"Сувар" хаçат кубокĕшĕн Пăва районĕнчи чăваш ачисем кĕрешĕç

Пăва районӗнчи Рункă ялӗнчи çӗнӗ спорт площадкинче 2002-2006 çулхи ачасен командисем хушшинче «Сувар» хаçат кубокӗшӗн мини-футбол турнирӗ иртет. Ăна июлӗн 23-мӗшӗнче Пăва районӗнчи чăваш наципе культура центрӗ «Сувар» хаçатăн Попечителӗсен канашӗпе пӗрле йӗркелеççӗ. Хутăш системăпа иртекен турнира 10-14 çулти 8 футболистран тăракан команда хутшăнаять. Вӗсен 7 минутлă икӗ тайм вылямалла...
Пăва районӗнчи Рункă ялӗнчи çӗнӗ спорт площадкинче 2002-2006 çулхи ачасен командисем хушшинче «Сувар» хаçат кубокӗшӗн мини-футбол турнирӗ иртет. Ăна июлӗн 23-мӗшӗнче Пăва районӗнчи чăваш наципе культура центрӗ «Сувар» хаçатăн Попечителӗсен канашӗпе пӗрле йӗркелеççӗ. Хутăш системăпа иртекен турнира 10-14 çулти 8 футболистран тăракан команда хутшăнаять. Вӗсен 7 минутлă икӗ тайм вылямалла пулать. Йӗркелекенсем районти чăваш ялӗсенчи спорта юраткансенчен, физкультура вӗрентекенӗсенчен Rung.Bui@tatar.ru адреспа заявкăсем кӗтеççӗ. Ăмăртăвăн Положенийӗпе suvar.su сайтра паллашма пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
7 августа 2022 - 14:38Тутарстан киновӗ «Алтайри Шукшин кунӗсем» Пӗтӗм Раççейри кинфестивальте гран-при çӗнсе илнӗ Июлӗн 19 – 23-мӗшӗсенче «Алтайри Шукшин кунӗсем» Пӗтӗм Раççейри фестиваль витӗмӗпе XXIV кинофестиваль иртнӗ. Тутарстан кинематографӗсем унта гран-при çӗнсе илме пултарнă. Ильдар Ягафаров ӳкернӗ «Исэнмесез?» кинофильм пирки пырать сăмах. Ильдар Рашитович фестивальсене ăнсăртран хутшăннă тесе каласа пачӗ. Мускавран пӗлӗшӗ шăнкăравласа фестивале хутшăнма сӗннӗ иккен, приз илме шак хумасăр, ытахальтен тенӗ пек килӗшнӗ. Заявкăсем йышăнма чарăнас умӗн пӗр кун маларах фестивале хутшăнма ӗлкӗрнӗ. Лентăна «Западные ворота» жюрийӗ пысăка хурса хакланă. Режиссера хăйне фестивальсене хутшăнасси мар, прокат ытларах интереслентерет, республикăра «Исэнмесез?» шăпипе савăнмалла – кинона çӳрекенсем нумай, пӗтӗмӗшле илсен куракансен кăмăлне каять. Çав вăхăтрах çамрăк, анчах авторитетлă Псков фестивалӗн лонг-листне лекни те паха тесе кинофестиваль авторитетлă пулнине палăртрӗ Ягафаров.15500
-
7 августа 2022 - 14:27«Стиль жизни – культурный код» этно-мода фестивалӗ мăн асаттесемпе асаннесен хăварнă еткере чӗртсе тăратрӗ. Хусанта августăн 2-мӗшӗнче этно-fashion фестиваль уçăлчӗ. Пурнăç йӗрки культура кодне çаврăнать. Çакăн çинчен каласа парать Хусанта августăн 2-мӗшӗнче уçăлнă «Стиль жизни – культурный код» этно-fashion фестиваль. Хамăр историре пӗр тапхăр мăн асаттесен, асаннесен пурнăç йӗркине манма хăтлантăмăр. Вӗсем тытса пыракан ӗç йӗрки, культури, тӗрӗсрех каласан, архаизма çаврăнчӗ. Паянхи куна сахалăшӗн килӗнче авалхи савăт-сапа е ытти çӗрте усă курмалли хатӗрсем упранса юлнă, наци тумӗ те кашнин çук. Истори тепӗр тапхăра та пӗлет, ытларах чух фольклористсем тăрăшнипе иртнине, манăçнине тавăрма хăтланни. Чылай чухне çакă ăнăçлăнах пулса пынă. Паян эпир историн тата тепӗр тапхăрне кӗтӗмӗр курăнать.14900
-
7 августа 2022 - 14:14Тăхăрьялăн пуян историйӗ Элшел музейӗнче упранать Тăхăрьял историйӗпе паллашас тесен Пăва районне кӗрекен Элшелне кăна каймалла. Шăп çак ялта пуçтарнă та ӗнтӗ легендарлă тăрăхăн ӗмӗрсен пуян кун-çулне. Кам кăна тухман-ши Тăхăрьялтан? Культура, наука, спорт, çар тата ытти сферăра палăрнисем йышлă, анчах пуринчен ытла писательсемпе поэтсем. Мӗнпе çыхăннă çакă? Сывлăшӗ урăхларах-ши е ытти сăлтавпа? Апла-и, капла-и – ку факт. Паллă çынсен пурнăçӗпе паллаштарать те Элшелӗнчи музей. Унта эпир Пăва районне ӗçпе кайсан кӗрсе тухрăмăр. Музей ӗçне ялти хисеплӗ çын Евгений Афанасьев йӗркелесе ертсе пырать. Çак ӗçе вăл шкулта ӗçленӗ чухнех кӳлӗннӗ, пенсие тухсан та пăрахас темен – малаллах ӗçлет. Мӗншӗн тесен музей ӗçӗн хакне, унăн социаллă пӗлтерӗшне çав тери аван ăнланать. Çамрăксем ку енӗпе пит ӗçлесшӗнех мар, çул ӳсӗмне кура ун хакне ăнланмаççӗ-ши?16800
-
7 августа 2022 - 13:47Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗн мухтавлă çынни, пултаруллă юрăçи, халăх ансамблӗн пултăклă ертӳçи – Людмила Сердцева! Пӗчӗк чухнех тăрăшуллă, маттур, правур, хастар пулнă вăл. Пур ӗçе те вăхăтра та тӗплӗ ӗçлеме юратнипе палăрса тăнă. Ахальтен мар пӗр-пӗр ӗç тумалла е ăçта та пулсан каймалла чухне Пётр Иванович: «Люсьăна ярăр, вăл кайсан веçех пулать», – тенӗ. Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗн мухтавлă çынни, пултаруллă юрăçи, тӗрлӗ енлӗ талантлă вӗрентекенӗ, чăваш наци культурине упрас тата аталантарас, çамрăк яш-кӗрӗме çӗршывшăн, чăвашлăхшăн, пуласлăхшăн тăрăшма вӗрентес ӗçре ырми-канми тăрăшакан, «Хӗлхем» халăх фольклор ушкăнӗн тата «Çăлкуç» ушкăнӗн ертӳçи Людмила Петровна Сердцева августăн 4-мӗшӗнче хăйӗн 65 çулхи юбилейне паллă турӗ.19000
-
5 августа 2022 - 16:01Пахалăхне тӗрӗсленӗ
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
5 августа 2022 - 10:53Александр Владимирович ИВАНОВ 60 çул тултарчӗАксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан Александр Владимирович ИВАНОВ ӗнер, августăн 4-мӗшӗнче, 60 çул тултарчӗ. Юратнă мăшăра, аттене, кукаçее, асаттене сумлă юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр!29800
-
19 июля 2022 - 08:05Валентина Николаевна АЛЬМЕНДЕЕВАНА юбилей ячӗпе!Пăва районӗнчи Ескуль ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Элмет хулинче пурăнакан Валентина Николаевна АЛЬМЕНДЕЕВА (ИСАКОВА) июлӗн 19-мӗшӗнче 65 çул тултарать.60900
-
16 июля 2022 - 08:08Лидия Степановна ЕФРЕМОВА 90 çул тултаратьПăва районӗнчи Ескуль ялӗнче пурăнакан Лидия Степановна ЕФРЕМОВА июлӗн 16-мӗшӗнче 90 çул тултарать68000
-
5 августа 2022 - 16:07Вокзал пурнăçне уяв илемлетӗ Августăн 7-мӗшӗнче Хусанти «Казань-1» чукун çул вокзалӗн лапамӗнче Пӗтӗм Раççейри «Çӗршыва пӗрлештерекен чи вăрăм поезд – сфальт çинче ӳкернӗ поезд» акци иртет.46300
-
5 августа 2022 - 15:57Августăн 6-мӗшӗнче Хусанта Пӗтӗм Раççейри сывлăх фестивалӗ иртет 18:00 сехетре «Ак Барс Арена» стадионра «Больше чем йога» ятлă сывлăх фестивалӗ пуçланать. Унта пирӗн çӗршывран пуçтарăннă 5000 хӗр массăллă йога тренировкине кăтартӗ. Вӗсем патне онлайн-форматпа 25 пин хӗрарăм килӗсенчен хутшăнӗ.38500
-
6 августа 2022 - 14:38Матак каччин Дмитрий Шингаревăн ӗмӗчӗ пурнăçланчӗ, вăл халӗ – лейтенант. Иртнӗ эрнекун, июлӗн 29-мӗшӗнче, танк училищинчен черетлӗ кăларăм вӗренсе тухрӗ. 89-мӗш хутчен офицерсем вӗрентсе кăларакан вӗренӳ заведенийӗ хальхинче тепӗр пӗлтерӗшлӗ пулăмпа та палăрчӗ: унта Тӗп çар округӗн Историпе çар традицийӗсен музейӗ уçăлчӗ. Экспонатсен хушшинче çар çыннисен революцичченхи формине, харпăр япалисене, хӗç-пăшалне, тӗрлӗ документсене, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине, Афганпа Чечня вăрçисене хутшăннă салтаксен çырăвӗсемпе сăнӳкерчӗкӗсене, наградисене, çар тумне, ытти япаласене курма пулать. Ку кăна-и – Украинăри ятарлă çар операцийӗпе çыхăннă экспонатсем валли те кунта икӗ стендах уйăрнă. Хусанти танк училищине вӗренме кӗрекенсен хушшинче чăваш каччисем те кашни çулах пур. Ак 89-мӗш кăларăмра та темиçен маттур йăхташăмăрсем. Вӗсенчен пӗринпе – Çӗпрел районӗнчи Матакра çуралса ӳснӗ Дмитрий Шингаревпа «Сувар» хаçатăн СММ-специалисчӗ Ксения Романова ятарласа курса калаçрӗ сывпуллашу мероприятийӗнче. Çамрăк лейтенант хăйӗн туйăмӗсем пирки пире те пӗлтерчӗ:36302
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика