Сувар

Пӳркелӗнчи шоу

Çуркунне çитнипе савăнса юрлакан шăпчăксемпе пӗрле Пăва районӗнчи чăваш ачисем те хăйсен юррисене шăрантарма тытăнчӗç. Районти чăваш ачисем хушшинче çулсерен иртекен «Тăхăрьял шăпчăкӗ» юрă конкурсне кăçал Пӳркелӗнчи Культура çурчӗ йышăнчӗ. Тăван чӗлхепе иртекен шоу-программăна куракансем те сахаллăн марччӗ, алă çупса ларакансем ытларах сцена çине хумханса тухакан ачасен çулӗсенчисемччӗ. Йӗркелӳçӗсен шухăшӗпе,...

Çуркунне çитнипе савăнса юрлакан шăпчăксемпе пӗрле Пăва районӗнчи чăваш ачисем те хăйсен юррисене шăрантарма тытăнчӗç. Районти чăваш ачисем хушшинче çулсерен иртекен «Тăхăрьял шăпчăкӗ» юрă конкурсне кăçал Пӳркелӗнчи Культура çурчӗ йышăнчӗ. Тăван чӗлхепе иртекен шоу-программăна куракансем те сахаллăн марччӗ, алă çупса ларакансем ытларах сцена çине хумханса тухакан ачасен çулӗсенчисемччӗ.

Йӗркелӳçӗсен шухăшӗпе, кăçалхи «Тăхăрьял шăпчăкӗ» конкурс нихçанхинчен нумайрах конкурсант пуçтарнă. Çапла, апрелӗн 28-мӗшӗнче Çӗнӗ Мертлӗ, Хирти Кушкă, Тури Лащи, Таккавар, Мăкăр, Альших, Элшел, Чăваш Киштекӗ, Пӳркел, Шемек, Раккасси, Кипеккасси ялӗсем хăйсен çамрăк юрăçисене сцена çине кăларчӗç.

Çак конкурса Элшелӗнчи вăтам шкул директорӗ пул­нă Владимир Афанасьевăн пу­çарăвӗпе 2005 çулта ирттерме тытăннă. Вăл хутшăнакансене те, йӗркелӳçӗсене те килӗшнипе Тăхăрьял чăвашӗсем ăна малалла тăсма калаçса татăлнă. Конкурсра çӗнӗ талантсем хунама тытăннă. Тăтăшах икӗ çул Элшел хӗрӗ Кристина Дедушкина çӗнтернӗ. Унтан Чăваш Киштекӗнчен Софья Яковлева мала тухнă. Кипеккассинчи Анастасия Степановăпа Юлия Сидорова, Элшелӗнчи Валентина Курманаева та тӗрлӗ çулсенче çак конкурсăн çӗнтерӳçисен ятне илме тивӗçнӗ. Рекордсменсем те пур. Пимӗрселӗнчи Екатерина Карамзина «шăпчăкра» икӗ хутчен çӗнтернӗ, Пӳркелӗнчи Инна Хлынова тăватă (!) хутченех.

Пӳркелӗнчи Наталья Дмитриева пирки вара уйрăммăн каламалла. «Тăхăрьял шăпчăкӗ» конкурсра çӗнтерни унăн юрăç карьеринчи пӗрремӗш çитӗнӳ пулнă. Юрла-юрла вăл Шупашкарах çитрӗ. Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухрӗ, хальхи вăхăтра шӗкӗр хулари филармонин «Дуняша Style» ушкăнӗн солистки.

Çакнашкал тӗслӗх конкурса хутшăнакан вӗренекенсемшӗн пысăк стимул пулни каламасăрах паллă. Сцена çинче пӗрремӗш утăмсем тăвакан хăш-пӗр конкурсант «Тăхăрьял шăпчăкне» эстрадăри трамплин пек йышăнни те сисӗнчӗ.

Пӳркелӗнчи юрă конкурсне кăçал 19 конкурсант хутшăнчӗ, вӗсенчен икӗ дуэтпа пӗр трио. Ачасен репертуарӗнче ытларах чăваш халăх тата эстрада юррисем пулчӗç. Вӗсене конкурса музыка вӗрентекенӗсем мар, ытларах чăваш чӗлхи учителӗсем хатӗрлени те сисӗнчӗ. Чылай юрлаканăн вокал енӗпе аталанмалли пур-ха. Хаклав критерийӗсен шутне жюри сасă диапазонне, юрлас техникăна, ритм туйăмне, микрофонпа усă курма, сцена çинче тыткалама пӗлнине кӗртнӗ. Çапах сцена костюмӗсем пирки жюри пайташӗсен пӗр иккӗленӳ те çукчӗ, пурне те «5» лартрӗç.

Конкурс йӗркелӳçисем - Пăва районӗнчи ЧНКЦ, районти чăваш чӗлхи вӗрентекенӗсен методика пӗрлешӗвӗ, «Сувар» хаçат редакцийӗ, «Ак Барс» агрофирмăн Элшелӗнчи филиалӗ, Пӳркелӗнчи Культура çурчӗ - лайăх парнесем хатӗрленӗччӗ. Мала тухакана нихçан çука укçан парне те пама пултарчӗç пăвасем. Çапах унăн ятне çыриччен «Тăхăрьял шăпчăкӗнче» палăрнă конкурсантсем çинчен уйрăммăн каласа хăварас килет. Альшихри Елена Емельянова хăна юррине акапелло шăрантарчӗ, Олег Московскипе Сергей Кудамасов питӗ лайăх купăс каларӗç, Карина Ефарова кураканпа тӳрех çыхăну йӗркелерӗ, Инна Хлынована зал пуринчен те хытăрах алă çупрӗ. Жюри юрлакансен ӗçне пӗтӗмлетнӗ вăхăтра куракансене хăйӗн пултарулăхӗпе республикипе палăрнă «Ритм» ташă ушкăнӗ савăнтарчӗ. Людмила Хлынова ертсе пыракан Пӳркел ташăçисем пӗлтӗр кăна 13 конкурсран дипломсем илсе таврăннă.

Юрă конкурсӗн пӗтӗмле­тӗ­вӗпе Гран-прие Мăкăр хӗрӗ Екатерина Тюплина çӗнсе илчӗ. Тепӗр конкурс, 2018 çулта, унăн ялӗнче иртет. Çапла «Тăхăрьял шăпчăкӗ» Тăхăрьял чиккисенчен тухрӗ, апла пулсан конкурсăн пӗлтерӗшӗ ӳссе, чапӗ сарăлса пырать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: