Сувар

Пăва тополĕсем вĕçеве хатĕр

"Çул хĕррине мĕншĕн хурăн лартмарăмăр-ши?..", - тесе пĕрре мар ÿкĕннĕ пулĕ Пăва районĕн вăрманçисем çурхи посадкăсем çине пăхса. Кашни çуркунне районти бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсем аллисене мунчаласемпе шурă пур тытса аслă çул хĕрринчи посадкăсене тирпейлеме тытăнаççĕ. Хăш-пĕр ялсем 25-шер километра тăсăлакан йывăç посадкисене сăрлаççĕ, хăшĕсем 2-шер. Çÿп-çапран, хăрăк туратсенчен тасалнă çирĕксем...

"Çул хĕррине мĕншĕн хурăн лартмарăмăр-ши?..", - тесе пĕрре мар ÿкĕннĕ пулĕ Пăва районĕн вăрманçисем çурхи посадкăсем çине пăхса. Кашни çуркунне районти бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсем аллисене мунчаласемпе шурă пур тытса аслă çул хĕрринчи посадкăсене тирпейлеме тытăнаççĕ. Хăш-пĕр ялсем 25-шер километра тăсăлакан йывăç посадкисене сăрлаççĕ, хăшĕсем 2-шер. Çÿп-çапран, хăрăк туратсенчен тасалнă çирĕксем хăйсен шурă "аттисемпе" çутатса çул хĕрринче салтаксем пек тăраççĕ. Хăшĕ-пĕрне яштака топольсем баллистика ракетисене те аса илтереççĕ. Палăртса хăвармалла, кун пекки урăх нихăш районта та çук.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: