Сувар

г. Казань

Пăва (Буинский)

Пăвара кам чи лайăх автоледи?

Руль умне хӗр-хӗрарăмсем ларнине арçынсем темӗн чуль критиклесен те статистикăна хирӗçлеме çук. Хӗрарăмсем арçынсемпе танлаштарсан, çул çинче тимлӗрех, çул-йӗр правилисене вӗсенчен икӗ хут сахалрах пăсаççӗ. Пăва районӗ çак фактпа килӗшет. Çавăнпа кунта августăн 5-мӗшӗнче автоледисен ăмăртăвне ирттерет. Вырăнти ПАИ пӗлтернӗ тăрăх, ăмăрту икӗ пайран тăрать, пӗрремӗшӗнче автоледисем çул-йӗр правилисемпе экзамен...

Руль умне хӗр-хӗрарăмсем ларнине арçынсем темӗн чуль критиклесен те статистикăна хирӗçлеме çук. Хӗрарăмсем арçынсемпе танлаштарсан, çул çинче тимлӗрех, çул-йӗр правилисене вӗсенчен икӗ хут сахалрах пăсаççӗ. Пăва районӗ çак фактпа килӗшет. Çавăнпа кунта августăн 5-мӗшӗнче автоледисен ăмăртăвне ирттерет.

Вырăнти ПАИ пӗлтернӗ тăрăх, ăмăрту икӗ пайран тăрать, пӗрремӗшӗнче автоледисем çул-йӗр правилисемпе экзамен параççӗ, иккӗмӗш пайӗнче машинăпа çӳрес ăсталăха кăтартаççӗ. Ăмăртăва машинăпа çӳреме опыт пуррисем пурте хутшăнма пултараççӗ.

Конкурс районти ПАИ умӗнче ирхине 10 сехетре пуçланать. Ыйтса пӗлмелли телефон: 89376127434.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев