Рункăсем туй силлерӗç

Пăва районӗнчи Рункă ялӗнче «Кӗр сăри» уявӗ иртрӗ. Унччен малтан вырăнти ЧНКЦ Канашӗн ларăвӗ пулчӗ. «Кӗр сăрине» рункăсем тахçанах хатӗрленнӗ. Çак уява вырăнти сцена ăстисем тата районти «Уяв» ансамбль чăваш туйӗ туса кăтартса пачӗç. Курма килекенсем питӗ интереслӗ юрă-ташăллă программа курма пултарчӗç. Вӗсем нар пек хитре «хӗрӗ», кӗреш юман пек...
Пăва районӗнчи Рункă ялӗнче «Кӗр сăри» уявӗ иртрӗ. Унччен малтан вырăнти ЧНКЦ Канашӗн ларăвӗ пулчӗ. «Кӗр сăрине» рункăсем тахçанах хатӗрленнӗ. Çак уява вырăнти сцена ăстисем тата районти «Уяв» ансамбль чăваш туйӗ туса кăтартса пачӗç. Курма килекенсем питӗ интереслӗ юрă-ташăллă программа курма пултарчӗç. Вӗсем нар пек хитре «хӗрӗ», кӗреш юман пек «каччи» çине ытараймасăр пăхса ларчӗç. Артистсем туй такмакӗсем каласа тăпăртатса ташлама тытăнсан зал алă çупса хавхалантарчӗ. Мӗнле пуян иккен чăваш туйӗ: хӗр йӗрри, хăна юрри, саккăрла! Мешехе вӗçленсен Пăва районӗнчи чăваш наципе культура центрӗн Председателӗ Владимир Ильин çулталăк тăршшӗпе общество ӗçӗнче палăрнă хастарсене Хисеп хучӗсем парса чысларӗ.
Видео ак кунта
https://ok.ru/video/206128417320
https://ok.ru/video/206128351784
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
10 августа 2022 - 06:56Çу хута Тутарстанра иккӗмӗш хут вăрмансене кӗме чараççӗ Республикăри Вăрман хуçалăх министерствинчен пӗлтернӗ тăрăх, шăрăх çанталăка пула çывăхри виçӗ эрнене Тутарстанри вăрмансене кӗме чараççӗ.3700
-
9 августа 2022 - 14:55Жаркие фестивальные дни волонтеров АО «Транснефть – Прикамье» В жаркие минувшие выходные волонтеры АО «Транснефть – Прикамье» поддержали значимые культурные мероприятия в Пермском крае и Республике Татарстан.19100
-
9 августа 2022 - 14:34«Сувар» хаçатăн тӗп парни хальхинче аксусене лекрӗ Паян «Сувар» хаçата 2022 çулăн 2-мӗш çур çулне çырăннисен хушшинче ирттернӗ акцие пӗтӗмлетрӗмӗр.15100
-
9 августа 2022 - 12:06Машинасем тырра йӗтеме турттарса ӗлкӗреймеççӗ Вырма вăхăчӗ çитнӗ. Аграрисем хӗрсе кайса хирсенче ӗçлеççӗ. Типӗ çанталăкăн кашни минучӗ хаклă. Ӳстерсе çитӗнтернине йăлтах вăхăтлă пуçтарса пӗтерес килет. Пăва районӗнчи «Заря» тулли мар яваплăхлă пӗрлешӗвӗн «Гигант» уйрăмӗнче кӗрхи тулла вырма тытăннă. Комбайсем хирте тинӗсри карапсем пекех, мăнаçлăн ишеççӗ. Бункерӗсене те хăвăрт тултараççӗ. «Универсиада» сортăн улăмӗ нумайрах, вăтам тухăç – гектартан 40 центнера яхăн. Машинасем тырра йӗтеме турттарса ӗлкӗреймеççӗ.17100
-
5 августа 2022 - 16:01Пахалăхне тӗрӗсленӗ
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
9 августа 2022 - 05:55Александр Денисович ЧЕРНОВА 55 çул тултарнӑ ятпа!Тӗнчери чи хаклӑ та юратнӑ çыннӑмӑра, Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗнче пурӑнакан Александр Денисович ЧЕРНОВА августӑн 9-мӗшӗнче 55 çул тултарнӑ ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!14900
-
5 августа 2022 - 10:53Александр Владимирович ИВАНОВ 60 çул тултарчӗАксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан Александр Владимирович ИВАНОВ ӗнер, августăн 4-мӗшӗнче, 60 çул тултарчӗ. Юратнă мăшăра, аттене, кукаçее, асаттене сумлă юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр!38100
-
19 июля 2022 - 08:05Валентина Николаевна АЛЬМЕНДЕЕВАНА юбилей ячӗпе!Пăва районӗнчи Ескуль ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Элмет хулинче пурăнакан Валентина Николаевна АЛЬМЕНДЕЕВА (ИСАКОВА) июлӗн 19-мӗшӗнче 65 çул тултарать.66900
-
7 августа 2022 - 13:47Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗн мухтавлă çынни, пултаруллă юрăçи, халăх ансамблӗн пултăклă ертӳçи – Людмила Сердцева! Пӗчӗк чухнех тăрăшуллă, маттур, правур, хастар пулнă вăл. Пур ӗçе те вăхăтра та тӗплӗ ӗçлеме юратнипе палăрса тăнă. Ахальтен мар пӗр-пӗр ӗç тумалла е ăçта та пулсан каймалла чухне Пётр Иванович: «Люсьăна ярăр, вăл кайсан веçех пулать», – тенӗ. Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗн мухтавлă çынни, пултаруллă юрăçи, тӗрлӗ енлӗ талантлă вӗрентекенӗ, чăваш наци культурине упрас тата аталантарас, çамрăк яш-кӗрӗме çӗршывшăн, чăвашлăхшăн, пуласлăхшăн тăрăшма вӗрентес ӗçре ырми-канми тăрăшакан, «Хӗлхем» халăх фольклор ушкăнӗн тата «Çăлкуç» ушкăнӗн ертӳçи Людмила Петровна Сердцева августăн 4-мӗшӗнче хăйӗн 65 çулхи юбилейне паллă турӗ.48500
-
7 августа 2022 - 14:14Тăхăрьялăн пуян историйӗ Элшел музейӗнче упранать Тăхăрьял историйӗпе паллашас тесен Пăва районне кӗрекен Элшелне кăна каймалла. Шăп çак ялта пуçтарнă та ӗнтӗ легендарлă тăрăхăн ӗмӗрсен пуян кун-çулне. Кам кăна тухман-ши Тăхăрьялтан? Культура, наука, спорт, çар тата ытти сферăра палăрнисем йышлă, анчах пуринчен ытла писательсемпе поэтсем. Мӗнпе çыхăннă çакă? Сывлăшӗ урăхларах-ши е ытти сăлтавпа? Апла-и, капла-и – ку факт. Паллă çынсен пурнăçӗпе паллаштарать те Элшелӗнчи музей. Унта эпир Пăва районне ӗçпе кайсан кӗрсе тухрăмăр. Музей ӗçне ялти хисеплӗ çын Евгений Афанасьев йӗркелесе ертсе пырать. Çак ӗçе вăл шкулта ӗçленӗ чухнех кӳлӗннӗ, пенсие тухсан та пăрахас темен – малаллах ӗçлет. Мӗншӗн тесен музей ӗçӗн хакне, унăн социаллă пӗлтерӗшне çав тери аван ăнланать. Çамрăксем ку енӗпе пит ӗçлесшӗнех мар, çул ӳсӗмне кура ун хакне ăнланмаççӗ-ши?42100
-
7 августа 2022 - 14:38Тутарстан киновӗ «Алтайри Шукшин кунӗсем» Пӗтӗм Раççейри кинфестивальте гран-при çӗнсе илнӗ Июлӗн 19 – 23-мӗшӗсенче «Алтайри Шукшин кунӗсем» Пӗтӗм Раççейри фестиваль витӗмӗпе XXIV кинофестиваль иртнӗ. Тутарстан кинематографӗсем унта гран-при çӗнсе илме пултарнă. Ильдар Ягафаров ӳкернӗ «Исэнмесез?» кинофильм пирки пырать сăмах. Ильдар Рашитович фестивальсене ăнсăртран хутшăннă тесе каласа пачӗ. Мускавран пӗлӗшӗ шăнкăравласа фестивале хутшăнма сӗннӗ иккен, приз илме шак хумасăр, ытахальтен тенӗ пек килӗшнӗ. Заявкăсем йышăнма чарăнас умӗн пӗр кун маларах фестивале хутшăнма ӗлкӗрнӗ. Лентăна «Западные ворота» жюрийӗ пысăка хурса хакланă. Режиссера хăйне фестивальсене хутшăнасси мар, прокат ытларах интереслентерет, республикăра «Исэнмесез?» шăпипе савăнмалла – кинона çӳрекенсем нумай, пӗтӗмӗшле илсен куракансен кăмăлне каять. Çав вăхăтрах çамрăк, анчах авторитетлă Псков фестивалӗн лонг-листне лекни те паха тесе кинофестиваль авторитетлă пулнине палăртрӗ Ягафаров.33400
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика