Сувар

Пăвасен хăйсен «шăпчăкӗ»

Чăваш юррине республикăра пăвасем чухлӗ пӗр район та юратмасть пуль. Кунта çамрăк юрăçсен хушшинче çуллен «Тăхăрьял шăпчăкӗ» конкурс иртет. Йышăннă йăлапа, конкурса çӗнтерӳçӗн ялӗ йышăнать. Çапла конкурсантсем çине тата пысăкрах яваплăх тиенет иккен. Юрлас пултарулăха кăтартнисӗр пуçне вӗсен ял имиджне те çӗклемелле. Сăмах май, ӗлӗк ку тăрăхра çамрăксен вăййисен хăйне...

Чăваш юррине республикăра пăвасем чухлӗ пӗр район та юратмасть пуль. Кунта çамрăк юрăçсен хушшинче çуллен «Тăхăрьял шăпчăкӗ» конкурс иртет. Йышăннă йăлапа, конкурса çӗнтерӳçӗн ялӗ йышăнать. Çапла конкурсантсем çине тата пысăкрах яваплăх тиенет иккен. Юрлас пултарулăха кăтартнисӗр пуçне вӗсен ял имиджне те çӗклемелле. Сăмах май, ӗлӗк ку тăрăхра çамрăксен вăййисен хăйне евӗрлӗхӗ те пулнă теççӗ: хăш ял вăййи лайăхрах та вăйлăрах пулнине тавралăха ян! каякан сасă тăрăх палăртнă имӗш. Çак йăла кунта халӗ те сыхланса юлнă ав, чăн та, урăхларах форматпа.

Кăçал апрелӗн 24-мӗшӗнче Мăкăр ялӗнче иртнӗ конкурса Пăва тăрăхӗнчи 20 çамрăк юрăç хутшăннă. Чыслă «Тăхăрьял шăпчăкӗ» ята хальхинче Альших шкулӗнче вӗренекен чиперкке Елена Емельянова тивӗçнӗ. 1-мӗш вырăна вара Чăваш Шуршу ялĕнче пуçламăш класра вĕренекен Лианăпа Виктория Никоновăсем тата Виолетта Емельянова пайланă. 2-мĕш вырăна Чăваш Киштек ялĕнчи вăтам шкулта вĕренекен Диана Бахтинова, Элшел вăтам шкулĕнче вĕренекен Кристина Барбарова, 3-мĕш вырăна Таккавар ял хĕрачи Милана Тапоркина тивĕçнӗ. Саламлатпăр! Çитес çул «Тăхăрьял шăпчăкӗ» ăçта иртессине тавçăрма йывăр мар. Альших юрăçи мала тухнă-тăк...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: