Сувар

Пăвасем репетицисӗр салтака каймаççӗ

Хальхи вăхăтра Раççейре çурхи призыв кампанийӗ пырать. Июлӗн 15-мӗшӗччен çӗр-çӗр каччă çар ретне тăрӗ. Чăваш ялӗсенче те хурлăхлă салтак юррисем янăрама пуçларӗç. Хӗсмет иртмелли срок халӗ çулталăк кăна пулсан та, атте-аннене ывăлне çара яма çăмăл мар. Салтака ăсатас йăла чăвашсен хурлăхлă, тарăн философиллӗ. Ку ӗнтӗ ӗлӗк хӗсмет служби 25 çула...

Хальхи вăхăтра Раççейре çурхи призыв кампанийӗ пырать. Июлӗн 15-мӗшӗччен çӗр-çӗр каччă çар ретне тăрӗ. Чăваш ялӗсенче те хурлăхлă салтак юррисем янăрама пуçларӗç. Хӗсмет иртмелли срок халӗ çулталăк кăна пулсан та, атте-аннене ывăлне çара яма çăмăл мар.

Реклама

Салтака ăсатас йăла чăвашсен хурлăхлă, тарăн философиллӗ. Ку ӗнтӗ ӗлӗк хӗсмет служби 25 çула тăсăлнипе яш каччăн каялла таврăнас шанăçӗ пӗчӗккипе те çыхăннă пуль-ха. Çавăнпа тăвансемпе, ял-йышпа ӗмӗрлӗхех сывпуллашнă вăл. Ялсенче йăла халӗ те сыхланса юлнă-ха, чăн та, юррисен сăмахӗсем майпен манăçа тухса пыраççӗ. Йăлана сыхласа хăварас тӗллевпе темиçе çул каялла «Сувар» хаçат «Никрут юрри» фестиваль-конкурсне пуçарнăччӗ. Пăва районӗ фестиваль -конкурса кăçал малалла тăсма шутлать. Кунти ЧНКЦ апрелӗн 24-мӗшӗнче иртнӗ ларăвӗнче «Никрут юррисем» район фестиваль-конкурсне майăн 9-мӗшӗ тӗлӗнче Альшихри Культура çуртӗнче ирттерме йышăннă. Çапла майпа Пăва тăрăхӗнчи салтак çулне çитнӗ каччăсемшӗн вăл ахаль мероприяти кăна мар, пурнăçри чи яваплă самант - çара кайни - умӗнхи репетици те пулӗ. (К. Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: