Сувар

Тăхăрьялсем Слакпуçра

«Нарспи» авторӗн тăван кӗтесӗнче пулса курнă хыççăн Тăхăрьял çыравçисен çӗнӗ произведенийӗсем çураласса иккӗленместпӗр.

Июль уйăхӗн вӗçӗнче Пăва районӗнчи чăвашсен делегацийӗ Пушкăртстанри Слакпуçӗнче пулса курчӗ. ЧНКЦ хастарӗсем паллă чăваш поэчӗсене çуратнă яла тахçанах кайса курма палăртнă пулнă. Хăнасене «Урал сасси» хаçатăн тӗп редакторӗ Юрий Михайлов кӗтсе илсе вырнаçтарнă. Пăвасем К.В.Иванов, Я.Г.Ухсай музейӗсенче пулса курнă хыççăн яла та курса çаврăннă. Туристсем курма васкакан вырăнсене те çитнӗ инçе çултан хăрамасăр çӳрекен делегаци. Ăна ертсе пыракан Анна Никанорова пӗлтернӗ тăрăх, ентешсем çулçӳревпе кăмăллă юлнă.
«Нарспи» авторӗн тăван кӗтесӗнче пулса курнă хыççăн Тăхăрьял çыравçисен çӗнӗ произведенийӗсем çураласса иккӗленместпӗр.
Юрий Михайлов сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: