Сувар

Пушкин вӗренекенӗсем

Тăхăрьял поэчӗсем кăна марччӗ поэзи кунӗнче, Пăваран та, Сивӗшывран та, Елчӗкрен те пурччӗ сăвăçсем. Çавăнпа та уяв виçӗ чӗлхепе иртнинчен тӗлӗнмеллиех çук-тăр. Нумай нациллӗ Пӳркелӗнче час-часах çапла пулса иртет.

Пăва районӗнчи Пӳркелӗнче А.С.Пушкин çуралнине халалласа Поэзи кунӗ ирттерчӗç. Тăхăрьял поэчӗсем кăна марччӗ унта, Пăваран та, Сивӗшывран та, Елчӗкрен те пурччӗ сăвăçсем. Çавăнпа та уяв виçӗ чӗлхепе иртнинчен тӗлӗнмеллиех çук-тăр. Нумай нациллӗ Пӳркелӗнче час-часах çапла пулса иртет.

Тăхăрьялсене илес пулсан, пирӗн вулакансем паллакан А.Тимофеев (Раккасси), Н.Зимин (Элшел), Н.Дворов (Шемек), А.Малышев (Пӳркел), А.Никонорова (Пăва) пек паллă сăвăçсемсӗр пуçне литературăра палăрма васкаман И.Игнатьев (Канав), Л.Никитина (Таккавар), М.Хайбулкина (Кивӗ Пăрăнтăк), Е.Афанасьев (Элшел) те пурччӗ поэзи уявӗнче. Вӗсен сăввисене те итлесе хаклама май килчӗ пухура.

Çапах Юркка Иванӗн музей садӗнчи савăнăçлă тӗлпулу садик ачисем Пушкинăн «Лукоморье» сăввине вуланинчен пуçланчӗ. Унтан Тукай янăрарӗ куйкăрăш юпи умӗнче, унтан Иванов. Ялшăн паллă мешехесене çак йывăç палăк (Авторӗсем С.Пиклпа В.Аванмарт) çумӗнче пуçлама хăнăхса пыраççӗ пӳркелсем.

Пушкинпа пӗрле пӗчӗкрех халăхсен ялавӗсем пулса тăнă поэтсен ӳкерчӗкӗсем çумӗнче ял çыннисемпе кӳршӗллӗ пурăннă çынсен сăнӗсем те çакăнса тăраççӗ поэтсен хисеп хăми çинче. Кунта пиртен иртерех уйрăлса кайнă М.Смирновпа П.Остроумов (Пӳркел), В.Ашкеровпа Н.Юнгеров (Элшел), Д.Шашкинпа В.Урташ (Раккасси) тата ыттисем те. 
Пӳркелӗнчи библиотека пухса хатӗрлекен «Тăхăрьял» литература альманахӗн 15-мӗш номерне нумай ят кӗнӗ. Ăна алă вӗççӗн тунипе экземплярӗсем нумаях мар. Çапах та, ваттисене сума-сунă пекех, литература йăлине те пӳркелсем тытса пыраççӗ-ха. Поэзире çӗнӗ ятсене курма кăмăллăччӗ. Б.Ахмадуллина тата Е.Евтушенко пек хăлаçлана-хăлаçлана вуларӗç çунатлă йӗркисене Пушкин вӗренекенӗсем. 

Çак уява курас текенсем те сахаллăн марччӗ. Пăвари ветерансен пӗрлешӗвӗнчен «Газель» тытсах килнӗ, пӳркелсем хăйсем те, кӳршӗ ялсем те сахаллăн марччӗ. Сăвă çумӗнче юрă. Тăхăрьял тăрăхӗ сăвăçсемпе кăна мар, юрăçсемпе те пуян пулнине куртăмăр. Уяв вӗçленнӗ çӗре хуранри «туслăх пăтти» те пиçсе çитрӗ.

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: