Сувар

Стас Владимимров пахчаçимӗç ролӗнче

Шупашкарта нумай вăхăт хушши «Тантăш» хаçата ертсе пынă, унтан хăй тӗллӗн пӗчӗккисем валли «Асамат» журнал кăларма тытăннă ачасен писателӗ Владислав Николаев ача-пăча психологине лайăх пӗлни çак пьесăра курăмлăн сисӗнет. Автор «çӗртен уйрăлнă» хула çыннисене Çӗр Анне патне хаваслă юмах урлă тавăрасшăн. Кунта Çăкăр Пучахӗн, Çӗр Улмин, Ӗне Ыррин сăнарӗсем ăна...

Шупашкарта нумай вăхăт хушши «Тантăш» хаçата ертсе пынă, унтан хăй тӗллӗн пӗчӗккисем валли «Асамат» журнал кăларма тытăннă ачасен писателӗ Владислав Николаев ача-пăча психологине лайăх пӗлни çак пьесăра курăмлăн сисӗнет. Автор «çӗртен уйрăлнă» хула çыннисене Çӗр Анне патне хаваслă юмах урлă тавăрасшăн. Кунта Çăкăр Пучахӗн, Çӗр Улмин, Ӗне Ыррин сăнарӗсем ăна çак ӗçре пулăшаççӗ. Тӗлӗнмелле, анчах та ачисем те, ашшӗсемпе амăшӗсем те Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Чăваш Патшалăх Çамрăксен театрӗн актерӗсен вылявӗнчен пӗр пек кулаççӗ çак спектакльте. Тутарстанри Нурлат, Аксу, Çӗпрел районӗсенче «Ванюк ӗçе хăнăхать» пӗр пайлă спектакль аншлага иртрӗ. Пăва районӗнчи Кипеккассинче сивӗ çанталăк пулнăран кăна ачасем сахалртарахчӗ.

Спектаклӗн чăвашла фрагментне çак мероприятие килейменнисене кăтартас терӗмӗр

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: