Сувар

Таккаварсем варта вăйă калӗç

Майăн 27-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Таккавар ял уявне ирттерет. Çак ялăн историйӗ питӗ тарăн та интереслӗ. Таккавар ячӗ ăçтан тухнă пирки те темиçе верси пур. Çавăнпа та клуб умӗнче пуçланакан уявра малтан ялăн аваллăхри страницисем çинчен каласа парӗç. Ку ӗçе хăй çине Валерий Кузьмин тӗпчевçӗ илет. Таккавартан тухнă хисеплӗ çынсем çинчен...

Майăн 27-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Таккавар ял уявне ирттерет. Çак ялăн историйӗ питӗ тарăн та интереслӗ. Таккавар ячӗ ăçтан тухнă пирки те темиçе верси пур. Çавăнпа та клуб умӗнче пуçланакан уявра малтан ялăн аваллăхри страницисем çинчен каласа парӗç. Ку ӗçе хăй çине Валерий Кузьмин тӗпчевçӗ илет. Таккавартан тухнă хисеплӗ çынсем çинчен те каласа парӗç пухăннисене. Çак ял Чăваш Республикин Шалти ӗçсен министрӗ пулса ӗçленӗ Евгений Салмин генерал-майорăн тăван çӗрӗ пулать.
Таккавар çинчен нумай сăвă çырнă, уявра поэтсене те сăмах парӗç. Çавăн пекех ялти ачасем те аслисене хăйсен юрри-ташшипе савăнтарӗç. Профессионаллă коллективсене илес пулсан, Пăвари «Уяв» ансамбле, Чăваш Киштекӗнчи артистсене палăртмалла. Çӗр ӗçченӗсене чысланă хыççăн ял уявӗ малалла çырма хӗрринчи варта иртӗ. Унта пухăннисем вăйă каласа савăнӗç. Хăнасем валли хуранпа сăмаварӗ те пулӗ.
Çав вăхăтра клубра районти ЧНКЦ черетлӗ лару ирттерӗ. Анна Никанорова çыравçăн пултарулăх каçӗпе çыхăнтарнă. Аса илтеретпӗр, пирӗн юбиляр «Ах, аннеçӗм, анне» юррăн сăмахӗсен авторӗ. (Видео)

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: