Сувар

Тăхăрьялта çĕнĕ эстрада çăлтăрĕсене хатĕрлеççĕ

Çуркуне çитнипе савăнса юрлакан шăпчăксемпе пĕрле Пăва районĕнчи чăваш ачисен юрă конкурсне хутшăнакансем те хăйсен юррисене шăрантарма тытăнчĕç. "Тăхăрьял шăпчăкне" 19 конкурсант хутшăнчĕ, вĕсенчен 2 дуэт, 1 трио. Ачасен репертуарĕнче ытларах чăваш халăх тата эстрада юррисем пулчĕç. Вĕсене конкурса хатĕрлесе ытларах вĕрентекенĕсем мар, чăваш чĕлхи учителĕсем тăрăшни те сисĕнчĕ. Чылай...

Çуркуне çитнипе савăнса юрлакан шăпчăксемпе пĕрле Пăва районĕнчи чăваш ачисен юрă конкурсне хутшăнакансем те хăйсен юррисене шăрантарма тытăнчĕç. "Тăхăрьял шăпчăкне" 19 конкурсант хутшăнчĕ, вĕсенчен 2 дуэт, 1 трио. Ачасен репертуарĕнче ытларах чăваш халăх тата эстрада юррисем пулчĕç. Вĕсене конкурса хатĕрлесе ытларах вĕрентекенĕсем мар, чăваш чĕлхи учителĕсем тăрăшни те сисĕнчĕ. Чылай юрлаканăн вокал енĕпе чылай аталанмалли пур-ха. Çапах çамрăк артистсем пурте чĕрĕ сасăпа юрланине палăртса хăвармалла. Вĕсен сцена костюмĕсем пирки жюри членĕсен пĕр иккĕленÿ те çукчĕ, пурне те "5" лартса пачĕç. Конкурса йĕркелекенсем - Пăва районĕнчи ЧНКЦ, районти чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕ, "Сувар" хаçат редакцийĕ, "Ак Барс" агкрофирмăн Элшелĕнчи филиалĕ лайăх парнесем хатĕрленĕччĕ.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: