Сувар

Пирӗн Сантăр Пикл

Кашни тапхăра вăл вăхăтра пурăннă паллă çынсемпе виçсе танлаштараççӗ историксем. Уйрăмах искусствора. Калăпăр, Микеланджелопа Леонардо возрождени - чӗрӗлӳ - саманинче ӗçленӗ. Романтизм юхăмӗ те, реализм та, готика та - кашнийӗ хăйӗн ăстисемпе палăрса тăрать. Истори чаплă пир тӗртекен пек, çав ятсене вăхăт катанпирӗ çине тӗрлесе кӗртсе хăварать. СССР арканнăвӗнчен пуçланнă...

Кашни тапхăра вăл вăхăтра пурăннă паллă çынсемпе виçсе танлаштараççӗ историксем. Уйрăмах искусствора. Калăпăр, Микеланджелопа Леонардо возрождени - чӗрӗлӳ - саманинче ӗçленӗ. Романтизм юхăмӗ те, реализм та, готика та - кашнийӗ хăйӗн ăстисемпе палăрса тăрать. Истори чаплă пир тӗртекен пек, çав ятсене вăхăт катанпирӗ çине тӗрлесе кӗртсе хăварать.
СССР арканнăвӗнчен пуçланнă çӗнӗ ирӗклӗ саманана апла та, капла та хаклакансем нумай. Кам-тăр çухатать, кам-тăр тупать. Çав вăхăтра чăвашсен тӗнчинче шаблон чиккисем урлă каçса шухăшлакан тата çыракан художник Сандр Пикл хăйӗн ӗçӗсемпе палăра пуçларӗ. Картари сурăхсем пек партипе правительство хыççăн утма хăнăхнă çынсемшӗн ахăрсамана вăхăтӗнче вăл пачах урăхла, авангардла сулмаксемпе чăваш тӗнчине уçса кăтартрӗ. Ӳкерчӗкӗсенчи шухăш вӗçевӗ пусарать те, хăпартлантарса та ярать. Пейзажри кăмăл-туйăм сипечӗ мар унăн картинисенче, философилле - хушу тесен, хушу мар, сӗнӳ тесе те калас килмест. Пӗтӗмлетӳ-тӗр. Анчах художник пӗтӗмлетнине пӗтӗмлетекенни тата куракан та пур-вӗт-ха. Мана пулсан - вӗсем ăçта-тăр чӗнекен е тăхтатараканнисем мар - пирӗн пурнăç тӗшшине ăнланма пулăшаççӗ. Хусанта, ытти хуласенче куравӗсем ирттрӗç. Пуçлăхсем асăрхарӗç ăна. Анчах çын çине тухма юратмасть халӗ те.
Йывăçран ăсталанă скульптурисем - уйрăм калаçу. Хăйне евӗр мода кăларса ячӗ Сандр Пикл чăваш ӳнерçисем хушшинче. Апаш, Елчӗк, Çӗрпӳ, «Чувашия» санаторий Пикл паллисемлӗ халь. «Вӗçен-кайăк грипӗ» ятлă скульптури шак! хытарать. Ăна курмалла. Çак çын ялти шкулта рисовани учителӗ пулса ӗçленине малтан шанас килмест. Ăна нумайăшӗ хăйӗн ӗçӗсем çинчен çырса кăтартма ыйтаççӗ. Анчах та вăл шав турпас кăларать. Паян Александр Иванович Алексеев 60 çул тултарчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: