Сувар

Мăйракасăр шултăра...

Шăматкун, ирхине 5 сехет. Ытти çулсенче ку вăхăтра хирсене кӗтӳ тухаканччӗ ӗнтӗ, кăçал вара... тата юр çума пултарать теççӗ. Çӗркӗ шăнтнă. Хӗвел тахçанах тухнă пулин те, ялта шăп. Ферма патне çывхарсан кăна сумалли аппартсем кӗрленине илтетӗн. Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗри ӗне фермине апрелӗн 21-мӗшӗнче ирпе ирех çитрӗмӗр эпир. Малтан пăру...

Шăматкун, ирхине 5 сехет. Ытти çулсенче ку вăхăтра хирсене кӗтӳ тухаканччӗ ӗнтӗ, кăçал вара... тата юр çума пултарать теççӗ. Çӗркӗ шăнтнă. Хӗвел тахçанах тухнă пулин те, ялта шăп. Ферма патне çывхарсан кăна сумалли аппартсем кӗрленине илтетӗн. Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗри ӗне фермине апрелӗн 21-мӗшӗнче ирпе ирех çитрӗмӗр эпир.
Малтан пăру ӳстерекен уйрăма кӗтӗмӗр. Инкубаторти чӗпсем пек пурте пӗр тӗслӗ пăрăвӗсем. Ула-чăласкерсене Марина Ерусланова пăхать. Сӗт хутăшне паракана курсан вӗсем сасă параççӗ. Инструкцие пăхăнса пăрусене 6-ран пуçласа 7-чен апатлантараççӗ кунта.
Çакнашкал кулленхи инструкцие (чек-листа) эпир ӗнесене сунă çӗрте те асăрхарăмăр. Фермăсенче таса мар ӗнесене час-часах курма тивет. Кивӗ Мертлӗсен вӗсем таса. Таса та, анчах... мăйракасăр. Пуринне те каснă. Пӗр-пӗрне, дояркăсене сӗкесрен тăваççӗ çакна.

Кивӗ Мертлӗ ӗнисене хире кăлармаççӗ. Вӗсем хӗлӗпе те çăвӗпе ферма картишӗнче. Ферма заведующийӗн Олег Еруслановăн сăмахӗсемпе, 3 витере 480 ӗне, 84 пăру. 380 ӗнине 10 доярка сăвать. Пурӗ фермăра 30 çын ӗçлет.
Пӗр витинче Елена Кузьмина, Надежда Жахова, Алевтина Матвеева тата Галина Кузьмина тăрăшаççӗ. Сăвăнакан сӗт пӗр пăрăха (трубана) кӗнӗрен вӗсен ӗçӗ те пӗр пек пайланать шалăвӗ те пӗр пек. Çăмăл мар доярка ӗçӗ, анчах та ялта тата ăçта ӗç тупăн? Çавăнпа хăшӗсем çемйипех фермăна ӗçлеме кӗме тăрăшаççӗ.
Галина Кузьминан фермăри ӗç стажӗ 30 çултан та иртнӗ ӗнтӗ. Шкул пӗтерсенех килнӗ вăл ун чухнехи «Гигант» колхозăн Кивӗ Мертлӗри уйрăмне. Çавăнтанпа ӗçлет те. Мăшăрӗ Владимир та кунтах, выльăхсене апатлантарать.
Хуçалăх хуçисем улшăнса тăраççӗ. Кивӗ Мертлӗ ферми çав вырăнтах тăрать. Кашни кун кунта выльăх-чӗрӗх ӗçӗ илсе пырăнать. Çынсем лайăххине шанса тăрăшаççӗ. Ферма - ялăн уйрăлми атрибучӗ. Вăл ӗçленӗ чух ял та сывă, чӗрӗ пек туйăнать.
Çурхи хӗвел хытăрах хӗртет. Çӗрле шыв кӳлленчӗкӗсене витнӗ пăрăн катăкӗсем хăвăрт ирӗлме пуçлаççӗ. Тислӗк купинчен пас йăсăрланни те аран кăна курăнать. Трактор хускатнă сасăсем илтӗнеççӗ. Ял вăранса пырать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: