кунта «Юркин вулавӗсем» наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ. Ăна ирттерме ТР ЧНКА Канашӗ, Пăва муниципаллă районӗн Вӗрентӳ уйрăмӗ, «Сувар» хаçат редакцийӗ хутшăнчӗç.
Пухăннисене Пăва районӗнчи чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Владимир Ильин, Юркка Иванӗн мăнукӗн мăнукӗ Лариса Грачева, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Константин Малышев, паллă сăвăç Николай Дворов, Пăва районӗнчи вӗрентӳ уйрăмӗн методисчӗ Рамзия Ибрагимова, Юркка Иванӗн музейӗн директорӗ Анатолий Малышев саламларӗç, конференцие хутшăнакансене ăнăçлă ӗçлеме сунчӗç.
Конференци виçӗ секципе ӗçлерӗ: «Чăваш филологийӗ», «Таврапӗлӳ», «Ачасен пултарулăхӗ». Юркка Иванӗ ӗмӗрӗ тăршшӗпе чăваш йăли-йӗркисене пухса тӗпченӗ, вӗсем çинчен çитес ăрусем валли çырса ăнлантарса хăварнă.
Унăн çавра çулне халалланă ӗçсен анлăлăхне «Таврапӗлӳ» секцийӗнче пăхса тухнă докладсем тăрăх та палăртма пулать. Теччӗ районӗнчи Пăхăрçăри шкулта 6-мӗш класра вӗренекен Полина Трофимова «Хӗр йӗрри» йăла çинчен каласа пачӗ, аудиотӗслӗхсем итлеттерчӗ. Пăва районӗнчи Альшихри шкулта вӗренекен Елена Емельяновăпа Диана Курмышова «Юрă - халăх чунӗ» темăпа доклад хатӗрленӗ.
Ялти хушма ятсене тӗпчессине Юркка Иванех пуçланă, юлашки вăхăтра çакнашкал тӗпчевсем наукăпа практика конференцийӗсенче йăлана кӗрсе пыра пуçларӗç. Хальхинче те çавах. Пăва районӗнчи Шемекпе Чăваш Пимӗрсел ялӗсенчи йăх-несӗл тата хушма ятсене Дмитрий Савельев тӗпченӗ, Теччӗ районӗнчи Пухталӗнчи Эвелина Торгашова та çак темăпах доклад турӗ.
Тăхăрьялăн литературăпа çыхăннă вырăнӗсем çинчен Пӳркелӗнчи шкулта вӗренекен Любовь Савельева каласа пачӗ. Çыравçăсемпе кăна паллă мар Тăхăрьял, çак тăрăхран тухнă Виктор Макаровăн вăрçăри паттăрлăхӗ çинчен Элшелӗнчи шкулта вӗренекен Олеся Кузьмина пӗлтерчӗ. Элшел ялӗпе Тăхăрьял халапӗсем çинчен Вероника Малянова пӗлтерчӗ. Чăваш Çӗпрелӗн уявӗсем çинчен Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрел ялӗнчи шкулта вӗренекен Александра Кудрявцева ăнлантарчӗ.

Юркка Иванӗ хăй Тăхăрьялти пурнăçа мӗнлерех сăнлани çинчен Пăва районӗнчи Хирти Кушкă шкулӗнче вӗренекен Дарья Кириллова каласа пачӗ.
Каласа хăвармалла. Хăйӗн алçырăвӗсене пичетелнисӗр пуçне Юркка Иванӗ Ашмаринăн 17 томлă словарӗ, Никольскин тӗпчев кӗнекисем, Тимофеевăн «Тăхăрьял» ӗçӗ валли питӗ нумай материал хатӗрлесе панă. Фольклора тӗпчессинче ят çӗнсе илнӗ чылай ученăй хăйӗн пысăк çитӗнӗвӗшӗн Иван Николаевича тав тумалла тесе шутлатăп. Вăл ку тӗлӗшӗпе çырса хăварнисем, вырăсла каласан, аутентичный, кирлӗ пулсан, фундаменталлă наукăпа ытла «вараланман». Юркинăн теори пӗлӗвӗсем çителӗксӗр пулнине хăшӗсем çитменлӗх вырăнне хураççӗ, çав вăхăтра практика тӗлӗшӗнчен вăл вăхăтра ун чухлӗ ӗç тăвакан пулман-тăр та. Халăх сăмахлăхне тӗпчекенсем валли çул уçакан, сухмак хывакан пулнă Юркка Иванӗ. Вăл чăваш сăмахлăхне, историне тӗпче-тӗпче çырнă вăхăт хушшинче чăваш алфавичӗ икӗ хутчен улшăнма ӗлкӗрнӗ. Çакна Чăваш патшалăх гуманитари институтӗн архивӗнче упранакан Юркинăн алçырăвӗсеме паллашнă хыççăн çирӗплетме пулать.
Секцисенчи ӗçсем вӗçленсен «Юркин вулавӗсен» пӗтӗмлетӗвӗ пулчӗ. Çӗнтерекенсене Дипломсем, хутшăнакансене Сертификатсем парса хавхалантарчӗç ăна йӗркелекенсем. Парнисене Юркка Иванӗн мăнукӗн мăнукӗ, Чулхулара пурăнакан Лариса Грачева пачӗ. Вăл хăйӗн мăнаслашшӗн пултарулăхне тӗпчекенсене чӗререн тав турӗ.
Сахал мар ӗç тунă Юркка Иванӗ. Анчах та унăн литературăри еткерлӗхне тӗпчекенсем хальхи вăхăтра питӗ сахал. Пӳркелӗнчи вăтам шкулта ӗçлекенсене мероприятие çӳллӗ шайра хатӗрлесе ирттернӗшӗн тав тăвас килет. Çакнашкал наукăпа практика конференцийӗсем Тăхăрьял тӗпчевçи чăваш халăхӗ валли хăварнă ăс-хакăл пуянлăхне ытларах та ытларах тӗпчеме май парасса шанас килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: