Сувар

Тăхăрьялсем Çимӗке концертсем курма хăнăхнă

Ку йăлана Хирти Кушкă ялӗнче çуралса ӳснӗ Владислав Леонидович Никитин усламçă пуçарса ячӗ. Кашни çул Çимӗк хыççăн ял совечӗн çурчӗ умӗнче вăл Шупашкартан артистсене йыхăрса ял-йыша савăнтарать. Кăçал та ыр кăмăллăх йăлина пăсмарӗ. Çак пуçару кӳршӗ ялсемшӗн ырă тӗслӗх пулса тăчӗ. Пӳркелсем те ак ӗнтӗ иккӗмӗш çул Шадриковпа Ермолаева йыхăраççӗ....

Ку йăлана Хирти Кушкă ялӗнче çуралса ӳснӗ Владислав Леонидович Никитин усламçă пуçарса ячӗ. Кашни çул Çимӗк хыççăн ял совечӗн çурчӗ умӗнче вăл Шупашкартан артистсене йыхăрса ял-йыша савăнтарать. Кăçал та ыр кăмăллăх йăлина пăсмарӗ. Çак пуçару кӳршӗ ялсемшӗн ырă тӗслӗх пулса тăчӗ. Пӳркелсем те ак ӗнтӗ иккӗмӗш çул Шадриковпа Ермолаева йыхăраççӗ. Çын нумай пухăнать каçхи концерта курма. Шемекре те Çимӗк каçӗ культура программипе тулать. Кунта çуралса ӳснӗ, хальхи вăхăтра Саратов облаçӗнчи Балаковăра пурăнакан хăй тӗллӗн вӗреннӗ юрăç тата композитор Егор Кузьмин хăйӗн пулăшаканӗсемпе пӗрле çынсене концерт кăтартать. Кăçал ăна «Кӗмӗл сасă» конкурса хутшăннă Киштек хӗрӗ Светлана Бахтинова, Нина Яковлева, Галина Никитина та пулăшнă. Ял-йыш артистсемпе пӗрле ташласа юрланă, савăннă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: