Сувар

Таккаварсем ял старастине Иван Никонорова суйланă

Кашни кайăкшăн, чӗрчуншăн, ăтемшӗн хăйӗн тăван кӗтесӗ, йăви çывăхрах вӗт. Çавăнпа та майăн 27-мӗшӗнчех иртрӗ пулсан та ку уяв, ун çинчен ытларах çырса пӗлтерес килет. 11 сехет тӗлне чӗннӗ хăнасем, кунта çуралса ӳссе тӗнче тăрăх саланнă ял-йыш, чăвашăн илемлӗ тумне тăхăнса клуб умне пухăнчӗ. Кун пек пулăм Таккаварăн историйӗнче пӗрремӗш...

Кашни кайăкшăн, чӗрчуншăн, ăтемшӗн хăйӗн тăван кӗтесӗ, йăви çывăхрах вӗт. Çавăнпа та майăн 27-мӗшӗнчех иртрӗ пулсан та ку уяв, ун çинчен ытларах çырса пӗлтерес килет.
11 се
хет тӗлне чӗннӗ хăнасем, кунта çуралса ӳссе тӗнче тăрăх саланнă ял-йыш, чăвашăн илемлӗ тумне тăхăнса клуб умне пухăнчӗ. Кун пек пулăм Таккаварăн историйӗнче пӗрремӗш хут пулчӗ. Уява йӗркелекенсем çаксем пулчӗç: паллă сăвăç, юрăç, Анна Никонорова, Чăваш Киштек ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Иван Павлов, «Ак-Барс Буа» агрофирмăн 1-мӗш филиалӗн ертӳçи Евгений Савельев, Пăва районӗнчи ЧНКЦ председателӗ Владимир Ильин пулчӗç.
Уява Лидия Никитина вӗрентекен ертсе пычӗ. Вăл Таккаварă
н 350 çулхи историне каласа пачӗ. Хăнана Пăва муниципаллă районӗн ертӳçин çумӗ Зульфия Сайфутбдинова пулчӗ. Вăл районти пуçлăхсем ятӗнчен ăшă сăмахсем каларӗ, ялти клуб валли ӳкерчӗк парнелерӗ.
Ульяновскра çак кун чăваш Акатуйӗ иртнине пăхмасăрах, Чӗмпӗртен килнӗ «Эревет» тата «Сăрнай» ушкăнсем халăха хăйсен юррисене парнелерӗç. Пăва районӗнчи культура ӗçченӗсенчен йӗркеленӗ «Уяв» фольклор ушкăнӗ те илемлӗ юрри-ташшипе уява илем кӳчӗ. «Уяв» пăвасен мăнаçлăхӗ, вăл 2014 çулта «Чăваш шăпчăкӗ» конкурсра çӗнтернӗччӗ.
Таккаварсем те сцена ăстисемпе пуян. Лидия Никитина хăй çырнă сăввине вуларӗ, юррине те илемлӗ юрларӗ. Анна Никонорована халăх «Ландышсем» юррине юрлама ыйтрӗ, вăл сцена çине тухсан, çынсем унпа пӗрле палланă йӗркесене шăрантарчӗç.
Уява пухăннисем вăйă картине карталанса тăрсан ушкăн сасси çырма хӗррипе аякка саланчӗ. Пӗве хӗрринче йăмрасем айӗнчи лапамра кăвайт çинче пăс кăларса хуран çакăнса тăрать. Унăн тутлă пăттине пурте тутанса пăхрӗç, сăмавартан техӗмлӗ чей ӗçрӗç. Кăпăклă сăра та, шашлăк та тунă тараватлă таккаварсем хăнасене пăхма.

Тял клубӗ çумӗнче йӗркеленнӗ «Пилеш» ушкăнри хастар хӗрсемпе каччăсем çак уявра пысăк вырăн йышăнчӗç. Нина Николаева, Нина Егорова, Елизавета Степанова, Ирина Хатина, Валентина Егорова, Татьяна Чаукова, иван Никоноров тăрăшса ӗçлерӗç. Пӗртăван Никаноровасем кăпăклă сăрапа сăйларӗç. Миша Чауков чей хуçиччӗ.
Кӗçӗннисем те пултарулăх енӗпе аслисенчен кая мар. Пӗчӗк хӗрача Милана Топоркина çепӗç сассипе куракансене савăнтарчӗ. Пӗртăван Ангелинăпа Коля Петровсем «Илемлӗ сачӗсем» юрă юрларӗç. Ксения Малышевăпа Нина Егорова «Çуралнă кун» ятлă юрра ял-йыша парнелерӗç.

Чӗмпӗр хулинчен килнӗ мăшăр Яковлевсем Тăхăрьялти пӗр уявран та юлмаççӗ. Нина çепӗç юрăсем шăрантарчӗ, Виталий уява видеокамерăпа ӳкерчӗ.
Каç енне сулăнсан уяв майӗпен саланса пычӗ. Çав кун ял старасти пулма ял халăхӗ Иван Никонорова суйларӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: